Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Википедине куҫарса пулӑшасси

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Кӗскен: Википедин вырӑс уйрӑмӗнчи статьясене чӑвашла куҫарса хатӗрлесси

Тӗллев: Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статьясене чӑвашла куҫарса Чӑваш чӗлхи корпусӗнчи пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне ӳстересси

Ертсе пыраканӗ: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ

Проект сайчӗ: cv.wikipedia.org/

Бюджет: пур.

Проект вӑхӑчӗ: яланах.

Тӑрӑмӗ: ӗҫлет.

Ӑнлантару


Википедин вырӑс уйрӑмӗнчи ытлашши кӗске те мар, ытлашши те вӑрӑм мар статьясене илсе вӗсене чӑвашла куҫарса Википедин чӑваш уйрӑмне вырнаҫтармалла. Кайран вара ҫак икӗ статьяна (вырӑслипе чӑвашлине) Чӑваш чӗлхи корпусне мӑшӑрласа кӗртмелле.

Хутшӑнас тесен мӗн тумалла?

Чи малтан — Википедин чӑваш уйрӑмӗнче региcтрациленес пулать. Ку ӗҫе мӗнле тумаллине тӗплӗн Википедин вырӑс уйрӑмӗнче ӑнлантарса панӑ.

Ун хыҫҫӑн пире регистрациленнӗ ята тата Чӑваш чӗлхи корпусне мӗнле ятпа кӗртмеллине пӗлтермелле (калӑпӑр, Телеграмри аккаунтпа ҫыхӑнса).

Ӗҫ йӗрки

Пӗлме: инструкцие 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ, ҫавна май хӑш-пӗр эсир вуланӑ чухне хӑш-пӗр япаласем урӑхла та пулма пултараҫҫӗ.

1. Куҫармалли статьяна палӑртмалла. Вӑл Википедин чӑваш уйрӑмӗнче пулмалла мар. Унашкаллисене чылай чухне Википедин чӑваш уйрӑмӗн Тӗп страницӑра вырнаҫнӑ «Ҫак кун пулнисем» пайра тупма пулать. Ку инструкцие ҫырма эпир «Лез-Арк» (вырӑсла вӑл «Лез-Арк (Савойя)» ятлӑ) статьяна илӗпӗр.

2. Статьяна куҫармалла. Статьяна куҫармашкӑн ятарлӑ хатӗрпе усӑ курас пулать. Вӑл bots.chuvash.org/cgi-bin/translate_wiki.cgi адреспа вырнаҫнӑ. Е тӳрех QR-кодпа уҫма пулать. Кунта пирӗн статья ятне (Вырӑсла уйрӑмӗнче мӗнле ятлӑ пулнине кӑтартмалла) кӗртмелле. Эпир суйланӑ тӗслӗхре: «Лез-Арк (Савойя)».

800

Статья ятне копилетпӗр те куҫармалли хатӗре кӗртетпӗр.

800

Ҫакӑн хыҫҫӑн «Отправить запрос» ҫине пусатпӑр. Ҫак скрипт Википедин вырӑс уйрӑмне хӑйех уҫӗ, ҫак статьяна шыраса тупӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл унти текста ансатлатӗ (текст кӑна хӑварӗ) те «Атӑл.Тӑлмача» куҫарма парӗ.

Пӗлме: Википедири статьяна уҫласа илме те, ӑна куҫарма та скрипта вӑхӑт кирлӗ, ҫаван май кӑшт кӗтмелле пулӗ.

3. Куҫарнӑ текстран статья хатӗрлесси. «Атӑл.Тӑлмач» темле аван куҫаруҫӑ пулсан та вӑл куҫарнине ҫавах юсас пулать. Куҫарнӑ хыҫҫӑн скрипт страници ҫӗнелӗ те вӑл хӑйӗн ӗҫне кӑтартӗ. Чи малтанхи 3 йӗрке: хушма информациллӗ, вӗсем пире кирлех мар. Кунта статья ячӗ, мӗнле чӗлхерен куҫарни тата ҫав страницӑн идентификаторӗ пулӗ. Аяларах хӑй статья куҫарӑвӗ вырнаҫнӑ.

Палӑртмалла: скрипт шаблонсене, таблицӑсене текстран куҫарас умӗн хуратать. Ҫавӑн пекех мӗнпур капӑрлатусене те пӗтерет. Ку инструкцие ҫырнӑ тӗле хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пулнӑ: тӗслӗхрен, ӳкерчӗк ӑнлантарӑвӗнче каҫӑ пур пулсан унпа тивӗҫлӗ шайра ӗҫлеймен. Вӗсене каярах юсама палӑртнӑ.

Пирӗн ҫакӑнти куҫарнӑ текста палӑртмалла та ӑна копилесе илсе Википедире страница хатӗрлеме пуҫламалла. Страница ячӗ «Лез-Арк» пулӗ. Ытларах чухне эпир пӗр-пӗр хӗрлӗ каҫӑран куҫартӑр. Страница ҫук, ҫавна май сире ӑна хатӗрлеме сӗнӗҫ:

Страницӑна хатӗрлеме/редакцилеме икӗ меслетпе пулать: пӗри вӑл курӑмлӑ редакторпа усӑ курса, тепри — кода тӳрлетсе. Пирӗ пӗрремӗш меслечӗ кирлӗ. Ҫавна май, енчен те редакцилемелли меслет «Код хатӗрле» тесе кӑтартать пулсан (ӳкерчӗкре — 2) сирӗн «Хатӗрле» ҫине куҫмалла (унта пусмалла, ӳкерчӗкре — 1). Ҫакӑн хыҫҫӑн маларах копиленӗ текста кунта кӗртсе лартмалла.

Мӗншӗн пӗрремӗш меслетпе усӑ курмалла-ха? Ма тесессӗн кунта вӑл тӳрех текста абзацсемпе пайласа тухӗ. Ҫапла май сирӗн ку ӗҫе алӑпа тума тивмӗ.

4. Текста юсаса тухмалла. «Атӑл.Тӑлмач» темле аван куҫарать пулин те унӑн ӗҫне ҫавах юсама тивет. Сирӗн ҫумра статьян вырӑс текстне уҫмалла та ӑна пӑхса пырса текста юсаса тухмалла.

Текст калӑпӑшӗ пысӑк пулсан пӗр пайне юсанӑ хыҫҫӑн «Опубликовать» ҫине пусма пулать. Ун хыҫҫӑн «Улӑштарнисене ӑнлантарни» пайра хӑвӑр ӗҫе палӑртмалла та (тӗслӗхрен, «Куҫарма пуҫларӑм» тесе) «Страницӑна вырнаҫтар» ҫине пусмалла. Страница ҫырӑннӑ хыҫҫӑн «Тӳрлет» ҫине пусса малалла тӳрлетме пулать.

5. Статьяна капӑрлатасси. Ку ӗҫе, паллах, 4-мӗш утӑма тунӑ май та тума пулать. Апла пулин те ку ӗҫ пирки уйрӑммӑн ӑнлантарса парӑпӑр.

Капӑрлатни шутне ӳкерчӗксем вырнаҫтарасси, статья ятне хулӑмпа палӑртасси, статья пайӗсене кӑтартасси, каҫӑсем вырнаҫтарасси тата ытти ӗҫ кӗрет. Ку ӗҫе эсир курӑмлӑ редакторпа тума пултаратӑр.

Шута илме: енчен те сирӗншӗн ку ӗҫе тӑвасси кӑткӑс ӗҫ шутланать пулсан, ӑна тумасӑр та пултаратӑр. Капӑрлатассине Википедири ытти хутшӑнакансем тӑвӗҫ. Улшӑнӑва ӑнлантарнӑ чухне ҫакӑн пирки асӑнма кӑна ан манӑр. Тӗслӗхрен, «Статьяна хӑвӑрах капӑрлӑтӑр-ха» тесе палӑртма пулать.

6. Статьяпа ӗҫлени вӗҫленни пирки пӗлтерни. Статья текстне юсаса-тӳрлетсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пирки пире пӗлтермелле. Калӑпӑр, Телеграмри аккаунта ҫырса. Эпир вара эсир ӗҫленӗ текста копилесе илӗпӗр те Чӑваш чӗлхи корпусне кӗртӗпӗр.

Сӗнӳсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ытти инструкцисем

Пирӗн пӗрлӗх ҫак проектсене ертсе пырать:



 
Категорисем: Пӗрлӗх проекчӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми