Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ака уйӑхӗ (ҪЯ)


Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Ака уйӑхне пушӑ, ӗне ырри, путек ырри, хӗр, ҫуна пӑрахнӑ, пӑр кайнӑ, шыв-шур, лаша уйӑхӗ тесе те каланӑ.
Ака уйӑхӗнче ҫӗр уҫӑлать, вӑранать, чӗрӗлет. Ҫӗлен-калта ҫӗр айӗнчен, упа хӗл каҫнӑ шӑтӑкӗнчен тухать. Тилӗ, кашкӑр ҫӗнӗ йӑвана куҫать.
Пӗрремӗш ҫумӑр /аслати/ хыҫҫӑн Ҫӗр чӳкне, Уй чӳкне, Учука чӳклеҫҫӗ. Ҫӑмарта кустараҫҫӗ, ҫӗр ҫине тухса ҫара уран, тумтире ярханах ярса ташлаҫҫӗ. Мунча кӗрсе тасалаҫҫӗ, пӑтӑ пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ.
Акана тухиччен пӗр эрне маларах ака чӳкне тухаҫҫӗ. Ялти паллӑ ҫын ывӑлӗпе иртерех тухса пӗр йӑран суха тӑвать. Пӑтӑпа ҫӑмарта ҫиет. Пӗр ҫӑмартине йӑран пуҫне пытарса хӑварать. Ҫӗр типне хыҫҫӑн, кашни ҫемье акана тухать. Ака уйӑхӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук сасси татӑлмасть.
Куккук авӑтма, шӑпчӑк юрлама пуҫлать.
Вӗлле хурчӗ тытакансем хурт утарне тасатса вӗллисене утара кӑларса лартаҫҫӗ. Хурт амине, хурт туррине асӑнса утар чӳкне ирттереҫҫӗ. Хуртне пыл, шыв парса пӑхаҫҫӗ. Асӑнса пӑтӑ пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ, пыллӑ сӑра ӗҫеҫҫӗ.
Акӑ уйӑхӗнче кӗтуҫ тытаҫҫӗ. Кӗтӳҫ кӗллипе выльӑх йышӗн чукне ирттереҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче /типӗтсен/ кӗту яраҫҫӗ. Выльӑхсене пилеш, ҫӗмӗрт, кӑчкӑ турачӗсемпе хӑвалаҫҫӗ, кӗтӳҫе кӗту пуҫтарӑнакан вырӑнта ҫӑмартасем парса чыслаҫҫӗ.
Уйӑх пуҫламӑшӗнче пир шуратса ҫапаҫҫӗ. Качча каякан хӗр килӗнче кӗпе-тумтир ҫӗлеҫҫӗ, парне пуҫтарса хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫӗсене акана тухиччен пӗтереймесен, туй умӗн пӗр-ик эрне маларах пуҫтарӑнса вӗҫлеҫҫӗ.
Шыв-шур вараланиччен, юр шывӗпе ҫу кунӗсем валли, хӑна валли, ҫемҫе сӑра тӑваҫҫӗ. Ҫак уйӑхра ытларах чиркӳ ирттерекен Мӑнкун уявӗ иртет /кӑҫал 8.04.07 ҫ./. Акӑ уйӑхӗнче ҫӗр ӗҫченӗ уя тухать, суха тӑвать, тырри-пуллине акать.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-9. Юр шывланнӑ вӑхӑт. Пахча хыҫӗнчи, ҫырмари юр ҫинче пир шуратнӑ вӑхӑт. Ача-пӑча уҫӑлнӑ сӑрт ҫамки ҫеремӗ ҫине лапталла выляма тухать.
7. Чирку календарӗнчи Палхавӑшни кунӗ. Хӗвел вылянӑ кун. Ҫуна пӑрахнӑ кун. Ҫут ҫанталӑк амаланнӑ эрне. Кайӑксем йӑва ҫавӑра пуҫлаҫҫӗ. Курак тӑманӗ тухса юр ҫунӑ вӑхӑт.
8-15. Мӑнкун эрни. 8. Мӑнкун — Пасха. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх килекен Мӑнкун умӗн чӑвашсем Сӗрен, Вирем йӑлипе хӗл чирӗсене, усалӗсене хӑваласа кӑларнӑ, чӳк ирттернӗ, ваттисене асӑннӑ.
14. Вӑхӑт вун тӑваттӑ ҫапнӑ кун. Атӑл ҫинчи пӑр кайнӑ вӑхӑт. Ваттисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӑра пӑрчӑкан /пӑр+чан/ хӳрипе ҫапса ватать иккен.
17. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.
17-23. Пир ҫапнӑ вӑхӑт. Ҫамрӑксем вӑййа тухнӑ: карталанса юрланӑ, ылмашӑнса вылянӑ, чуччу ярӑннӑ, пӑтти-патти параппан ҫалса, алӑ ҫупса, купӑс каласа, ура хуҫса ташланӑ вӑхӑт.
19. Хурт амине, утар ыррине чӳкленӗ кун. Вӗллесене утара кӑларнӑ. Утар кунӗ.
20. Ҫӗр чӗрӗлсе амаланнӑ кун. Ҫӗр /ҫерем/ ҫийӗпе, ана ҫийӗпе, пуҫ ҫийӗпе ҫӑмарта кустарнӑ. Хӗвел тухӑҫ еннелле пӑрахнӑ. Чир-чӗре, усал-тӗселе хӑваланӑ. Ярханаха ярӑнса ҫара уран ташланӑ. Мунча хутса ҫӑвӑннӑ, пуҫ тӑрӑх шыв ярса чир-чӗртен хӑтӑлнӑ, ҫамрӑкланнӑ.
Ҫак кун ҫӗр ҫинче ӗҫлеме юраман.
24-30. Акана тухнӑ эрне.
26. Ака уявне пӑтӑпа, сӑрапа, апат-ҫимӗҫпе чӳкленӗ.
30. Уйӑх тунӑ кун. Купӑста акаҫҫӗ, лартаҫҫӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми