Эс халӗ ҫеҫ ҫӳреттӗн вӑшӑл-вӑшӑл,
йӑл куллупа шыраттӑн шухӑшна.
Тӳресемпе те калаҫаттӑн ӑшшӑн,
кирлех пулсан пӗлеттӗн тупӑшма.
Тен, ҫавӑнпа пулатпӑр мар-и хамӑр
хӗвелсӗр тӳпери ӗмӗлкесем?
Хивре ҫынсен пӑтранчӑк ӑс хуранӗ
пире пӗҫернӗ — суннӗ ӗмӗтсем.
Эпир сисмесӗрех ҫукка юлатпӑр:
чунра мӗскер пурри — ҫут тӗнчене!
Хӑш чух, тен, хамӑра ҫеҫ улталатпӑр?
Тупаймӑн уҫӑ пӗтӗм ҫын чунне.
Ҫаплах сывлать-ха /ӑс-халу сып-сывӑ!/
Кӗнекӳре пурӑнакан тӗнче.
Хӗвелленет чӑваш тӳпи, ҫӗршывӗ —
сас пачӗ ҫуркунне ял хыҫӗнче.
Кама-ши хӗрхенет юнавлӑ вилӗм?
Сан хӗвелӳ те ӳкрӗ тӳперен!
Пӑт-пат тӗл пулӑва та аса илтӗм —
сӑвву та сасӑ пачӗ ҫӗнӗрен.
Хӑш чух ҫак вӑхӑт пусӑмӗ пит йывӑр:
тем чухлӗ ӗҫ, инкеклӗ тӗрлӗ кун.
Хура ҫӗр сӑвӑҫа чӑтма ҫук йывӑр —
пӗрех ҫак шухӑш пуҫ тавра ан кум!
"Хивре ҫынсен пӑтранчӑк чун-хавалӗ
ан куҫтӑр хамӑра та", - тенӗ пек,
сӑваплӑ пултару хӑех хӑвалӗ
ӑна сӑвапсӑрах сив сӑнӗпе.
Ытти Геннадий Айхине халалланӑ сӑвӑсене