Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Иртышев Иван Николаевич


Иртышев Иван Николаевич — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ. 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче халӗ Чӑваш Енӗн Куславкка районне кӗрекен Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Вӑтам шкул хыҫҫӑн райхаҫат редакциӗнче, Чӑваш кӗнеки издательствинче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Сӑвӑсем ҫырса хаҫат-журналта, перлешӳллӗ кӗнекесенче пичетленнӗ. Вырӑсларан классиксене сахал мар куҫарнӑ. Вӗсен шучӗнче А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин, А. Ахматова, М. Цветаева сӑввисем.

Сӑввисемпе поэмисене «Эшӗн хумӗсем» (1978) кӗнекинче кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн сӑввисемпе поэмисем «Чун хӗлӗхӗсем», «Куҫарусем» кӗнекисенче тухнӑ.


 
Категорисем: Иртышев Иван Николаевич

Тулли верси :: Статья каҫми