Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Егоров Николай Егорович

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Егоров Николай Егорович — чӑваш ӳнерҫи. 1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. В.И. Суриков ячӗллӗ Мускав ӳнер институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ. 1968–1969 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх институтӗнче студентсене вӗрентнӗ.

Пултарулӑхӗ

Ҫӗршывӑн ҫурҫӗр районӗсенче пултарулӑх командировкисенче пулнӑ. «Арктика» атомоход ҫинче «Мурманск–Дудинка» маршрутпа иртнӗ экспедицине хутшӑннӑ.

1997 ҫултанпа Шупашкарти Таса Троица мӑнастирӗ ҫумӗнчи ҫӗнетӳ ӳнер лаҫҫинче тӑрмашать.

1967–1997 ҫулсем хушшинче республика тата Раҫҫей шайӗнчи чылай курава хутшӑннӑ.

Тӗп ӗҫӗсем:

Вӑл тӑрӑшнипе темиҫе турӑша ҫӗнетме май пулнӑ.

Ҫитӗнӗвӗсем

1970 ҫултанпа СССР художникӗсен пӗрлӗхӗнче тӑрать. 1982 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи ята панӑ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Егоров Николай Егорович

Тулли верси :: Статья каҫми