Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Анне патӗнче (Галка Ваҫлейӗ)


C. Есенин майлӑ

Ыран ир варатсамччӗ, аннеҫӗм,
Эс мана шурӑмпуҫ тӗлнелле.
Аякран пур хыпар ҫыру вӗҫҫӗн,
Манӑн хаклӑ хӑнам килмелле.

Ир ирех сывлӑмпа ҫитӗ тусӑм
Шӑплӑхра шӑпчӑксем вӑрансан.
Ытамра сирӗлӗ пирӗн тунсӑх,
Туххӑмах кайӗ кун ҫуталса!

Тӗмсӗлсе кӗтнӗрен кӑмӑл тулӗ,
Шӑнӑҫаймӗ хаваслӑх пӳртре.
Чечекпе чӳхенен улӑх ҫулӗ
Хырлӑха ертсе кайӗ пире.
Темиҫе ҫул пулман уявра эп,
Унчченхи хӗрӗве ҫӗнетсе,
Купӑса пӗрехҫех тӑсса ярӑп —
Шӑранса йӗрӗҫ йӗс чӗлӗхсем!

Ҫак сӑваплӑ ҫӗрте эп кун курнӑ,
Уй-хир илнӗ ынат ытамне.
Ах, шӑпаҫӑм, ан кур тек хӗн-хурлӑх,
Ан аса ил, аннем, иртнине.

Ҫапах пур ман эс панӑ пӗр пиллӗх:
"Несӗле эс упра, ят-чысна".
Сан пата час килеймӗп, тен, ӳлӗм
Эп, аннеҫӗм, юри асӑнса.

Эппин, хамӑрӑн хаклӑ хӑнашӑн
Кӗрекемӗр тулли пултӑрах.
Ҫӗр ҫинче ҫӗнӗ юрӑ хывмашкӑн
Эпир тивӗҫ манми туслӑхра!

Галка Ваҫлейӗ>>



Тулли верси :: Статья каҫми