Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Атайкасси


Атайкасси
Пӑртас упӑшка ӗмӗртенпех Энтри тата Атай ятлӑ кӳршисемпе хирӗҫсе пурӑннӑ. Хӑйшӗн пӗр инкеклӗ вӑхӑтра Пӑртас упӑкша хурт-хӑмӑр ӗҫӗпе вӑрмана кайнӑ. .
Ҫивӗтне ывӑтса вӑл юман хӑвӑлӗ патне хӑпарнӑ. Анчах инкек - ҫивӗчӗ ҫӗре ӳкнӗ те йывӑҫӗ ҫӳллӗ пулнӑран анайман, Пӑртасӑн чылай кӑшкӑрма тивнӗ.
Вӑрманпа Энтрипе Атай панӑ. Сасӑ панӑ ҫӗре ҫитнӗ. Хӑйсене кӳрентерекенӗн инкекне курсан вӗсем ҫивӗте илсе парассишӗн хаклӑ ыйтнӑ. Юлашкинчен ҫапла ҫураҫнӑ: Пӑртас хӑйӗн чи лайӑх утарне пама килӗшнӗ. Энтри халӗ Хоруй ялӗн ҫыннисем усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне йышӑннӑ. Атайӑн вара Энтрипе танлаштарсан ҫӗрӗ пысӑкрах, унта халь Ичеснер-Атайкасси ялӗ ларать.

1938 ҫ. ЧР Вӑрмар р-чи Урнарта А.П. Шишкин ҫырса илнӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми