Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Александр Сергеевич Савельев-САС

15.02.2010 20:422555 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Александр Сергеевич Савельев-САС пирӗн районти паллӑ ҫыравҫӑ, поэт. Унӑн хайлавӗсене ачасем те, ваттисем те вулаҫҫӗ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ тӗслӗ. Вӑл тӗрлӗ литература жанрӗсемпе усӑ курать. Перине ӑста тытса, вӑл пӗрпек пултаруллӑ лирикӑллӑ сӑвӑсем тата ачасем валли сӑвӑсем, пысӑк калӑпӑшлӑ повеҫсем ҫырать. Писатель драматургире те хӑйӗн вӑйне хурать. Ҫыравҫӑ сатирӑпа юмор жанрӗпе те питӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Пуҫламӑш тата вӑтам классем валли вӑл тӗслӗхрен: «Ялти сукмаксем», «Кам пысӑкрах», «Парне», калавсемпе повеҫсен сборникӗсем: «Кашкӑр сукмакӗ», «Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ», «Сӑвӑсем». Вулакансем унӑн «Юратупа юн» романе вуланӑ хыҫҫӑн тата ҫывӑхрах палллашаcce унпа. Ку хайлавра вӑл Пушкӑртӑстанри чӑвашсем Аслӑ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫинче ҫапӑҫни ҫинчен ҫырнӑ. Ҫыравҫӑн кӗске кулӑшла калавӗсем, сӑввисем час-час районти хаҫатри литература кӗтесӗнче пичетленеҫҫӗ. Республикӑра тухса тӑракан «Урал сасси» хаҫатра пӗр номер те ҫук пулӗ хӑшӗнче А.Савельев-САСӑн ӗҫӗсем пичетленменни. Кашни номертех е унӑн статьисем, е сӑввисем, е калавӗсем пичетленсех тӑраҫҫӗ. Унӑн хайлавӗсем нумайрах ялти халӑх пурнӑҫӗсем ҫнчен. Вӑл хӑйӗн темисене, сюжечӗсене авӑркас районпа, тӑван кӗтеспе ҫыхӑнтарать, хӑй ӑҫта ҫуралса ӳснӗ ҫӗртен илет. Ҫавӑнпа та унӑн хайлавӗсем пурне те ҫывӑх, ӑнланмалла. Вӗсене вулама та ансат, ҫӑмӑл.
Александр Сергеевич шкул пурнӑҫӗ ҫинчен питӗ лайӑх пӗлет. Вӑл пенсие тухиччен нумай ҫул учитель ӗҫӗнче вӑй хунӑ.
Вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентес программисем ҫук, ҫавӑнпа эпир хамӑр хатӗрлетпӗр ӑна. Вырӑнти материалпа та питӗ ҫывӑх усӑ куратпӑр. Эпӗ хамӑр районти паллӑ ҫынсем ҫинчен, ҫыравҫӑсем, поэтсем ҫинчен материалсем те пухма тӑрӑшатӑп. Пӗлтӗр «Шуратӑлҫӑсем» ятлӑ папка пуҫтарма тытӑнтӑм. Кунта эпӗ «Шуратӑл» литература пӗрлешӳри членӗсем ҫинчен материалсем пухатӑп. «Урал сассинче» пичетленнӗ сӑввисене, калавӗсене пухса хуратӑп.
Александр Сергеевич Савельев-САС ҫинчен те уйрӑм папка турӑм, унта унпа ҫыхӑннӑ материалсем пухатӑп.
Кластулашӗнчи ӗҫсенче Савельев-САСӑн сӑввисемпе анлӑ усӑ куратӑп. Урокра та час-часах унӑн сӑввисемпе ачасене паллаштаратӑп. Хуть те мӗнле тема ил, ҫав тема патне ун сӑввине тупма пулать. Тӗслӗхрен: паянхи тема кӗркунне ҫнчен. Кунта валли унӑн «Кӗрхи Кaмaл», «Кӗрхи ҫаврӑмсем» сӑввисем вырӑнлӑ. Хӗлле ҫнчен те Cуркунне ҫнчен те унӑн сӑввисем вырӑнлах тата ытти те. Писательпе тӗлпулусем те йӗркелетпӗр. Александр Сергеевич пирӗн шкулта пӗр тӗрит кӑна пулман. Эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа та икӗ тӗлпулу пулнӑ. Кӑшт кӑна ун ҫнчен те каласа хӑварас килет. Ачасем писателе хӗпӗртесе кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем Александр Сергеевича пирӗн ентеш теҫҫӗ, унпа мухтанаҫҫӗ. Писательпе тӗлпуличчен ачасем ун сӑввисене вӗренчӗҫ: «Епле ҫитрӗн Cуркунне?», «Астутарчӗ», «Тӗлӗнтермӗш Микула», «Хур аҫи», «Ӗҫчен кӗреҫе», «Шур упа». Юрӑсем тата ыйтусем хатӗрлерӗҫ. Тӗслӗхрен ҫакӑн пек ыйтусем те пулчӗҫ : Сирҫн псевдонимӑр мӗне пӗлтерет? Эсир миҫере сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ? Пӗрремӗш сӑввӑр ӑҫта пичетленсе тухнӑ? т.ыт.те. Тата тин пичетленнӗ «Юратупа юн» романӗ ҫинчен те ыйтса пӗлчӗҫ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн ҫӗнӗ сӑввисемпе паллаштарчӗ, вуласа пачӗ. Шкул пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланчӗ. Ачасем хӑйсен тӑван чӗлхине мӗнле пӗлни, юратни ҫичен ыйтса пӗлчӗ. Ачасем ку тӗлпулупа туллии кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Малашне те тата тӗлпулусем организовать тӑвӑпӑр.
А.Савельев-САСӑн произведенисене тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ: тутарла, пушкӑртла, вырӑсла. Вӑл хӑй те куҫару ӗҫӗсемпе нумай ӗҫлет. М.Каримӑн, Р.Назаровӑн сӑввисене те куҫарнӑ. 2004-мӗш ҫулта Рашит Назаровӑн 60 ҫулхи юбилейӗ пулнӑччӗ. Пирӗн шкулта унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем пулчӗҫ. Ҫавӑнта 6-мӗш класс ачисем Рашит Назаровӑн сӑввисене чӑвашла вуларӗҫ. Кусене Савельев-САС куҫарнӑ.
Унӑн сӑввисемпе калавӗсем ачасене тӳсӗмлӗ, хастарлӑ, хӑйсен ҫирӗп принципне тытса пурӑнма, аслисене пулӑшма, хисеплеме, вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма, пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнма вӗрентеҫҫӗ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2010.02.15 21:46
Аçтахар Плотников
Вăл материалсене (электронлă пулсан) çак сайтра вырнаçтарсан питĕ чаплă пулĕччĕ. Вара ыттисем те усă курмса пултарĕччĕç.
pavlovalena@yandex.ru // 3400.03.9107
2010.02.21 20:50
Ку материалăн электронлă варианчĕ çук.
2010.02.22 15:16
Аçтахар Плотников
Çук пулсан — тумалла. Ыттисем те усă курма пултарччăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем