Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре

Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫӗр айӗнче пӑлхарсен авалхи мунчине тупни, ӑна музей евӗр упрас шухӑш тытни пирки хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Археологсем мунчана X–XII ӗмӗрсенче туса лартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Чӗмпӗр облаҫӗн культура эткерлӗхне упрас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Шарпудин Хаутиев ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, авалхи ҫурта ятарлӑ ҫивиттипе витме тытӑннӑ. Вӑл ӑна юр-ҫумӑртан хуплӗ. Авалхи мунча тӑррине ҫӳлтен хупланипе пӗрлех ӑна туристсене кӑтартмалла хатӗрлесшӗн.

Пӑлхар эткерлӗхӗн палӑкне иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗнче ӑнсӑртран асӑрханӑ. Ҫав вырӑнта влаҫ ҫыннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчен тахӑҫан ссылкӑна янӑ нимӗҫсем унчченхи вырӑна таврӑнма тытӑнсан хайхисем валли поселок тӑвас тенӗ. Строительство ӗҫӗсене пуҫӑннӑ экскаватор кирпӗч никӗсе сиенлетнӗ.. Строительсем мунча кӑмакине, хутмаллине тата ытти хӑш-пӗр пая ватса пӗтернӗ. Ҫав вырӑн культура эткерлӗхӗн объекчӗ кӑна мар, унта пӑлхар тапхӑрӗнчи мунча пулнине каярах тин ӑнланса илнӗ. Поселок тума вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса ирӗк панӑ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1618.html
 

Кӳршӗре Пушкӑртан хакимӗ — Рустэм Хамитов
Пушкӑртан хакимӗ — Рустэм Хамитов

Пушкӑртстанӑн конституци сучӗ республика пуҫлӑхне епле ят памаллине татса панӑ иккен. Малашне ӑна республикӑра Хаким тейӗҫ.

Пӑхса тухнӑ вариантсем хушшинче ҫаван пекех «юғары вакил» (чӑв. аслӑ хуҫа), «башлыҡ» (чӑв. «пуҫлӑх») пулнӑ иккен, анчах иккӗмӗшне депутатсем сивленӗ — вӑл сӑмахӑн пушкӑрт чӗлхинче тепӗр пӗлтерӗш пур имӗш — ача калпакне ҫапла калаҫҫӗ. Румиль Азнабаев калашле вӗсем хӑйсен пуҫлӑхне калпак ячӗпе каласшӑн мар. «Хаким» вара пушкӑрт чӗлхинче «ертӳҫӗ», «аслӑ», «хуҫа», «тӳре» пӗлтерӗшлӗ.

Хальхи вӑхӑтра икӗ республикӑсӑр пуҫне пуринче те хӑйсен пуҫлӑхӗсене Президент ячӗпе каламаҫҫӗ. Ҫак саккуна Раҫҫей Президенчӗн вырӑнӗнче Дмитрий Медведев пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑччӗ. Ун чухне чи малтан Ҫӳрҫӗр Капкасри республика пуҫлӑхӗсем хӑйсене Президент теме пӑрахрӗҫ, каярах ыттисем те. Пушкӑртсем те ҫак саккуна йышӑнсан пӗр Тутарстан республики ҫеҫ тӑрса юлӗ (Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх вӗсем те ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ имӗш).

Каласа хӑварас пулать, Пушкӑртстан пуҫлӑхне вырӑсла ҫавах та «Глава» тейӗҫ.

Малалла...

 

Кӳршӗре

Хӑш-пӗр ют ҫӗршывра канма хамӑр патра каннинчен хаклине пушӑ вӑхӑта савӑк иртерме кӑмӑллакансем пӗлеҫҫӗ-тӗр-ха. Ҫынсем хамӑр патра канма ӑнтӑлччӑр тесен ҫӗршыв шайӗнче таранах программа кирлине палӑртакансем те пур. Илӗртӳллӗ вырӑнсем, чӑн та, пур. Ҫакна «Атӑлҫине уҫ» ятпа Чулхулара иртекен фестиваль-хӑтлав вӑхӑтӗнче те тепӗр хут курса ӗненме май килнӗ.

Унта хутшӑнакан 14 регион хушшинче Чӑваш Енте пур. Чӑваш Ентен унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем те тухса кайнӑ. Конкурсра «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи туризм пӗчӗк хули» номинацире Сӗнтӗрвӑрри ҫӗнтернӗ.

 

Кӳршӗре

Самар облаҫӗнче чӑвашсем ача йышлӑ ҫуратакан урӑх халӑх ҫук та иккен. Статистсем хӑш халӑх ҫемйинче мӗн чухлӗ ача пулнине тишкернӗ те ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ку кӑтарту паянхи лару-тӑрӑва уҫӑмлатакан цифра мар-ха. Виҫӗ ҫул каяллахиех. Тупнӑ хӑҫанхи пирки калаҫмалли тейӗҫ, тен, теприсем. Ҫапла та пулӗ-ха. Ҫапах та вӑл цифрӑна Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав тӑрӑх илсе кӑтартнине палӑртмалла — унтанпа халӑх йышне ҫавӑн пек калӑпӑшлӑн шутламан-ҫке.

Самар облаҫӗнче пурӑнакан пин хӗрарӑм пуҫне ике пине яхӑн ача тивет иккен. Ирҫесен ку кӑтрату 1878-па танлашнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 1787 ачаллӑ казахсем, тӑваттӑмӗшӗнче — 1754-ллӑ узбексем. Вырӑс хӗрарӑмӗсем вара сахал ҫуратаҫҫӗ: пин хӗрарӑм пуҫне пӗтӗмпе те 1410 пепке лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1493.html
 

Кӳршӗре

Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ.

«Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ.

Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ.

Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/11/17/son/
 

Кӳршӗре Куйбышев шывуправӗ тӑрӑхӗнчи Атӑл
Куйбышев шывуправӗ тӑрӑхӗнчи Атӑл

Чӗмпӗр облаҫӗнче шыв айӗнчи экспедицине хатӗрленеҫҫӗ имӗш — хайхи Куйбышев шывуправӗн тӗпне тӗпчесшӗн. Ӑсчахсем Кивӗ Майна кӳлмекӗ таврашӗнче ӗҫлӗҫ — кун пирки «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пӗлтернӗ.

Тӗпчевҫӗсем ӗҫлемелли вырӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрне кӗнӗ. Вӑл тӑрӑхра тӗрлӗ суту-илӳ ҫулӗ иртнӗ: ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, Пӑлхартан Кейӳ хулине, Вӑтам Азинчен Атӑлҫи Пӑлхара. 1950-мӗш ҫулсенче Куйбышев шывуправне туса лартнӑ хыҫҫӑн чылай вырӑн шыв айне пулнӑ. Ҫав шутра путнӑ карапсем те.

Археологсем малтанлӑха тӗпчевсем ирттерсе Атӑл тӗпӗнче темиҫе пысӑк ӗскер тупнӑ — вӗсен ҫӳллӗшӗ 2 метра яхӑн иккен. Мӗн тупнине каярах тӗплӗн пӗлесшӗн. Тӗп тӗпчеве нарӑс уйӑхӗнче ирттересшӗн — вӑл вӑхӑтра юханшыв пӑрпа витӗнӗ, ҫапла май хаклӑ хатӗрсене кирлӗ ҫӗре ҫитерме ҫӑмӑл пулӗ имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1480.html
 

Кӳршӗре

Телее хӑшӗсем укҫа-тенкӗпе виҫеҫҫӗ пулӗ те, анчах ӑна пурлӑх ҫине куҫарса пӑхманнисем пӗчӗк савӑнӑҫах пысӑка ҫавӑраяҫҫӗ. Ун пеккисем валли Красноармейски районӗнчи Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗ черетлӗ концерт лартнӑ. Хальхинче — тӑван тӑрӑхра мар, кӳршӗсем патӗнче. Мари Элти Моркински районта «Морко сем» хӑйсем тӗллӗн юрлакансен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ те шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та «Телей».

Фестивальтен чатукассисем дипломпа тата парнепе таврӑннӑ. Ӑна вӗсем вокалпа хор ӳнерне аталантарнишӗн тата конкурса хутшӑннишӗн тивӗҫнӗ.

 

Кӳршӗре

«Ҫармӑс ҫипуҫӗ хӑнана чӗнет» ятпа Йошкар-Олара наци костюмӗн пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 регионти ӑстасем пырса ҫитнӗ. Халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе йӗркелекен конкурса пирӗн патран та хутшӑннӑ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ Татьяна Петрова модельер; йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса илемлетекен тата наци пуканисем ӑсталакан маттурсем — Петрпа Нина Наумовсем; Шупашкарти ӳнер училищин преподавателӗ Ирина Шонова; И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткисем Валентина Ивановӑпа Юлия Григорьева тата Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» фирма хутшӑннӑ.

Пирӗн маҫтӑрсем этнографи тумтирне юсаса ҫӗнетсе, ӑна хатӗрлес йӗркене ылмаштарса кӑтартнӑ. «Хальхи вӑхӑтри сцена тумтирӗ» номинацире II степеньлӗ диплома Татьяна Петрова тата «Паха тӗрӗ» фирма ҫӗнсе илнӗ. Асӑннӑ предприяти пирки каласан, конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ӗҫе Анастасия Андреева тӗрленӗ, модель авторӗсем — Ольга Ландышевӑпа Надежда Канашина. Пукане ӑсталакан Нина Наумовӑна вара конкурсӑн ятарлӑ дипломӗпе хавхалантарнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи