Раҫҫейре
ntv.ru сайтри видео скринӗ Улатӑр хулинчи биолог Виктория Штратрикова НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма хутшӑннӑ. Кӑларӑм ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, эфира тухнӑ. Пирӗн ентеш ӑс-тӑн вӑййисен ертӳҫипе Евгений Быстровпа (Балаково хули) тата Питӗрти менеджерпа Сергей Смирновпа тупӑшнӑ. Виктория Штратникова 19 пин балл пухса вӗсене ҫӗнтернӗ. Пирӗн ентеш Мускав патшалӑх унивеситетӗнче вӗреннӗ, халӗ унта биологра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ку уйӑхра эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсен вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ. Вӑл Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе ҫыхӑннӑ. Уяв кӑҫал эрнекуна лекет. Ҫапла майпа эрнекунран вырсарникунччен, нарӑс уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче, канӑпӑр. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ, нарӑсӑн 22-мӗшӗ, кӗске пулӗ – киле 1 сехет маларах кайма юрать. Пуш уйӑхӗнче те ҫавӑн пекех кану кунӗсем пулӗҫ. Ун чухне 8-10-мӗшӗсенче, эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен, кантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
newsland.com сайтри сӑн Ырантан, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗн виҫи ӳсет. Ӑна 7,4 процент таран индексаци тӑвӗҫ. Амӑшӗн капиталне 2020 ҫултанпа пӗрремӗш ачашӑн та пама пуҫланӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен вӑл 630,4 пин тенкӗ пулӗ /халӗ – 586,9 пин тенкӗ/. Иккӗмӗш ачашӑн вара 834 пин тенкӗ парӗҫ /халӗ 775,6 пин тенкӗ/. Пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗш ача ҫуралсан 202,6 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑра, ҫавра ҫул тӗлне, преми пама сӗннӗ. Ку тӗллевпе саккун проектне хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 20 ҫул пурӑнакан мӑшӑра – 20 пин, 25 ҫул пурӑнакансене – 25 пин, 70 ҫул кун кунлакансене 70 пин тенкӗ парасшӑн. Анчах ҫак тапхӑрта мӑшӑрӑн уйрӑлмалла мар. Юбилей ҫулӗнче мӑшӑртан пӗри вилнӗ пулсан премие пӗри илме пултарать. Заявление юбилей пулнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен памалла. Саккуна ырласан вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Семеновсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Семеновсен ҫемйи Мускава «Раҫҫей» курав-форума каяссине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер унта «Тӑвансем - юратнӑскерсем» форумӑн юлашки кунӗ пулнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин килсе Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне уҫнӑ. Семеновсем форумра пирӗн регионпа паллаштарнӑ, Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсене ятарлӑ парнепе хавхалантарнӑ. Аса илтерер: Николайпа Алевтина 5 ачана воспитани параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
большаямосква.рф сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви ют ҫӗршыв ҫыннисем пирӗн патра 2022 ҫулта преступлени тунин статистикине тишкернӗ. Йӗрке хуралҫисен капкӑнне ҫакланнисен пӗтӗмӗшле йышне илсен, Узбекистанран килнисен тӳпи мигрантсем тунӑ преступленисенчен 40 процентпа танлашнӑ, Таджикистанран килнисен — 25 процентпа, Кӑркӑстанран килнисен — 13 процентпа. 2020 ҫулхипе танлаштарсан мигрантсем 2022 ҫулта виҫӗ хут ытларах преступлени тунӑ. 2022 ҫулта вӗсем 11664 йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ. Ют ҫӗршывран килнисенчен ытларахӑшӗ наркотикпа ҫакланнӑ. Ку енӗпе Узбекистан, Таджикистан тата Кӑркӑстан ҫыннисем уйрӑмах «палӑрнӑ». Ҫын вӗлересси 2022 ҫулта 2021 ҫултинчен 52 процент нумайланнӑ. Ун пек фигурантсен йышӗнче — Узбекистан, Таджикистан тата Азербайджан ҫыннисем ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ялти учитель» программӑна 2030 ҫулччен тӑсма йышӑннӑ. Аса илтерер: чылай регионта ҫак программӑпа усӑ куракансене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче - 2 миллион тенкӗ. Ку укҫапа кирек мӗнле те усӑ курма пулать. Ялти тухтӑр программӑпа 55 ҫула ҫитменнисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӗсен ялта 5 ҫул ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
m.sibkray.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ултӑ ҫулта 600 ытла самолёт туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Раҫҫей Правительстви самолётсем, двигательем тата приборсем туса кӑларас программӑна анлӑлатнӑ. Раҫҫей авиапаркӗнче, тӗпрен илсен, «Суперджетсем» тата «МС-21» маркӑллисем пулӗҫ. Авиаперевозчиксене «SSJ-New» маркӑллӑ самолёта 142 единица пама палӑртаҫҫӗ, «МС-21-310» — 270, «Ил-114-300» — 70, «Ту-214» — 115, «Ил-96-300» — 12. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан авиатехникӑна туса кӑларма патшалӑх пулӑшса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Unsplash.com сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре плацкарт вакунсене сарлакарах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ состав 2024 ҫул вӗҫӗнче ҫула тухӗ. Плацкарт вакунсене анлӑлатсан пассажирсене ҫул ҫӳреме тата меллӗрех пулӗ. Кун пирки «ТМХ Пассажирский транспорт» компанин гендиректорӗн ҫумӗ Валерия Шарафутдинова пӗлтернӗ. «Вакунти ҫывӑрмалли вырӑн 28 сантиметр сарлакарах пулӗ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн ҫывӑрмалли вырӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Шарафутдинова. Вакуна кӗмелли алӑк 5 сантиметр сарлакарах пулӗ. Вӑл пысӑк чӑматанлисемшӗн меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Раҫҫейри туроператорсен ассоциацийӗн вице-президенчӗ Тарас Кобищанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫсей ҫыннисем кӑҫал ют ҫӗршывсене сахалрах кайӗҫ. Ку вӑл, сӑмахран, халӑх йышлӑ ҫӳрекен Египета пырса тивӗ. Хак пысӑк пулни тата сервис питех марри Раҫҫей ҫыннисене ҫӗнӗ вырӑнсене суйлама хистӗ. Ют ҫӗршывсенчен Раҫҫей ҫыннисем малтанхиллех ҫапах та Турцие, Таиланде, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмиратне, ҫавӑн пекех Египета суйлаҫҫӗ. Ют ҫӗршыври отельсен хуҫисем хаксене йӳнетме тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ маларах асӑннӑ эксперт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |