Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Выльӑр-кулӑр, тӑвансем - Стас Владимиров


Шыв хӗрринче ӳсет ҫӗмӗрт йывӑҫ
Каҫма урлӑ лӑс-лӑс силленце
Шӑпӑр-шӑпӑр ҫӑвать ҫурхи ҫумӑр
Ҫӗмӗрт йывӑҫ тавра тӑкӑнса.
Шӑпӑр-шӑпӑр ҫӑвать ҫурхи ҫумӑр
Ҫӗмӗрт йывӑҫ тавра тӑкӑнса.

Кашни ҫулла-ҫуркунне пулсассӑн
Тухӑр, твансем, улма пахчине
ҫамрӑк ӗмӗр асӑра килсессӗн
Итлӗр, твансем, шӑпчӑк юррине
ҫамрӑк ӗмӗр асӑра килсессӗн
Итлӗр, твансем, шӑпчӑк юррине

Ҫамрӑк ӗмӗр юр шыв пек юхать-ҫке
Эпир ӑна тытса чарас ҫук
Ӗҫӗр-ҫийӗр, юрӑ шӑрантарӑр
Выльӑр-кулӑр, твансем, пӗрле чух
Ӗҫӗр-ҫийӗр, юрӑ шӑрантарӑр
Выльӑр-кулӑр, твансем, пӗрле чух

Чӑваш эстради<Чӑвашла юрӑсен лирики<Стас Владимиров



Тулли верси :: Статья каҫми