Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Владимир Кузьмина хӑйӗн ачине чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшни


Пирӗн пӗрлӗх урлӑ аякра пурӑнакан чӑвашсене чӑвашла кӗнекесене ярса пама тӑрӑшать. Чӑваш кӗнеке издательстви хӑйӗн сайчӗ ҫинче кӗнекесем ярса паратпӑр тесе ҫырнӑ пулсассӑн та оптлӑ майпа ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Владимир Кузьминӑн вара хӑйӗн ачине чӑвашла вӗрентес кӑмӑл ҫуралнӑ пирки эпир ӑна пулӑшас терӗмӗр. Шупашкарта кӗнекесене илсе вӗсене ӑна ярса патӑмӑр. Кӗнекесене Николай Плотников ярса пама пулӑшрӗ: Шупашкарта пурӑнакан йӑмӑкӗпе ҫыхӑнчӗ, йӑмӑкӗ кӗнекесене туянса вӗсене Владимир Кузьмин адресӗ ҫине ярса пачӗ. Йӑмӑкӗ шартлама сивӗ ҫине пӑхмасӑрах кӗнеке лавккине кайса килни ҫинчен те асӑрхаса хӑвармалла.
Сӑнӳкерчӗк ҫинче Владимир Кузьмин тата унӑн чӑвашла вӗренекен ывӑлӗ.
Акӑ мӗн вӑл пирӗн канашлура ҫырать:
Эпӗ пурин умӗнче те «Чӑваш сӑмахӗ» 1-4 классем валли вӗренӳ кӗнекисемшӗн Adminа тав тӑвасшӑн. Ман ывӑл валли вӑл вӗсене питӗ хӑвӑрт ярса пачӗ. Халӗ ывӑлпа пӗрле чӑашла ҫырма вӗренӗпӗр. (чӑвашла куҫарнӑ)

Николай Плотников



Тулли верси :: Статья каҫми