Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ислам

РАШ
19

Тӳре
 Аçтахар Плотников | 19.12.2020 11:50 |

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Тӳре. Тӳре-шара. Тӳре-шара килсе капланчӗ…

Тӳре вӑл судьяна пӗлтерет, тетпӗр хӑш чухне.

Унӑн чӑн пӗлтерӗшӗ ҫапла: Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи ку сӑмах Чингизида, урӑхла каласан, Чингиз-хан йӑхӗнчен тухнӑ ҫын тенине пӗлтернӗ.

Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчен паянхи куна ҫити пурӑнса сӑмах хӑйӗн авалхи пӗлтерӗшне ҫухатнӑ. Анчах ҫеҫенхирсенче пурӑнакан чылай халӑх чӗлхинче тӳре (тюра) халь те авалхи пӗлтерӗшне упрать. Казахстанра пурӑнакан вырӑс писателӗ Алексей Брагин хӑйӗн «Деды и прадеды» повеҫӗнче ӑна ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех анлӑн усӑ курать.

Хушса калани. Ку сӑмаха тӗрӗслемесен те юрӗччӗ те, анчах ҫавах хамӑр та кӑшт тишкерсе тухар-ха.

Чӑн та, тӳре «судья»-на пӗлтерет. «Тӳре-шара» — пӗтӗм чиновниксене палӑртмалли мӑшӑр сӑмах.

Малалла...

 

Тӗн

Дагестанра «Семья Фауда и Самиры» (чӑв. «Фаудпа Самира кил-йышӗ») ятлӑ чӑмлак сутлӑха кӑларнӑ, ӑна тӗнчипе паллӑ «Love is...» чӑмлакӑн исламла варианчӗ евӗр хатӗрленӗ. Ӑна тӗрлӗ ҫимӗҫ тутисемпе кӑларнӑ — чиепе лимон, тата ҫӗр ҫырлипе банан тутисемпе.

Кашни чӑмлакра ӳкерчӗклӗ хут пур — унта вара кил-йышри телей мӗнрен килнине ҫутатса панӑ. Исламри пахалӑх тӑрӑх. Тӗслӗхсем: «Кил-йышри телей вӑл… чирлекен арӑма пӑхни», «Кил-йышри телей вӑл… ватӑ атте-аннене хисеплени», «Кил-йышри телей вӑл… ачисем ашшӗ-амӑшӗсенчен сӑпайлӑха вӗренни», «Кил-йышри телей вӑл… тӗн кӗнекисене пӗрле вулани» тата ыттисем те.

Аса илтерер, «Love is...» чӑмлакра юрату мӗнле пулнине ӑнлантарса параҫҫӗ.

 

«РБК дейли» хаҫат хыпарӗсем Турцире ислам тӗнне ҫӗнетеҫҫӗ.

Анкара университечӗ ҫӗршывӑн премьер-министӑрӗ Реджеп Тайип Эрдоган пулӑшса пынипе исламӑн хӑшпӗр вырӑнӗсене пур енлӗ реформа тӑвассипе ӗҫлет. Тӗнӗн чылай шухӑшӗсене паянкунхи лару-тӑрӑва тата улшӑннӑ этеплӗхе шута илсе ҫӑмаллатма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хадиссене (Мӑхамет пӳлӗх пурнӑҫ пирки каланисене, вӗрентнисене) ҫӗнӗрен ҫырса хурасшӑн, тӗн йӗркин хытӑ ҫирӗплӗхӗсене ҫӗмҫетес, ҫыннӑн правипе ирӗклӗхне уҫса парас тӗллеве пурнӑҫа кӗртесшӗн.

Ҫак ӗҫсене Турцин паллӑ тӗн ӗҫченӗсем Тӗн ӗҫӗсен Аслӑ канашӗ (Диянет) ертсе пынипе тимлеҫҫӗ, ҫавна пурнӑҫласа ҫитес пилӗк ҫул хушшинче исламӑн хальхи ыйтӑвӗсене татса памалли пилӗк томлӑ пуххине пичетлеме палӑртнӑ.

Ҫаплах, тӗслӗхрен, ҫӗршывра пыракан модернизаци 450 хӗрарӑма мӑсӑльман прави енӗпе ятарлӑ ӗҫтӗше хатӗрлеме хушу йышӑннӑ. Мӑсӑльман тӗнчишӗн ҫак вара халиччен пулман япала шутланать.

Мӑхамет тӗнӗн ҫакнашкал турккӑ версийӗ Европа хаклӑхӗсем еннелле туртӑннӑ ислам пулать темелле, вӑл Турцие анӑҫ тӗнчипе тӑтӑш ҫыхӑнуллӑ пурнӑҫ тытма мел уҫать. Пурӗ те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Анкара пӗтӗм вӑйӗпе Европӗрлӗхе кӗресшӗн тӑрмашать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 23

1917
107
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын