Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра иртекен Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

Гала-концерт программине Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫав каҫа Александр Васильевӑн «Иван Яковлев» оперинчи сыпӑк уҫӗ. Анисимас Асламас, Аверий Токарев, Федор Павлов кӗвви-ҫемми те янӑрӗ. Наци камерӑпа вокал лирикине илсен, куракансене Григорий Хирпӳ, Виктор Ходяшев тата ытти композиторӑн юррисемпе романсӗсем савӑнтарӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча валли «Чувашские композиторы - детям» (чӑв. Чӑваш композиторӗсем — ачасем валли) концерт иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ.

Программӑна ачасем валли ҫырнӑ чӑваш авторӗсемпе тата композиторӗсемпе паллаштарас, вӗсен эткерлӗхне асра тытас, тӑван тӑрӑхӑн классика тата хальхи вӑхӑтри музыки нумай енлине уҫса парас тӗллевпе хатӗрленӗ.

Сцена ҫине ача-пӑчан пултаруллӑ коллективӗсем тата профессионалсем тухӗҫ. Вӗсем Лариса Быренкова, Анита Лоцева, Геннадий Воробьев, Лолита Чекушкина, Анисим Асламас, Федор Павлов тата ыттисен хайлавӗсемпе паллаштарӗҫ.

Концерта театрӑн симфони оркестрӗ хутшӑнӗ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. Концерт программин режиссер-постановщикӗ — Анатолий Ильин, художник-постановщикӗ — Валентин Фёдоров, концерта йӗркелекенӗ — Лолита Чекушкина, илемлӗх ертӳҫи — Андрей Попов.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Хӑшӗ-пӗри питех те чӑваш халӑхне катӑк тесе кӑтартма тӑрӑшать. Ун пеккине сахал мар курнӑ. Хамӑр чӑвашсем те «ахах»-па «мерчен» шырама ютталла ытларах тӗмсӗлеҫҫӗ. Ытти халӑхсенчен вӗреннинче ним япӑххи те ҫук, кӑна ырламалла кӑна. Анчах та ҫав хушӑрах хамӑра ыттисенчен катӑкран теме хӑтланни ман шутпа киревсӗр япала.

Сӑмахӑм ман паян «Илемлӗ, илемлӗ…» чӑваш халӑх юрри пирки пулӗ. Нумайӑшӗ, вӑл илемлӗ юрӑ тесен, хирӗҫ пулмӗҫ ӗнтӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Пӗр енчен ансат юрӑ. Анчах ҫав хушӑрах питӗ илемлӗ вӑл. Августа Уляндина шӑрантарниех епле ҫепӗҫ янӑрать:

Чи малтан юрӑ текстне илсе парар:

Илемлӗ, илемлӗ...

Илемлӗ чӑваш юрри.

Илемлӗ чӑваш юрри те —

Юрлама пӗлсен кӑна.

 

Илемлӗ, илемлӗ...

Илемлӗ чӑваш ташши.

Илемлӗ чӑваш ташши те —

Ташлама пӗлсен кӑна.

 

Илемлӗ, илемлӗ...

Илемлӗ чӑваш пики.

Илемлӗ чӑваш пики те —

Сӑпайлӑ пулсан кӑна.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тин ҫуралнӑ ачасене чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун пирки республика ертӳҫи Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртса хӑварнӑ. Ҫитменине тата кӑҫал — Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ.

Чӑваш тӗрриллӗ тума 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасене парӗҫ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн вара парнене ача ҫуратнӑ ҫуртрах пама тытӑнӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
"Советский Чувашия" хаҫат  сӑнӳкерчӗкӗ
"Советский Чувашия" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Виктор Чугаров-Чалтӑр Чӑваш чӗлхи клубне ертсе пыма пӑрахнӑ. Ку хыпара Игорь Алексеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Игорь хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ку яваплӑха хӑй ҫине илме темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑ, анчах килӗшекен хальлӗхе тупӑнман.

Игорь Алексеев «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ку яваплӑха хӑйсем ҫине илмӗҫ-ши тесе тӗмсӗлнӗ. Клубра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясене тишкерме пулать тесе шухӑшлать вӑл.

Поста вуланисем тӳлевсӗр ӗҫе туса пыма ҫӑмӑл маррине палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall45462924_2810
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Раҫҫей халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Васильев.

Юрӑ-кӗвӗ этем пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнни тата вӑл тарӑн йӗр хӑварнине тавҫӑрма йывӑр мар.

Кӗнекене музыкӑн тӗрлӗ жанрӗ: опера, оперетта, музыка камичӗ, мюзикл, музыкӑллӑ юмах тата ытти те — ҫинчен 80 ытла статья кӗнӗ.

 

Чӑвашлӑх
Телегамри t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Телегамри t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш наци музейӗнче чӑвашла тумланса сӑн ӳкерӗнме пулать. Кун пирки Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ.

Культура учрежденийӗн сайтӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе культури тӗлӗнмелле пуяннине аса илтернӗ. Чӑн та, хушпупа тухья кирек епле хӗрарӑмпа хӗре те илем кӳрӗҫ. Арҫын вара чӑваш кӗпипе шупӑр тӑхӑнсан маттурланса кайӗ. Ун пек пӑхаттир чӑваш халапӗсенчи Улӑпӑн курӑнӗ.

Музей ӗҫченӗ вара чӑваш тумӗпе паллаштарӗ, сӑн ӳкерӗнме килӗшӳллӗ ҫипуҫ тупса парӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/7566
 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 9-26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Унта тӑван тӑрӑхӑмӑрти 7 коллектив, ҫав шутра — театрпа концерт тата вӗрентӳ учрежденийӗсем — хутшӑнӗҫ.

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, эрнекун, Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чуна уҫма юрла, тӑван» концерт-лектори иртӗ.

Мероприяти чӑваш композитор шкулӗ темиҫе тапхӑрпа аталаннипе паллаштарӗ. Сцена ҫинче чӑваш музыкине профессионал шайӗнче пуҫарса янӑ Ф. Павловпа С. Максимов, ҫавӑн пекех Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Г. Лебедев тата хальхи вӑхӑтри композиторсен: Ю. Григорьевӑн, А. Васильевӑн, Л. Чекушкинан — хайлавӗсем янӑрӗҫ.

Концерт-лекторире композиторсен пултарулӑхӗпе те тарӑнрах паллашма май килӗ.

 

Чӑвашлӑх
t.me/pcheb_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pcheb_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Паха тӗрӗ» фабрика нумаях пулмасть «Акатуй» коллекципе паллаштарнӑ.

Асӑннӑ коллекцири ҫипуҫсем — куллен тӑхӑнмалли тумтир мар. Капӑр ҫипуҫа фабрика ӑстисем уявсенче тӑхӑнма пултӑр тесе хатӗрленӗ.

Коллекцие хатӗрлеме тӑван халӑхӑмӑрӑн анлӑ сарӑлнӑ, паянхи кунччен упранса юлнӑ йӑлисенчен пӗри, Акатуй, хистенӗ.

Чӑваш эрешӗллӗ тумтирте тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян историйӗ ҫырӑннӑ. Уява тухмалли тумтир тӗрлӗ тӗрӗпе тата эрешпе уйрӑмах пуян пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pcheb_21/2097
 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал Чӑваш Енпе Инди пӗр шухӑшлӑ пулса трактор туса кӑларма тытӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ техникӑн малтанхи сӑнавлӑ партийӗ производствӑран тухнӑ.

Аса илтерер: трактора «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) маркӑпа туса кӑлараҫҫӗ. Унӑн производствине «Трактор завочӗсем» концернӑн Атӑлҫи комбайн заводӗнче йӗркелесе янӑ.

Малаах асӑннӑ трактора 2031 ҫул тӗлне 16 пин ытла единица туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ...126
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 23

1917
107
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть