Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӑҫалхи Тутарстан Чӑваш пики — Милана Ильдуганова

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.10.2011 16:34 | 3533 хут пӑхнӑ
Милана Ильдуганова
Милана Ильдуганова

Ӗнер, юпан 26-мӗшӗнче, Хусанти Тутарсен культура центрӗнче «Тутарстан чӑваш пики-2011» конкурс иртрӗ. Ҫак илемпе тавҫӑрулӑх ӑмӑртӑвне пурӗ 11 пике хутшӑнчӗ — Тутарстанӑн тӗрлӗ енчи кӗтесӗсенчен, тӑрӑхӗсенчен.

Кашни пике хӑйне пур енчен те кӑтартма тӑрӑшрӗ — малти вырӑна тухас тесе ӑнтӑлчӗ. Пурте илемлӗ, пурте маттур, анчах тем тесен те пӗрремӗш вырӑнӗ пӗрре кӑна. Ҫавӑнпах пулӗ пахалавҫӑсем те чылайччен канашласа ларчӗҫ, тивӗҫлине суйларӗҫ.

Вӗсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ:

• «Сувар» пики — Татьяна Батырова (Элмет районӗ)

• 1-мӗш вице-мисс — Ирина Морозкина (Теччӗ хули);

• 2-мӗш вице-мисс — Марина Сапожникова (Нурлат хули);

Чӑваш пики-2011 — Милана Ильдуганова (Алексеевки районӗ).

 

Мӗнех, тепӗр уйӑхра Миланӑн Шупашкара килме тивӗ — кунта унӑн «Раҫҫей чӑваш пики» ӑмартура Тутарстан тӑрӑхне тивӗҫлӗ кӑртармалла пулӗ. Регионсен шайӗнчи илем конкурсӗ чӳкӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Ӗнерхи ӑмартӑва курма вӑхӑт тупайманнисем Миланӑна унта хавхалантарма пултарӗҫ!

 

Сӑнсем (69)

#Тутарстан, #Чӑваш пики, #Алексеевски районӗ, #Нурлат, #Теччӗ, #Элмет районӗ

 

Комментари:

cakanar turhane // 2635.12.6946
2011.10.29 23:58
Admin, Раççей Чăваш Пики-2011 100% тваттăмĕшĕнче иртĕ-и? ман каналсем урлă, виççĕмĕшĕнче пулать терĕç. ку информацие тĕрĕслесе хуравламастăр-ши? тавтапуç.
2011.11.02 14:31
Аçтахар Плотников
3-мĕшĕнче. //каçарăр, халь анчах куртăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем