Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Тӗн

Тӗн Михаил Игнатьев Элтепер Варнавӑна саламлать
Михаил Игнатьев Элтепер Варнавӑна саламлать

Ҫак эрнере Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗн Варнавӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.

Митрополита республика пуҫлӑхӗ ӑс-хакӑл енчен вӗҫӗмех пулӑшса пынишӗн тата Чӑваш Енре православи тӗнне ҫирӗплтенишӗн тав тунӑ. Михаил Игнатьев чиркӳпе влаҫ органӗсем культура, вӗренӳ ӗҫӗнче, Чӑваш Енри православин ҫаваплӑ вырӑнӗсене упраса хӑварассипе тата чӗртсе тӑратассипе тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытнине палӑртнӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани парассинче те чиркӳ ҫыннисем тӳпе хывнине асӑнса хӑварнӑ.

Элтепер Чӑваш Енре ырӑ ӗҫ нумай пулса пынине, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне тӑнӑҫлӑ тытса тӑрассишӗн, ҫынсене ыранхи куна шанчӑкпа пӑхтарассишӗн пултаруллӑн тимленине те, халӑх килӗшӳпе тата ҫураҫупа пурӑннине те, демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Варнавӑна чечек тата кӗнеке парнеленӗ. Ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, чун хавалӗ тата пур ӗҫре те Турӑ пулӑшса пытӑр тесе суннӑ.

Сӑнсем (5)

 

Тӗн

Кӑҫал Мӑнкуна анлӑ уявлама палӑртаҫҫӗ. Мӑнастирсемпе храмсенче кӑна мар, ун тулашӗнче те. Ҫапла уява Шупашкар ҫыннисем те, хӑнасем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Шупашкарта Мӑнкун фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ун чухне 50 ытла мероприяти пулмалла. Фестиваль Мӑнкунра, акан 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ те акан 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫав тапхӑрта урамра, паркра, музейра, культура учрежденийӗсенче мероприятисем иртӗҫ.

Хулан тӗп урамӗсенче вара 2 метр ҫӳллӗш Мӑнкун ҫӑмартисем вырнаҫтарӗҫ. Христос ҫуралнӑ храм тӗлӗнче кашниех арт-объектсене сӑрлассине хутшӑнма пултарать.

Фестиваль Республика тӳремӗнче уҫӑлӗ. Унта чиркӳ хорӗсем юрламалла, ачасем валли ятарлӑ программа иртмелле. Хулари мӗнпар ӳнер шкулӗсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вулавӑшсенче Мӑнкун ҫӑмартине хатӗрлес енӗпе конкурссем иртӗҫ.

 

Тӗн

Правительство ҫуртӗнче куҫ курман ҫынсем валли «Сергий Радонежский — сӳнмен ҫутӑ» курав уҫӑлнӑ. Картинӑсем вырӑс ҫветтуйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.

Курава Варнава митрополит пулӑшнипе хатӗрленӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксене Чиркӳ музейӗн ӳнерҫӗ волонтерсем хатӗрленӗ. Картинӑсене кантӑк ҫине ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсене алӑпа хыпашласа ӑнланма пулать. Унччен кун пек мелпе усӑ курман.

Проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӳнерҫӗсем малтан куҫ курманнисем ӳнере алӑпа епле туйнипе паллашнӑ. Унтан тифлопедагогсемпе, куҫ япӑх курман е пачах курман ҫынсен вулавӑшӗн ӗҫченӗсем пулшнипе картинӑсем хатӗрленӗ.

Ведомство кунашкал картинӑсем куҫ курманнисен тавракурӑмне анлӑлатма пулӑшнине палӑртать.

 

Тӗн

Ӗнер Чӑваш ӳнер музейӗнче «Чиркӳ тума — ятран кирпӗч» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Унта республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем кӑна та мар, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та.

Акцие йӗркелекенсем унта хутшӑнакансене ятран сертификат туянма сӗннӗ. Хаклӑ хута 300, 1500 тата 3000 тенкӗпе сутнӑ. Унта ҫынсем хӑйсен ятне ҫырса хума пултарнӑ. Укҫа Шупашкарти Калинин урамӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗпе Союзсен ҫурчӗ хушшинче, тума палӑртакан чиркӳ валли каймалла. Чиркӗве ятран кирпӗч хума палӑртаҫҫӗ. Ун ҫинче укҫа уйӑрса пулӑшнӑ ҫын ятне ҫырса хурӗҫ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн порталӗнчи информацире халӑх тарҫисенчен хӑшӗ мӗн чухлӗ уйӑрнине палӑртман-ха. Пӗр сехетре пӗтӗмпе 350 пине яхӑн тенкӗ пухнине пӗлтернӗ.

 

Тӗн

ЧР Наци вулавӑшӗнче православи кӗнекин «Радонеж» центрӗ уҫӑлнӑ. Вулакансем халӗ пине яхӑн кӗнекепе, дискпа паллашма пултараҫҫӗ. Фонда пухмашкӑн священниксем тата «Православи пуҫарӑвӗ» конкурс гранчӗ пулӑшнӑ.

Ку раритетсене — ҫырусене — перчетке тӑхӑнса ҫеҫ тытма пулать. Темиҫе ҫӗр ҫул усӑ курнӑ ҫырусене куҫ пек упрамалла вӗт. Наци вулавӑшӗнчен центр валли 200 кӗнеке суйланӑ.

ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана православи кӗнекипе ҫывӑхлатасшӑн. Центр хӑйӗн вулаканне тупатех. «Радонеж» валли литература пухмашкӑн чиркӳ ҫыннисем те пулӑшнӑ. Вӗсене центр уҫӑлнӑ уява чӗннӗ.

Максим Курленко иерей фонд майӗпен пысӑкланасса иккӗленмест. Центра Христос ҫуралнӑ храмӑн настоятелӗ Сергий Пушков протоиерей нумай кӗнеке парнеленӗ. Шупашкарти арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн манахӗсем те чылай пулӑшнӑ.

Грант пулӑшнипе вулавӑш 100 пин тенкӗлӗх православи кӗнеки туяннӑ. Православи литературин центрӗн алӑкӗ кашнин валлиех уҫӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын