Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Йӑмӑк (Иван Егоров)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Виҫӗ вӑрман урлӑ вӗҫсе кайрӑн,
телей пекки курӑнчӗ куҫна,
анчах та эс ӑна тупаймарӑн.
Ах тур йывӑр килчӗ-тер пуҫна.

Телей кайӑкне эс кураймарӑн.
Килнӗ-ши вӑл, ҫук-ши тӗнчене?
Хӑш ҫӗрте-ши, мӗнле ҫырӑн-варӑн
илӗртсе ҫӳрет вӑл ҫынсене?

Тӑванусемшӗн эс тунсӑхлатӑн
чунна пусарма никам ҫукран.
Тӗл пулсан таттисӗр калаҫатӑн.
Каяс чух ларан пӑхса куҫран.

Хальхинче те куҫӑмран чӑр! пӑхрӑн,
Ярассу килмест пӗртӑванна.
Ӑсатма эс тухрӑн, эс каларӑн:
"Черетпе, ак, пуҫлӑпӑр кайма..."

Черетпе-и е черет пӗтсен-и,
Тур ҫырнинчен пурпӗр иртес мар.
Йывар шухӑш килӗ — пире кӗт эс,
вӑрман хӗрринелле тухса лар.

Утмӑла ҫитсен те эс пахатӑн
ҫав кайӑка курмӑп-ши тесе.
Курсан-курмасан та шухӑшлатӑн:
"Май пулсан — антарӑттӑм персе..."

Егоров Иван Павлович



Тулли верси :: Статья каҫми