Игнатьев Михаил Васильевич — чӑваш политикӗ. Чӑваш республикин иккӗмӗш президенчӗ тата пӗрремӗш кӑлави. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралнӑ.
Икӗ ача пур — Иван тата Мария.
Пурнӑҫӗ
Шупашкарти энергетика техникумӗнче, Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче, Мускаври потребетель кооперацийӗн институчӗн Шупашкарти уйрӑмӗнче, Атӑлпа Вӗтке патшалӑх хӗсмечӗн академийӗнче ӑс пухнӑ.
1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар районӗн пуҫлӑхне суйланнӑ. 2002 ҫултанпа Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ.
2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ вырӑнне йышӑннӑ.
Чыславсем, наградӑсем
- ЧАССР Аслӑ Канаш Президицумӗн Хисеплӗ грамоти (1992);
- «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палӑрнишӗн» медаль (2002);
- Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх Министерствин Хисеплӗ грамоти (2003);
- Раҫҫей Федерацийӗн гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен тата ҫунҫанталӑк инкекне сирессин Министерствин Хисеплӗ грамоти (2003);
- Раҫҫей ИӖМӗн «Тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр ҫинчи паллӑ (2004);
- Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх Министерствин Хисеплӗ грамоти (2005);
- «Раҫҫейӗн агропрошышленность комплексӗн аталану ӗҫӗсемшӗн» ылтӑн медаль (2005);
- «Физкультурӑпа спорт аталанӑвӗнче палӑрнишӗн» Хисеп палли (2006);
- «2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне ирттерес ӗҫре палӑрнишӗн» медаль (2007);
- «Ял хуҫалӑхри ӗҫсемшӗн» медаль (2007).