Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Золотов Пётр Терентьевич


Золотов Пётр Тереньевич — чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, кӗнеке кӑларас ӗҫӗн хастарӗ. 1902 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Синер (халь Элӗк районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.

Пурнӑҫӗ

Элӗкри икӗ класлӑ училищере (1917), Чӗмпӗрти пысӑк пӗлӳллӗ педагогике техникумӗнче (1926) пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ялавӑр ялӗнче ачасене вӗрентнӗ. 1932–1934 ҫулсенче Мускаври «Коммунар» хаҫат редакцийӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ.

1937 ҫулта Ленинградри тухӑҫ институчӗ ҫумӗнчи редактор-тӑлмачсен курсне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче (ун чухне Чӑваш АССР патшалӑх издательстви) редактор тата тӗп редактор вырӑнӗнче ӗҫленӗ. 1940–1953 ҫулсенче издательство директорӗ пулнӑ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Пётр Золотов В.И. Ленин ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вӗренӳ кӗнекисене, тӗрлӗ илемлӗ хайлавсене куҫарнӑ. Политика, вӗренӳ тата илемлӗ литературӑна редакциленӗ.

Вӑл куҫарнӑ кӗнекесем:

Иван Яковлевич Яковлев ятне ҫӳле хӑпартас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑ.

Хисепӗсем

Ӑна «Хисеп палли» орденпа, медальсемпе наградӑланӑ. Пётр Терентьевич Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята (1984) тивӗҫнӗ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Журналистсем, Тӑлмачсем, Синер

Тулли верси :: Статья каҫми