Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи уҫӑ сасӑсене хальхи чӑваш чӗлхинчи уҫӑ сасӑсемпе танлаштарса тухни (МРФ ЧЧИ)


Чӑваш чӗлхи алтай чӗлхисен ушкӑнне кӗрет. Ҫак шухӑшӑн тӗпне-йӗрне ҫухатас мар тесен, эпир малалла чӑваш чӗлхинчи уҫӑ сасӑсене авалхи тӗрӗк чӗлхинчи сасӑсемпе кӑна мар, май килнӗ ҫӗрте монгол, тунгус-маньчжур чӗлхисенчи уҫӑ сасӑсемпе те танлаштарса пӑхма тӑрӑшӑпӑр. Танлаштарса сӑнанӑ май вара эпир асӑннӑ чӗлхесенчи уҫӑ сасӑсен пӗрпеклӗхӗпе уйрӑмлӑхне, вӗсем мӗншӗн пӗр пек е уйрӑм иккенне, сасӑ ылмашӑвӗсен хронологине (вӑхӑтне) йӗрлесе тухӑпӑр. Вӗсен тупсӑмне палӑртасси, вӗсене ӑнланса илесси — чӑваш вокализмӗн тӗп, анчах йывӑр задачи пулса тӑрать.



Тулли верси :: Статья каҫми