Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Геннадий Айхине асӑнса (Марина Карягина)


Тӳпе!
Тупа пур ман:
ҫӑла сурман,
шӑла шартса шӑлан ҫимен,
ҫӳлтен ӳкмен,
ҫӳле сикмен
/вӗҫме килмен!/ —
пӳкле вилмен:

шӑрт май шӑлатӑп шӑпана.
Шӑп ана.
Тӳпе ӑна —
хуппи пек —
шӑп кӑна.

Анчах... сӑна —
/пӑхма хӑрамалла сӑнна!/ —
пуҫу ҫине ӳкет ту пек —
тупе.

* * *
Ӳт-пӗвӗм — пӗлӗт хӑйминчен,
Куҫ тарӑнӑшӗ — тинӗс:
Хумсем чула та ишӗҫ —
Ан тӗлӗн йӗп те вӑйлинчен,

Ан тӗлӗн ҫип те вӑйлинчен —
Тӑва аркатӗ ҫумӑр.
/Епле чӑтайӗ чунӑр:
Чунсем те — ҫумӑр тӗнчинчен/.

Чунсем те — хумӑн тӗнчинчен
/Чуна унран ҫӗленӗ!/
Кам тӳпене ҫилленӗ
Шӑп ҫурҫӗр-кӑнтӑр тӗлӗнче?

Шӑп ҫур ҫӗр-кӑнтӑр тӗлӗнче
Шӑп пул та... сассӑр асӑн.
Самант пӑхать хӑрассӑн:
Эп — ҫип-ҫинҫе, эп — йӗп ҫинче.

Эп — йӗп ҫинче, эп — ҫип ҫинче,
Эп мӗн пурришӗн — ҫӗвӗ.
Ыран тата мӗн ҫӑвӗ? —
Ҫӗввӳ кайминччӗ, ҫут тӗнче!

* * *
Улшӑнанҫи пулать те уйӑх —
Каллех тулса ҫавраланать:
Ҫав ӗмӗрех — пуҫра — ҫав хуйӑх:
Паян ӑнман — ыран ӑнать!

Таҫта шӑтса ӳсни! /Ҫи! тейӗн:
Ҫеҫке марах халь тин — улма/
Хум юххипе ӑҫта ҫитейӗн?..
— Мӑн тинӗс йывӑҫӗ пулма!

Асри ӳкерчӗк е пуласлӑх,
Е ҫак самант — ик куҫ тулли:
Эп хамшӑн хам тӗнче пек ӑслӑ
/Тӗнчишӗн хамӑр — йыт кулли.../

Пӑтрав килсе пӑтрантарать-и,
Утрав шырать-и пан улми... —
Пит ан хӗрхен: этем ӑрачӗ
Пӗтсех пӗтмен-ха ним юлми.

Марина Карягина

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ытти Геннадий Айхине халалланӑ сӑвӑсене



Тулли верси :: Статья каҫми