Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Афиша

Афиша

Вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалта Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский хутшӑнӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланать.

Егор Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш эстрадинче те палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82970
 

Афиша

Ыран К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулӗ. Сцена ҫине «Мӑнаккасем» камит тухӗ.

Спектакле Александр Коровкин пьеси тӑрӑх Алексей Герасимов режиссер хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашла Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ тата журналист Галина Антонова (Матвеева) куҫарнӑ.

Трагикамитри ӗҫ-пуҫ ӗлӗкхи ҫурт, унта пурӑнакансем тавра пулса иртет. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗн пурлӑхне хапсӑнакан чылай. Ӑна тӳре-шара та, тӑванӗсем те хапсӑнаҫҫӗ.

Спекатклӗн вырӑсла синхронӗ пулӗ, ӑна «Пушкин карттипе» те курма пулать. Драма театрӗнче куракансен ыран 18 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ.

 

Афиша
kanashen.ru сайтри сӑн
kanashen.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унӑн алӑкӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Ун чухне Федор Васильевӑн "Шывармань" наци оперине лартнӑ.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе ыран оперӑпа балет театрӗнче гала-концерт пулӗ. Унта театрӑн опера тата балет, симфони оркестрӗн солисчӗсем хутшӑнӗҫ.

Ку таранччен театрта 160 ытла опера балет, оперетта, мюзикл, ача-пӑча спектаклӗ, юрӑ-кӗвӗ камичӗ лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79239
 

Афиша

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Чӑваш Енри узбексен культура центрӗ» общество организацийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче узбек кӗввисен каҫне ирттерет.

Концерт программине Узбекистанри патшалӑх филармонийӗн Ташкентри филиалӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ: Авазбек Усмонов, Камалхаджа Икбалов, Юлдуз Абдурахмонова, Азиза Мамадалиева, Темурбек Турсунов и Маъруфжон Кодиржонов, Чарос Акилова тата Мафтуна Тошмухамедова. Хисеплӗ хӑна та килсе ҫитӗ. Вӑл – Узбекистанӑн Хусанти тӗп консулӗ Фариддан Насриев.

Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗме пулать.

 

Афиша

Паян «Чӑваш халӑх сайчӗ» вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пӑрахма пултарӗ. Ку техникӑлла ӗҫсемпе ҫыхӑнӗ: сайт вырнаҫнӑ сервера улӑштаратпӑр.

Эпир усӑ куракан хостера — «Инфобокса» — «Rusonyx» хостер туяннӑ. Вӗсем Инфобоксӑн инфраструктури кивӗ тесе ӑна ҫӗнетесшӗн, ҫавна май пире ҫӗнӗ вырӑна куҫараҫҫӗ.

 

Афиша

Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫитес вӑхӑтра «Янра, чӑваш юрри» концерт пулмалла. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем Анне кунне халалласа хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.

Концерт чӳкӗн 22-мӗшӗнче иртӗ, пуҫламӑшӗ яланхи пекех каҫхине — 18 сехет ҫурӑра. Билет туянас текенсем 51-25-20 номерпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Е chuvashconcert.ru сайт урлӑ туянма пулать.

Концерта хутшӑнакансен йышӗ ҫакнашкал: Стас Владимиров, Валентина Кузнецова, Алёна Алексеева, Татьяна Лукина, Михаил Фёдоров, Татьяна Кунер, Алина Савельева, Николай Ключников, Виктория Захарова, Денис Павлов, «Юрату.ру» ушкӑн, Сергей Петров, Тамара Ишмуратова, Алёна Арсентьева, Сергей Лекеров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvashconcert.ru/event/211
 

Афиша

Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн, Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем концерт кӑтартӗҫ. Мероприяти кӳлмекре Амӑшӗн палӑкӗ умӗнче иртӗ. Концерт 18 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкара Катя Ростовцева, Дмитрий Прянов, Светлана Питерская, Александр Добронравов тата ыттисем килӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла: Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне Раҫҫейре 2008 ҫултанпа палӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна ахальтен суйламан: шӑпах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче православи календарӗпе килӗшӳллӗн Петр тата Феврони Муромскисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ҫветтуйсем шанчӑклӑха, юратӑва, ҫемье телейне упрама пӗлнӗ.

 

Афиша

Пуш уйӑхӗнче Раҫҫей Крым пӗрлешнине паллӑ тӑвать. Аса илтерер: Крымра сасӑлав ирттернӗ, чылайӑшӗ Раҫҫейпе пӗрлештерессине хирӗҫ пулман. Унтанпа 5 ҫул иртнӗ.

Чӑваш Енре те ҫак пулӑма халалланӑ мероприяти иртӗ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Республика лапамӗнче «Крым. Эпир пӗрле!» ятпа савӑнӑҫлӑ концерт иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.

Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем тухӗҫ, хисеплӗ хӑнасем тухса калаҫӗҫ. Палӑртмалла: Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине Чӑваш Енре кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ.

 

Афиша

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗн Александр Серовӑн концерчӗ иртӗ. Композитор халӑх килӗштернӗ юрӑсене шӑрантарӗ: «Ты меня любишь», «Музыка венчальная», «Я люблю тебя до слез» тата ыттисем те. Концерт 19 сехетре пуҫланӗ. Билет хакӗ йӳнех мар: 800-2800 тенкӗ.

Александр Серов ачаранпах юрӑпа туслӑ. Шкул вӑхӑтӗнче оркестрта юрланӑ. Хӗвеланӑҫ юррине илтсен вӑл кам пулассине тӳрех ӑнланнӑ, хӑй тӗллӗн фортопиано калама вӗреннӗ, унтан музыка училищине кайнӑ.

Александр Серов 1987 ҫулта чапа тухнӑ. Ун чухне унӑн «Мадонна» юррипе ӳкернӗ клип телеэкран ҫине тухнӑ.

 

Афиша

Раҫҫей кунӗнче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене пысӑк парне кӗтет. Ҫак кун валли кӑсӑклӑ уяв программи хатӗрленӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей кунӗнчи уявра Хӗрлӗ лапамра РФ наци гвардийӗн ҫарӗсен юрӑпа ташӑ ансамблӗ юрлӗ. Ҫӗршывӗпех палӑрнӑ ансамбльпе ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киленме май пулӗ. Концерт 15 сехетре пуҫланӗ.

Палӑртмалла: кӑҫал ансамбль 45 ҫул тултарать, ҫавна май артистсем ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче вӗсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ҫӳрӗҫ, Шупашкарта та чарӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50175
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи