Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Александров Вячеслав Леонидович


Александров Вячеслав Леонидович (сцена ҫинчи ячӗ — Вячеслав Александров) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи, композитор.

Пурнӑҫӗ

1966 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралнӑ.

1983 ҫулта Чупай вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Шкул хыҫҫӑн ҫар хӗсметне кайиччен ялти культура ҫуртӗнче пултарулӑх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.

1984—1986 ҫулсенче Беларуҫре стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ.

1986—1989 ҫулсенче Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ.

1989—1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗнче хор артисчӗ пулса ӗҫленӗ.

Сӗтел-пукан енӗпе усламҫӑ пулнӑ, 1999 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать.

2021—2024 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче сценӑна илемлӗх кӳрекен пулса ӗҫленӗ. 2024 ҫултанпа — К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче.

Шкулта вӗреннӗ чухнех юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑкланнӑ. Кӗвӗленӗ пӗрремӗш юррисем: чӑвашла — «Туйӑнать кӑна пуль» (Марина Карягина сӑввипе), вырӑсла — «Достучаться».

Унӑн юррисене Валентина Михайлова, Светлана Яковлева, «Уяв» ушкӑн тата ыттисем юрлаҫҫӗ.

1999 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче пӗрремӗш харпӑр концертне ирттернӗ.

«Юратнӑран» альбом кӑларнӑ.

Юррисем: «Аннеҫӗм», «Ман санпа пулас килет», «Пурнӑҫ ҫулне такӑрлатар пӗрле», «Савнӑ тусӑм», «Сан аллу, куҫу, туту» тата ыттисем.

Сцена ҫинче ытларах Валентина Михайловапа дуэтпа юрлать, ҫавӑн пекех Светлана Яковлева, Алина Михайлова юрӑҫсемпе ҫырнӑ дуэтсем пур.

Марина Карягина, Владимир Рыбкин, Валентина Тарават, Олег Шайкин, Роза Беляева, Николай Дворов тата ыттисен сӑввисене кӗвве хывнӑ.

Ҫемье

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ


 
Категорисем: Ҫӗнӗ Мӑнтӑр ҫыннисем, Юрӑҫсем

Тулли верси :: Статья каҫми