Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Андрей Петтоки


Андрей ПеттокиПеттоки Андрей Трофимович, — сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ. 1905 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Козьмодемьянск уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Ахмане ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ҫулла Витебск патӗнчи ҫапӑҫӑвра вилнӗ. Смоленск облаҫӗнчи Селище ялӗнче пытарнӑ. 1934 ҫултанпа СССРӑн ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнче тӑнӑ.

Чӑн хушамачӗ Петухов.

Кун-ҫулӗ

1940 ҫулта Куйбышеври педагогика институтне вӗренсе тухнӑ.

Таса чун-чӗреллӗ сӑвӑҫӑ "халӑх тӑшманӗсемпе" кӗрешес юхӑма хутшӑнасшӑн пулман. Ҫавӑнпа ӑна хӑйне "тӑшман" тума хӑтланнӑ, тӗрлӗ "айӑп" шыраса тупнӑ, тӑван чӗлхепе ҫырса пичетлеме чӑрмантарнӑ.

1935 ҫултан пуҫласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурӑннӑ, кинематографи тата падагогика институчӗсенче вӗреннӗ, чӑваш литературине вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ.

Петтоки ӑста ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ ҫеҫ мар, пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ те пулнӑ — тӗрлӗ вӑхӑтра комсомол ячейкине, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха, сӗт-ҫу фермине, «Сунтал» («Ялав») журнала, Писательсен союзне ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех Куйбышев облаҫӗнчи тӑван тавралӑх музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Пӗрремӗш сӑввине 1925 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине — «Ҫирӗм иккӗ» поэмӑна (1932) — Андрей Трофимович хӑй илемлетсе кӑларнӑ.

1935 ҫулта вырӑс чӗлхи ҫине К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине куҫарнӑ. Андрей Петтоки ку поэмӑна вырӑс чӗлхи ҫине пӗрремӗш куҫарнӑ.

Кӗнекисем

Вуламалли


* * *

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Петтоки Андрей Трофимович

Тулли верси :: Статья каҫми