Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ан ман (Николай Карай)


Эп каятӑп. Эс юлатӑн.
Ан хӗрет йӗрсе куҫна.
Сан питри куҫҫуль пылаккӑн
Темшӗн туйӑнчӗ мана.

Аякра чух сенкер тунсӑх
Вылӗ час-часах чунпа.
Юрату епле-ха унсӑр? —
Юрату хитре унпа.

Шантарса сана калатӑп:
Тухас ҫук эс ман асран.
Аякри ҫултан мана та
Эс кӗтсе илме ан ман.

Николай Карай



Тулли верси :: Статья каҫми