Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Альбина Юрату


Альбина Юрату (чӑн ячӗ Любимова Альбина Васильевна), — чӑваш сӑвӑҫи. 1959 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

1992 ҫултанпа Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн членӗ.

2001 ҫулта Эмине премине тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш патшалӑх университетӗн историпе филологи факультетӗнче тата Мускав патшалӑх университетӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. «Советская культура» хаҫатра практика тухнӑ. Ҫуллахи практикӑра Тинӗсҫум Енӗнчи «Трудовое слово» хаҫатра, Узбекистанри «Комсомолец Узбекистана» хаҫатра вӑй хунӑ. Мускав патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ чухне «Московский университет» (Мускав университечӗ) хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.

Кайран Елчӗк районӗнчи «Колхоз ялавӗ» хаҫатра, Шупашкар хулинчи чӑлхапа трикотаж фабрикин радиоредакторӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Чӑваш Енӗн йӗри-тавралӑха сыхлас министерствинче нумай хушӑ ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Сӑвӑ ҫырма ачаранах пуҫланӑ. Вӗсене «Авангард», «Пионер сасси», «Пионерская правда» хаҫатсенче пичетленӗ.

Унӑн пичетленсе пухнӑ сӑвӑ кӗнекисем:

Унӑн сӑввисем ҫине нумай юрӑ хывнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӗнчене юрату ҫӑлать (Ӑсан Уҫӑпӗ)
Альбина Юрату сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми