Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: «Илем»

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

«Илем» — эрнесерен тухнӑ чӑваш хаҫачӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1993 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче тухнӑ. 1995 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче тухма пӑрахнӑ — пурӗ 41 кӑларӑм тухнӑ.

Хаҫата Чӑваш Республикин писательсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ. Тиражӗ 2–15 пинпе танлашнӑ. Тӗп редактор вырӑнӗнче В.П. Кузьмин пулнӑ.

Хаҫат страницисенче республикӑн культура пурнӑҫне ҫутатнӑ, тӗрленчӗксем, калавсем, сӑвӑсем пичетленнӗ.

Вӑл вӑхӑтра ҫыравҫӑсен асӑннӑ пӗрлӗхне Хветӗр Акивер ертсе пынӑ.


 
Категорисем: Хаҫатсем

Тулли верси :: Статья каҫми