Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туҫа

Туҫа.

Пирӗн таврара пӗр пуян ҫӗр улпучӗн, Айтар ятлӑ ҫыннӑн, 7 ывӑл пулнӑ. Вӗсем ӳссе ҫитсен тӗрлӗ вырӑна саланнӑ, ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма пуҫласан ялсем йӗркелесе янӑ. Ҫак ялсене халӗ Туҫа сӑмах хушса калаҫҫӗ. Ҫак ялсем пӗр-пӗринчен 10-15 ҫухрӑмра, хӑшӗсем 2-3 ҫухрӑмра лараҫҫӗ. Халӑхӗ пӗр-пӗринпе халӗ те хутшӑнать. Пирӗн тӑрӑхра 7 Туҫа ялӗ терӗмӗр, акӑ вӗсем ҫаксем: Ӗмпӗрт Туҫа- д. Имбюрти, Упнер Туҫа-д. Опнеры, Чӑраш Туҫа- д. Вторые Тойзи, Чечейкасси Туҫа-д. Первые Тойси, Хурамал Туҫа-д. Хорамалы, Кӗлейкасси Туҫа- д.Килейкасы, Ҫирӗккасси Туҫа- с.Тойси.
1980 ҫ. ЧР Ҫӗрпӳ р-чи Чечейкассинче
Н.Я. Сачковран Г.Л. Никифоров
ҫырса илнӗ. Юмрат пуххи.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Alexey тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-17 08:59:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4040 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем