Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Алимасов Александр Никонорович


Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995).

Кун-ҫулӗ

Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

Алимасов ӗҫӗсем чылай курава хутшӑннӑ. Ятарлӑ куравсем те чылай ирттернӗ.
Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, И.Я. Яковлев, П. Хусанкай, П.Е. Егоров тата ыт.те) ӳкерсе панӑ, вӗсем халӗ унта упранаҫҫӗ.


 
Категорисем: Алимасов Александр Никонорович

Тулли верси :: Статья каҫми