Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче мана ЧНКри ҫамрӑксен Алексей Енейкин ушкӑнӗ Иван Яковлев 175 ҫулне халалланӑ форума илсе кайса хисеп турӗ. Ватӑ та чӑлах тесе пӗри те кӳрентермерӗ, пӗтӗмлетсе вӑрах каланӑ е йӑнӑшнӑ чухне те чармарӗ. Манӑн Кӗреке сӑмахӗн пуҫламӑшне ҫеҫ калама май пулнӑран, вӗҫӗнчи пӗтӗмлетӳре ҫав шухӑшсене хушса хутӑм, Интернетра К.Малышев, В.Тяпкин тата ыт. форумра пулман ҫывӑх ҫынсемех тиркесе ҫырнисене вуларӑм та, Ҫамрӑксен Кӗрекинче каланӑ сӑмахсене сайтра пичетлесех хуравлама шутларӑм. Тӗрӗс-и, мар-и ман сӑмах - акӑ вӑл. «Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах сире каласа хӑварас терӗм», - куҫҫулӗ витӗр ҫырнӑ Чӗмпӗрти тӑван шкулӗнчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Чӑваш намӑсӗ кунта ҫакӑ - хӑйӗн вӗренекенӗсемех таптанӑ ӑна, ютсем хыҫҫӑн сӳтӗлекен чӑвашсемех вӗлерме шутланӑ! Терчӗ Иван Яковлевичӑн малтан та, кайран та ытлашшипех пулнӑ. |
Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Владимир облаҫӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Чӑваш культурин эрни иртнӗ. Акцие «Владимир Интернациональный» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн вулавӑш ӗҫченӗсем хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑхӑн культурипе темиҫе ҫул ӗнтӗ паллаштарса пыраҫҫӗ. Чӑваш культурин эрнине Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗ Эвелина Малеева; Ольга Федорова прозаик, куҫаруҫӑ тата журналист; Людмила Засыпкина чӑваш юрӑҫӗ хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра. Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар. Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
vk.com/alexei_alexandrov страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн ӗҫченӗ Элтияр Александров Яндекс.Дзента чӑвашсемпе паллаштаракан статьясем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ. «Салам! Дзента йӑлана кӗнӗ чӑваш культурине халалланӑ статьясен ярӑмне пуҫарса ятӑм. Вырӑсла, мӗншӗн тесен Дзен чӑваш чӗлхине ют чӗлхе тесе йышӑнать те ӑна аталантарма май памасть», — хыпарланӑ Элтияр. Вӑл хӑйӗн каналне ҫырӑнма ыйтнӑ, хӑй вара кашни кунах мӗн те пулин ҫӗннипе савӑнтарса пыма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
"Чӑваш Ен" НТРК архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ, халӑха ҫырулӑх парнеленӗ, пӗрремеш чӑваш букварне кун ҫути кӑтартнӑ Иван Яковлевҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ май мероприятисем Тутарстанпа Чӗмпӗр облаҫӗнче те иртӗҫ. «Чӑваш Ен» НТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Яковлев ҫуралнӑ ака уйӑхӗ форум-фестивальпе уйрӑмах пуян пулӗ. Шӑпах ун чухне Чӑваш Енре Раҫҫей шайӗнче йӗркелекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ, тӑван чӗлхене вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» форум, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивальне тата ытти уява ирттерӗҫ. Тутарстанра «Яковлев вулавӗсене» йӗркелӗҫ. «Сувар» чӑваш хаҫачӗ вара Иван Яковлев халалӗпе хайлавӗсене чи лайӑх вулакансен конкурсне ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Вера Архипова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Наци библиотекинчи «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ушкӑнри ачасен черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Наци библиотекин тӗп специалисчӗ Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем тӑванлӑх сӑмахӗсене аса илнӗ, унтан «Аннене эп пулӑшатӑп» сӑвӑ каласа пахча-ҫимӗҫе ҫуса тасатса шуратнӑ, туранӑ пек туса вӗсен ячӗсене каланӑ. Чӑваш пуканине ҫывӑрттарса янӑ май Петӗр Хусанкайӑн «Сӑпка юррине» вӗреннӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ хутран амӑшӗсем валли парне ӑсталанӑ. Шӑпӑрлансем Чӑваш тӗррин куравӗнче пулса курнӑ, ӑстасен ӗҫӗсене сӑнаса тӗллӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Антонина Андреева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чӑваш чӗлхи ячӗпе» ятпа поэзи каҫӗ иртнӗ. Музей ертӳҫи Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш писателӗсене аса илсе вӗсен хайлавӗсене вуланӑ, чӗлхе илемӗпе унӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ҫырса хӑварнӑ литература палӑкӗсем ҫамрӑк ӑрусемшӗн уйрӑмах кирлине палӑртнӑ. Поэзи каҫӗнче Иосиф Трер, Петӗр Хусанкай сӑввисем хӗрӳллӗн янӑранӑ. Юлия Дмитриева мӑшӑрӗн сӑввине вуланӑ. Алексей Енейкинӑн «Несӗлсен пехилӗпе пурӑнар» сӑвви те кашнин чунне хускатнӑ. Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Лидия Сарине, Светлана Асамат, Нина Пӑрчӑкан, Зоя Сывлӑмпи, Владимир Мишшан хӑйсен сӑввисене вуланӑ, пултарулӑх лаҫҫине епле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кашни сӑвӑҫах хӑй вӑхӑтӗнче кам та пулин хавхалантарнӑ. Владимир Мишшаншӑн Анатолий Смолин тата Хӗветӗр Акивер вӗренрӳҫӗ евӗр пулнӑ пулсан Елена Николаевӑна Энтип Ваҫҫи хавхалантарнӑ. Ольга Светопольская авалхи юрӑсене юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
чӑвашла юрлакан Ахмед. vk.com/cheb121 ушкӑнри пабликран илнӗ скриншот Сиринче пурӑнакан икӗ яш чӑвашла юрлаҫҫӗ. Ҫав видеона халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ. Ахмед ятлӑ арҫын ача тата унӑн тусӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — «Ҫумӑр ҫӑвать», «Сан ҫуралнӑ кун паян» тата ытти хит иккен. Чӑваш эстрадипе вӗсене пирӗн ентешӗмӗр паллаштарнӑ-мӗн. «Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи сарӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ», — шӑрантарать, сӑмахран, Ахмед. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-54381767_227707 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ иртӗ. Кунта сӑмах ача-пӑчапа валли ӳкернӗ ӗҫсем пирки пырать. Чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Унта ҫитсе курас тесен Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра иртекен Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Гала-концерт программине Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫав каҫа Александр Васильевӑн «Иван Яковлев» оперинчи сыпӑк уҫӗ. Анисимас Асламас, Аверий Токарев, Федор Павлов кӗвви-ҫемми те янӑрӗ. Наци камерӑпа вокал лирикине илсен, куракансене Григорий Хирпӳ, Виктор Ходяшев тата ытти композиторӑн юррисемпе романсӗсем савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |