Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӑн положенийӗ


1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

2§. Интернет конкурса йӗркелекенсем

А). «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org/ )

Ӑ). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inset.chv.su/)

3§. Интернет конкурса хутшӑнакан материалсен тытӑмӗ

А. Жанрӗсем: повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сӑвӑ.

Ӑ. Литература тӗсӗ: фантастика е фэнтэзи.

Б. Тема: хайлаври ӗҫ-пуҫ ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла (кӗскен каласан хайлав тӗп теми ҫӑлтӑр пулмасан та ҫӑлтӑр пирки асӑнмаллах). Калав-сӑвӑри ӗҫ инҫетри ҫӑлтӑр ҫинче пулса иртсен тата та пахарах пулӗ /+1/.

В. Хушма тема: Аслӑ Пӳлер. Хайлава пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхӑн тӗп хулипе ҫыхӑнтарсан ӗҫе лайӑхрах /+1/ хаклама май парӗ.

4§. Интернет конкурса хутшӑнакансем

Конкурса 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсене пайланӑ:

Асӑрхаттару: пӗр-пӗр ушкӑнра хутшӑнакансен йышӗ сахал пулсан ӑмӑрту йӗркелӳҫисем вӗсене ыттисемпе пӗрлештерме пултараҫҫӗ.

5§. Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: паянхи илемлӗ хайлав мелӗсемпе тата меслечӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлни (чӗлхе илемлӗхӗ), хайлав темине уҫса пама пултарни (шухӑшӗ), сюжета йӗркелени тата хайлав аталанӑвӗн тӗп паллисене пӑхӑнни, сӑнарсене тума тата уҫса пама (содержанийӗ) пултарни. Ҫавӑн пекех хайлава хакланӑ чухне ҫак уйрӑмлӑхсене шута илеҫҫӗ: сайра усӑ куракан тата кивелнӗ сӑмахсене, ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ сӑмахсене усӑ курни (вӗсене мӗн чухлӗ ытларах усӑ курнӑ — хаклав ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах /+1 е +2 балл/); хайлав калӑпӑшӗ (2 страницӑран ытла пулсан лайӑхрах хаклӗҫ /+1 балл/, ҫур страница кӑна ҫырнисене — япӑхрах /-1 балл/).

Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Кашни ушкӑнри прозӑпа тата поэзипе малти вырӑна тухнӑ авторсене хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ӗҫсене 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. 2011-2012 вӗренӳ ҫулӗнче (ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен) ярса панӑ ӗҫсене хушма балл /+1/ парса хаклӗҫ. Хайлавсене amartu@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла.

Хайлавсене электронлӑ форматпа ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Текста хатӗрленӗ чухне чӑваш сарӑмне (раскладкине) усӑ курмалла1, «чӑваш шрифчӗсемпе» (Times ET Chuvash, Arial Cyr Chuv йышшисем) усӑ курса пичетленӗ хайлавсене ЙЫШӐНМАҪҪӖ2 /май пулмасан вӗсемпе те йышӑпӑр, анчах вӑл ӗҫсене вулакансем умне каярах лартӑпӑр тата пӗчӗкрех хак парӑпӑр: -1 балл/.

Хайлав калӑпӑшӗ 1 страницӑран кая мар пулмалла (12-мӗш кегель, йӗркесен хушши – яланхи интервал).

Конкурса халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитнӗ хайлавсем конкурса хутшӑнмаҫҫӗ. Конкурса йышӑннӑ сӑвӑ-калав Чӑваш литературин электрон вулавӑшӗнче (http://lib.chuvash.org/) кун ҫути курать, конкурса хутшӑнни автор хӑй хайлавне электрон вулавӑшра пичетлеме ирӗк панине пӗлтерет.

Хайлавпа пӗрле авторӑн тулли ятне (хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ), адресне, телефонпа (карас телефонпа) электронлӑ почтине ярса памалла. Вӗренекенсем хӑш шкулта (ҫамрӑксем — аслӑ шкулта) вӗреннине тата вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫине палӑртмалла. Ӗҫлекенсен ӗҫ вырӑнне кӑтартмалла. Шаблонне 1-мӗш хушӑмра тупма пултаратӑр.

Хайлавра фантастика е фэнтези паллисем пулмасан, унти ӗҫ-пуҫ ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмасан вӑл вырӑн йышӑнма пултараймасть /пӗчӗкрех хак парӑпӑр: -3 балл/.


 
Категорисем: Конкурссем

Тулли верси :: Статья каҫми