Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пляжа хирӗҫ, Атӑлта, матрассем ҫинче пыракан хӗрарӑмпа виҫе ачана шыв юххи илсе кайнине ҫынсем асӑрханӑ. Вӗсемех ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Ку ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем моторлӑ кимӗпе вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Икӗ матрас ҫинче хӗрарӑм тата 18 ҫул тултарман 3 ҫамрӑк пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вӗсене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.

 

Хулара
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Николай Макеев тухтӑрпа Кирилл Мясников медбрат
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Николай Макеев тухтӑрпа Кирилл Мясников медбрат

Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче иртен-ҫӳрен куҫӗ умӗнчех хӗрарӑм персе аннӑ. Вӑл 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫынсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Николай Макеев тухтӑрпа Кирилл Мясников медбрат хӗрарӑма ыратнине ирттерекен укол тунӑ. Унӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна медпулӑшу машини ҫине асӑрханса йӑтса хунӑ. Пульницӑна ҫитиччен вӗсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, комӑна кӗрсе ӳкме паман. Ҫапла хӗрарӑмӑн ҫак кун иккӗмӗш ҫуралнӑ кунӗ пулса тӑнӑ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru портал вырнаҫтанӑ видеоран илнӗ скриншот
forum.na-svyazi.ru портал вырнаҫтанӑ видеоран илнӗ скриншот

Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар алхасма тытӑннӑ.

Вут-ҫулӑм Ленинла комсомол урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене инкек пирки 7 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ. Пушар ҫиччӗмӗш хутра вырнаҫнӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ.

9 хутлӑ ҫуртри подъездран 25 ҫынна эвакуациленӗ. Пушара 7 сехет те 49 минут тӗлне сӳнтернӗ.

Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

 

Хулара
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта качакана ҫӑлнӑ. Вӑл канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ те тухайман.

Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав 17 сехет те 17 минутра ҫитнӗ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамне часах ҫитнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем альпхатӗрпе усӑ курса качакана канализаци ҫӑлӗнчен туртса кӑларнӑ. "Хӑраса ӳкнӗ, анчах ҫӑлран тухнипе савӑннӑ качака тав тума манчӗ. Часрах хӑйӗн ялне, киле, чупса кайрӗ", - шӳтленӗ ҫӑлавҫӑсем.

 

Хулара
Видоери скриншот
Видоери скриншот

«Руль умӗнче» портал пӗлтернӗ тӑрӑх паян ирхине Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче грейдер ӗҫленине асӑрханӑ. Вӑл кунти шӑтӑк-путӑк ҫула тикӗслет.

Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи ҫула юсас ӗҫе кӑҫал пуҫламалла. Ҫакӑн валли республика бюджетӗнче 67 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ... Апла пулин те юсав ӗҫӗ хӑҫан пуҫласси паллӑ мар-ха: ӑна тумалли организацине суйламашкӑн аукциона халӗ те ирттермен. Ӗҫӗ унта пит нумай, вӑл 3 тапхӑр хушшинче иртмелле. Лапсар тӑкӑрлӑкне юсамашкӑн пӗтӗмӗшле 1,5 млрд тенкӗ кирлӗ.

Грейдера шӑтӑк-путӑксене тикӗслеме янин сӑлтавне хӑшӗ-пӗри «ПравдаПФО» кӑларӑмра нумай пулмасть ятарлӑ статья тухнипе ҫыхӑнтарать. Вӑл статьяра юсав ниепле те пуҫланманнине палӑртнӑ, кунти ҫул вара машшинсемшӗн ытла та юрӑхсӑр пулни пирки ҫырнӑ.

 

Хулара
kirov-portal.ru сайтри сӑн
kirov-portal.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫын Хура тинӗс хӗрринче канас тесе ҫу уйӑхӗнчех путевка йышӑнса хунӑ. Ҫакна вӑл сайт урлӑ тунӑ.

Отпуск ҫывхарса пынӑ. Хайхи арҫын сайта тепӗр хут кӗрсе пӑхас тенӗ. Анчах кӗреймен - сайт ӗҫлемен. Ҫакӑн чухне тин арҫын 40 пин ытла тенке ултавҫӑсене куҫарса панине ӑнланнӑ. Хайхискер утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗне полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.

 

Хулара
ya-mechtayu.ru сайтри сӑн
ya-mechtayu.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм чутах ултавҫӑсене 700 пин тенкӗ куҫарса паман. Юрать, банк ӗҫченӗ ӑна вӑхӑтра ӳкӗте кӗртнӗ.

Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах ӗҫленӗ: шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илесшӗн пулнине пӗлтернӗ. Укҫана сыхласа хӑварас тесен хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла-мӗн. Хӗрарӑм банк инҫе вырнаҫнине каланӑ. Ултавҫӑсем ун валли такси чӗннӗ. Такси укҫине хӗрарӑмӑн хӑйӗнех тӳлеме тивнӗ-ха. Ҫав палламан ҫын банк ӗҫченӗсене нимӗн те шарламалла маррине асӑрхаттарнӑ.

Банка ҫитсен хӗрарӑм хӑйӗн 700 пин тенкине илнӗ. Унти ӗҫчен мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Хӗрарӑм укҫана ултавҫӑсенчен ҫӑлнине каланӑ. Банк ӗҫченӗ укҫана ниҫта та куҫармалла маррине ӑнлантарнӑ. Халӗ ҫав ултавҫа шыраҫҫӗ.

 

Хулара
4vsar.ru сайтри сӑн
4vsar.ru сайтри сӑн

Шупашкар хула администрацийӗ фурӑсене хула урамӗсемпе ҫӳреме чарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, тӗп урамсене ҫак пысӑк машинӑсене кӗртесшӗн мар.

Калинин урамӗ, Мускав проспекчӗ, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, Трактор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Эгер бульварӗ, Мир проспекчӗ, Гагарин тата Б.Хмельницкий урамӗсем - фурӑсене ҫак урамсемпе ҫӳреме чарасшӑн е пӗр-пӗр вӑхӑтра кӗртесшӗн мар. Е чарӑнса тӑма ирӗк парасшӑн мар. Хальлӗхе тӳре-шара татӑклӑн палӑртман. Кун тӗлӗшпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртет.

Сӑмах май, пӗлтӗр кӗркунне Элтепер пысӑк суту-илӳ сечӗсене логистика центрӗ тума сӗннӗ.

 

Хулара
https://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=3068201&st=0&p=19826412#entry19826412
https://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=3068201&st=0&p=19826412#entry19826412

Шупашкарта пурӑнакан Шиловсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ.

Алексей Алексеевичпа Наталья Валерьевна 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, икӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗпе хӗрӗ аслӑ шкулта вӗренеҫҫӗ, тепӗр виҫҫӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗнни ача пахчинче кӑна-ха.

Алексей Алексеевич - строитель, Наталья Валерьевна - Шупашкарти 93-мӗш ача пахчин воспитателӗ. Шиловсем - туслӑ, вӑхӑта пӗрле ирттерме юратакан ҫемье.

 

Хулара

Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересшӗн пулнӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ку пурнӑҫа кӗмен.

Хальхи вӑхӑтра тӳре-шара, иккӗмӗш референдума ирттересси пирки шутламаҫҫӗ пулин те, икӗ хулана пӗрлештересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Олег Кортунов «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, икӗ хула Шупашкар агломерацийӗпе килӗшӳллӗн аталанӗ.

Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва татса парасси халӑхран килнине каланӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, [50], 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, ...298
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть