Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: «Ӗҫе юрататӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать»


Мартынкассинче ҫуралса ӳснӗ ентешӗмӗр, Чӑваш пукане театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистка Алина Каликова хӑйӗн пурнӑҫне театра халалланӑ, чунне вара – сывлӑх енчен хавшак, хӑйне евӗр ачасене. Чылай шӑпӑрланшӑн вӑл актриса кӑна мар, наставник та пулса тӑнӑ. Шӑпа ӑна хӑй Пукане театрне илсе ҫитернӗ. Ку – ача чухнехи ӗмӗт чӑна ҫаврӑнма пултарассине ӗнентерекен истори.

БИОГРАФИРЕН

Алина Каликова 1997 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑпа ҫут ӗҫ училищин хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2009 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетне пӗтернӗ. 1989 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ӗҫлет, ку таранччен 150 ытла роле калӑпланӑ.

АТӐЛ ХӖРРИНЧЕ УҪӐЛСА ҪӲРЕНӖ ЧУХНЕ

– Алина Ивановна, актер профессине суйлама мӗн хистерӗ? Театр Сирӗн пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнать?

– Пукане театрне мана шӑпа илсе ҫитернӗ. Пысӑк та туслӑ ҫемьере ӳсрӗм, эпӗ – тӑххӑрмӗш ача. Атте – Иван Степанов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Анне Евдокия Павловна питӗ ӑслӑ хӗрарӑмччӗ. Эпӗ мӗн ачаранах сцена еннелле туртӑнаттӑм. Манӑн ҫемье питӗ пултаруллӑ: пиччесем купӑс, гитара калатчӗҫ, эпир аппапа килте хӑнасене концерт кӑтартаттӑмӑр. Аппа яланах «чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗччӗ», эпӗ вара – «музыка учителӗччӗ». Артист пулма эпӗ ача чухнех ӗмӗтленнӗ. Ӗне кӗтӗвне кайсан е хурсене пӑхнӑ чухне яланах монологсем шухӑшласа кӑлараттӑм, тӗрлӗ роле калӑплаттӑм. Ҫаксене нихӑҫан та ҫынна кӑтартман, ку манӑн пӗчӗк вӑрттӑнлӑх пулнӑ. Шкул пӗтерсен атте-анне мана та, аппа пекех, учителе вӗренме ярасшӑнччӗ. Университетра хатӗрленӳ курсӗсемшӗн вӗсем укҫа та тӳленӗччӗ ӗнтӗ. Анчах эпӗ хамӑн ӗмӗтрен пӑрӑнаймарӑм – Совет Союзӗнчи мӗнпур театр аслӑ шкулне ҫырусем ятӑм, мӗнле хатӗрленмелли пирки хуравсем илтӗм. Пӗр ҫыру К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнчен килчӗ, унта Мускава вӗренме ямашкӑн тепӗр 5 ҫултан кӑна набор пулассине пӗлтернӗччӗ. Ҫав ҫырурах мана Чӑваш Енӗн паллӑ хореографӗ тата педагогӗ, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нягина патне кайма сӗннӗччӗ. Унӑн вӗренекенӗ пулнӑшӑн эпӗ паянхи кун та шӑпана тав тӑватӑп. Ку ҫыру маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗччӗ, ҫавӑнпа Чӑваш драма театрӗн литература пайӗн заведующийӗпе тӗл пулма тӗв турӑм.

– Сирӗн ҫул тумхахлӑ пулнӑ. Ҫапах Эсир Пукане театрне лекнӗ-лекнех.

– Хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухсан мана Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз-миллионера хореографра ӗҫлеме ячӗҫ, унта ачасемпе аслисем валли ташӑсем лартаттӑмӑр. Питӗ тухӑҫлӑ ҫул пулчӗ: 4 ташӑ ушкӑнӗ йӗркелерӗм, чылай концерт лартрӑм. Пуҫӗпех ӗҫе путрӑм, хамӑн ачасене питӗ юрататтӑм. Анчах шӑпа урӑхла ҫаврӑнса тухрӗ. Ҫулла аппапа Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне Пукане театрне кӗтӗмӗр. Йышӑну пӳлӗмӗнчи хӗре театр мана мӗн тери килӗшни, сцена ҫинчи пуканесене сӑнама юратни пирки каласа кӑтартрӑм. Хайхискер вӗсене кун пек пултаруллӑ хӗрсем кирлӗ тесе адреса хӑварма сӗнчӗ. Хӑвартӑм, анчах кайран кун пирки манса та кайнӑччӗ ӗнтӗ. Кӗркунне колхоза ӗҫе таврӑнсан Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданӗ Аркадий Айдак мана правление чӗнсе илчӗ те Пукане театрӗ ӗҫе чӗнсе телеграмма яни пирки пӗлтерчӗ. Ҫухалса кайрӑм: пӗр енчен, манӑн хама театрта тӗрӗслесе пӑхас килетчӗ, тепӗр енчен, питӗ ҫывӑх пулса тӑнӑ ачасенчен уйрӑлас килместчӗ. Председатель тӗплӗн, васкамасӑр шухӑшлама сӗнчӗ. Театра кайса хама тӗрӗслеме пултарассине, килӗшмесен каялла кунта йышӑнассине каларӗ. Маншӑн ку пӗлтерӗшлӗччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ колхоз членӗ тата культура тытӑмӗнчи хаклӑ ӗҫчен пулнӑ. Театра кайса пӑхма шутларӑм. Пӗрремӗш роль М. Зощенкӑн калавӗсем тӑрӑх лартнӑ «Уважаемые граждане» спектакльти чикан майри пулчӗ. Питӗ килӗшрӗ те театрах юлма шухӑшларӑм. Колхоза сывпуллашма таврӑнсан куҫҫульлентӗм, ачасем те макӑрчӗҫ. Вӗсемпе нумай вӑхӑт ҫырусем ҫӳретрӗмӗр, хӑшӗ-пӗри халӗ те мана палласа илсе сывлӑх сунать.

– Сирӗн карьерӑна витӗм кӳнӗ, асра юлнӑ спектакль е роль пирки каласа кӑтартӑр-ха.

– Актершӑн кашни роль – ача пек, кашниех хаклӑ, чи юратни. Ҫапах чуна кӗрсе вырнаҫнӑ рольсем те пур. Маншӑн вӑл – Юхма Мишши хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Непослушный цыпленок Шип» спектакльти Шип. Малтанах эпӗ амӑшне, чӑхха, вылярӑм, кайран чӑх чӗппи ролӗ лекрӗ. Ку роле пуҫӗпех путрӑм, аслӑ ӳсӗмри куракансем те пукане чӗрӗ пекех пулнине калатчӗҫ. Маншӑн тепӗр пӗлтерӗшлӗ роль – «Двенадцать месяцев» спектакльти амаҫури хӗрӗ. Хам нихӑҫан та амаҫури хӗрӗ пулман пулсан та ҫак роль маншӑн питӗ ҫывӑх. Хӗрача йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр яланах ырӑ пулма тӑрӑшать, ҫак пахалӑх, туйӑм мана ҫывӑх. Аслӑрах ӳсӗмре чухне «Король Лир» (У. Шекспир) спектакльти Регана ролӗ уйрӑмах асра юлчӗ. Вӑл маншӑн кӑмӑл тӗлӗшӗнчен йывӑр роль пулчӗ. Кайран видеозаписе пӑхса макӑртӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак роле мӗн чухлӗ усаллӑх хывнине кураттӑм. Кашни спектакль маншӑн – ҫӗнӗ опыт, кашни роле чун витӗр кӑларма тӑрӑшатӑп. Пукане театрӗнче пукане урлӑ кӑмӑл-туйӑма кӑтартма пулать, ҫак «тӗнчепе» илсе ҫитернӗшӗн шӑпана тав тӑватӑп.

– Ҫак таранчен ӗҫлесе актер профессийӗ пирки шухӑш улшӑнмарӗ-и?

– Малтанах артист ӗҫӗ ҫӑмӑл пек туйӑнать: юрлатӑн, ташлатӑн, сцена ҫинче вылятӑн. Анчах вӑхӑт иртнӗ май ку кӗлетке илемлӗхӗ, ҫӑмӑллӑх кӑна маррине ӑнланатӑн: шалти чунпа та ӗҫлемелле. Ҫамрӑк чухне пире: «Чуна парӑр!» – тетчӗҫ тӑтӑшах. Анчах ҫакна мӗнле тумалла? Ку майӗпен, опыт пухнӑ май, кашни репетицире, килет. Ӗҫе юрататӑн, ӑна хаклатӑн пулсан чун пуканере пурӑнма тытӑнать. Пукане те актерӑн чунне кӑтартма пуҫлать. Тӗслӗхрен, «Снежная королева» спектакле репетици тунӑ чухне мана хурах хӗре выляма йывӑрчӗ. Принцессӑна вара – ҫӑмӑлрах, вӑл манӑн кӑмӑла ҫывӑх.

– Мӗнле те пулин роле калӑплама ӗмӗтленетӗр-и?

– Паллах, кашни ҫыннӑн ӗмӗт пур, анчах эпӗ маларах ӗмӗтленсе хума юратмастӑп. Турӑ пани вӑл килетех, пуйӑсран маларах чупмалла мар – вӑл пурпӗрех пирӗнтен хӑвӑртрах.

АЧАСЕМ КИЛСЕНЕХ ЫВӐННИ ИРТЕТ

– Эсир сывлӑх енчен хӑйне евӗр ачасемпе те ӗҫлетӗр. Мӗншӗн ҫак ӗҫе суйлӑрӑр?

– Эпӗ кун патне хамӑн ӗмӗте пула килнӗ – пару-тӑру ҫапла йӗркеленнӗ. Пирӗн театрта «Особые-Разные-Равные» театр студийӗ ӗҫлет. Ку пуҫару – пирӗн директорӑн Елизавета Абрамовӑн. Вӑл Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле проект хатӗрленӗ. Малтанах эпир ачасем патне киле кайса спектакльсем кӑтартса ҫӳрерӗмӗр. Вӗсенчен пӗри – «Белая кошка», ӑна эпир халӗ те лартатпӑр. 2019 ҫулта пирӗн студи тата хастартарах ӗҫлеме пуҫларӗ. Эпир шкулсенче, сывлӑх енчен хавшак ачасем валли ятарлӑ классем пуррисенче, ӑсталӑх класӗсем ирттертӗмӗр. Ашшӗ-амӑшӗ те хастар хутшӑнчӗ, ҫапла пирӗн ушкӑн йӗркеленчӗ. Хӑйне евӗр ачасемпе ӗҫлесси – пысӑк ӗҫ, пурте пирӗн патра юлмаҫҫӗ. Юлаканнисем вара – чӑн-чӑн паттӑрсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пирки те ҫакнах калама пулать. Пирӗн пата нумай ҫул ҫӳрекен ачасем пур. Акӑ пӗр хӗрача 9-мӗш класс хыҫҫӑн медколледжа вӗренме кӗчӗ, пирӗн пата вара халӗ те ҫӳрет. Пирӗн спектакльсене ачасем кӑна мар, вӗсен амӑшӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр амӑшӗшӗн артист пулни – чӑна ҫаврӑннӑ ӗмӗт.

– Кун пек ачасемпе занятисенче мӗнле методикӑсемпе усӑ куратӑр?

– Кашни ачан кӑмӑлне тупма пӗлмелле. Хӑшӗ-пӗри хытӑ янӑракан юрӑ-кӗвве итлеймест, теприсем вара вӑл е ку шӑрша чӑтма пултараймаҫҫӗ. Эпир вӗсене майӗпен музыкӑна, сасӑсене, ҫӗнӗ туйӑмсене йышӑнма хӑнӑхтаратпӑр. Пирӗн театр артисчӗ Николай Соколов хӑйне евӗр разминкӑсем ирттерет, Илья Ежеев артист вара пирӗншӗн пур ҫӗрте те пулӑшуҫӑ. Кӑҫал пирӗн йыша вокал педагогӗ Татьяна Рычкова килчӗ. Ҫакна асӑрхарӑм: ачасем йӑлтӑртатакан япаласене питӗ сисӗмлӗ сӑнаҫҫӗ. Ман ҫинче ҫӗрӗ е сулӑ пур тӑк вӗсем ҫавӑн ҫине кӑна пӑхса ларма пултараҫҫӗ. Ҫавна май занятисене йӑлтӑртатакан япаласемсӗр килме пуҫларӑм.

– Репетицисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ-и?

– Ытларикунсерен – аслӑ ушкӑнпа, юнкунсерен кӗҫӗн ушкӑнпа ирттеретпӗр. Ачасене 45 минутран ытла тытса тӑма тӑрӑшмастпӑр.

– Студие ҫӳрекен ачасен ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа кӑтартӑр-ха. Мӗнле рольсем выляҫҫӗ?

– Ансат рольсенчен пуҫлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, лӗпӗш е кайӑк. Майӗпен йывӑртараххисене парӑнтараҫҫӗ. Акӑ Денис занятие килнӗ чухне пачах та калаҫаймастчӗ тесен те юрать, 3 ҫултан вара «Муха-Цокотуха» хайлава пӑхмасӑр вӗренсе илемлӗ каласа кӑтартма тытӑнчӗ. Ку уншӑн та, пирӗншӗн те пысӑк ҫитӗнӳ пулчӗ. Халӗ Денис йывӑртарах рольсене вылять. Эпир унӑн ҫитӗнӗвӗшӗн питӗ савӑнатпӑр, ку пире ӗҫе малалла тӑсма хавхалантарать.

– Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Эсир хӑйне евӗр ачасемпе Чӑваш Ен тулашӗнчи фестивальсене те тухса ҫӳретӗр.

– Ҫапла, кӑҫал ҫулла Краснодар крайӗнче иртнӗ «Навстречу друг другу» пултарулӑх сменине кайрӑмӑр. Ку питӗ интереслӗ тата кӑмӑл-туйӑмпа пуян тапхӑр пулчӗ. Унта пӗр ҫемьепе кайрӑмӑр, пирӗн студи мӗн тума пултарнине кӑтартрӑмӑр, пурне те хамӑрӑн республикӑпа паллаштартӑмӑр. Лери ачасем чӑвашла та калаҫма тытӑнчӗҫ, чӑвашла юрларӗҫ, флешмобра ташларӗҫ. Уйрӑлма вӑхӑт ҫитсен пире ыталаса макӑрчӗҫ, Чӑваш Ене мӗнле лекмелли пирки ыйтрӗҫ. Питӗ лайӑх кӑмӑлпа таврӑнтӑмӑр.

– Хӑйне евӗр ачасемпе ӗҫлени Сирӗн кулленхи ӗҫе мӗнле витӗм кӳрет?

– Кун пек ачасемпе ӗҫлеме вӑй нумай кирлӗ. Хӑш чухне вара вӑл пач ҫук пек туйӑнать. Анчах ачасем килеҫҫӗ кӑна – ывӑнни таҫта кайса кӗрет.

– Алина Ивановна, чуна уҫса калаҫма вӑхӑт тупнӑшӑн пысӑк тав. Сирӗн пултарулӑх ҫулӗ пирки итлеме питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.

– Интереслӗ калаҫушӑн хӑвӑра тав. Хамӑн шухӑшсемпе тата опытпа пайланма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Сире ӑнӑҫу сунатӑп!

Камилла МАДЖИДОВА.

«Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2025, чӳк, 14, 4 стр.


 
Категорисем: Каликова Алина Ивановна

Тулли верси :: Статья каҫми