Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Амӑшӗсем - ТИН ушкӑн


сӑвви: Борис Чиндыков кӗвви: Николай Казаков

Сасартӑк тӗлленетӗп виҫесӗр уй-хирте
Юланутсем ӳкеҫҫӗ - ҫапӑҫу вӗрет
Кӑлкан пек шурӑ-шурӑ, шап-шурӑ шупӑрпа
Амӑшӗсем ҫитсессӗн ҫӗнтерӳ килет.

Иртнӗ кунсен асапӗ - яланах асра
Ют тӗтӗмсен йӳҫекӗ - халӗ те куҫра
Анчах ниме пӑхмасӑр тӑван йӑха савса
Амӑшӗсем пурнаҫҫӗ малашлӑха шанса.

Ҫӗрпе тӳпе хушшинче
Емӗр-ӗмӗр, пин-пин ҫул
Амӑшӗсен хӳттинче
Ҫӗршыв, халӑх, пирн кун-ҫул

Ҫӗрпе тӳпе хушшинче
Емӗр-ӗмӗр, пин-пин ҫул
Амӑшӗсен хӳттинче
Ҫӗршыв, халӑх, пирн кун-ҫул

Ялта та хулара та хӗвел ҫути пӗрех
Чӗре ӑшшин тивлечӗ асамлӑ вӑй пекех
Шур Шупашкар кашнишӗн – Атӑл чунлӗ кил
Амӑшӗсен пехилӗ - пурсӑмӑpа та пил

Ҫӗрпе тӳпе {Ҫӗрпе тӳпе } хушшинче
Емӗр-ӗмӗр, пин-пин ҫул {пин-пин ҫу-y-yл}
Амӑшӗсен хӳттинче
Ҫӗршыв, халӑх, пирн кун-ҫул {пирн кун-ҫул}

Ҫӗрпе тӳпе {Ҫӗрпе тӳпе } хушшинче
Емӗр-ӗмӗр, пин-пин ҫул {пин-пин ҫу-y-yл}
Амӑшӗсен {Амӑшӗсен} хӳттинче {хӳ-ӳттинче}
Ҫӗршыв, халӑх, пирн кун-ҫул {пирн кун-ҫул}



Тулли верси :: Статья каҫми