Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӑрӑмтунасем

Ҫутҫанталӑк
uihere.com сайтри сӑн
uihere.com сайтри сӑн

Биологсем шутланӑ тӑрӑх, ытла та ӑшӑ хӗле пула регионта вӑрӑмтунасем сахалланма пултараҫҫӗ.

М.В. Ломоносова ялӗллӗ МПУ биофакри гидробиологи кафедрин наука ӗҫченӗ Вадим Марьянский палӑртнӑ тӑрӑх вӑрӑмтунасем сахалланни, паллах, ҫынсене савӑнтарӗ, ҫавах та ку ыйтӑва тарӑнрах пӑхмалла, мӗншӗн тесен кунашкал пысӑк улшӑнусем экологи шайлашӑвне хавшатма пултараҫҫӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑрта ялан тенӗ пекех ҫывӑракан ытти пысӑкрах кӑпшанкӑсем те юр ҫуккипе асапланаҫҫӗ. Ку шухӑшпа Финляндири Кӑнтӑр Карели аллергологипе тавралӑх институтӗнче те килӗшеҫҫӗ. Киммо Саринен ӑсчах каланӑ тӑрӑх, хӗл аномали шайӗнче ӑшӑ тӑнине пула ҫуркунне вӑрӑмтунасемшӗн тавралӑх ӗрчеме юрӑхсӑр пулӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Ҫутҫанталӑк

Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».

Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.

Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.

Хӑй вӑл слесарь. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫре чӗркуҫҫине амантнӑ. Унтанпа унта-кунта ҫеҫ ӗҫлесе ҫӳрет. Пушӑ вӑхӑчӗ нумай. Ҫавӑнпа вӑл сӑнав ирттерме шухӑшланӑ та.

Кун хыҫҫӑн Евгенин хулпуҫҫи, ҫурӑмӗ, алли хӑпарса тухнӑ, хӗрелнӗ, кӑвакарнӑ. Тепӗр талӑкран та кӗлетки ыратнӑ унӑн. Сӑнава видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Мӗн ку: сӑнав-и е эпатаж-и?

Тепӗр тесен, тӗнчере хӑйне евер сӑнавсем унччен те тунӑ. Исаак Ньютон ача чухне чирленӗ, тантӑшӗсенчен юлса аталаннӑ. Пӗррехинче ҫиллӗ ҫанталӑкра ачасем вӑрӑмӑшне сикессипе ӑмӑрту ирттернӗ.

Малалла...

 

Хулара Вӑрӑм тунасене дизинфекцилеҫҫӗ
Вӑрӑм тунасене дизинфекцилеҫҫӗ

Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май вӑрӑмтунасем ӗрчеме пуҫларӗҫ. Вӗсем Шупашкарта та, ялсенче те нумай. Ялта, шел те, вӗсене ятарласа пӗтермеҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакансене вара вӑрӑм тунасенчен хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Йышланнӑ вӑрӑм тунасем ҫынсене канмалли вырӑнсенче тапӑннӑран Шупашкар хула администрацинчен пулӑшу ыйтакан сахал мар пулнӑ. Ҫавна май администраци вӑрӑм тунасене дезинфекцилеме йышӑннӑ.

Ҫак ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫӑннӑ. Ӑна 25-мӗшӗнче вӗҫлӗҫ. Унччен 25 объекта дезинфекцилӗҫ. Вӗсен йышӗнче — скверсем, парксем, бульварсем… Пӗтӗмпе — 639 тӑваткал метр.

Харӑсах темиҫе бригада ирхи 3–7 сехетсенче ӗҫлӗ. Ятарлӑ экологи организацийӗ вӑрӑм тунасене ҫӗнӗ препаратсемпе пӗтерет. Вӗсем ҫыншӑн сиенлӗ мар, нормативсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Пӗр объекта дезинфекцилеме 1–1,5 сехет кирлӗ. Препаратсем курӑк ҫинче, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче юлӗҫ. Эмел хурт-кӑпшанка пӗтерӗ, ӗрчеме май памӗ. Вӑл ҫулла вӗҫленичченех пахалӑхне ҫухатмӗ.

 

Чӑн та ҫу вӑхӑтӗнче ҫак кӑпшанкӑ ҫынсене самай шар кӳрет — нӑйлата-нӑйлата этем юнне сахал мар ӗҫет вӑл. АПШ ӑсчахӗсем вара ҫын тарӗнчи пӗр компонента тупнӑ иккен — ӑна пула хайхи вӑрӑмтунасем этеме пачах та курмаҫҫӗ.

1-метилпиперазин ятлӑскер пурин те ҫук иккен, хӑш-пӗр ҫынсен тарӗнче кӑна тӗл пулать. Анчах та унпа сӗрӗнсен — ӑсчахсем вӑрӑмтунасем явӑнакан читлӗхе кӗнӗ — ҫак нӑйлакан кӑпшанкӑ ҫынна пачах та туймасть иккен, юнсӑр япала евӗр йышӑнать.

Ӑсчахсем шантарнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ препарата ҫитес вӑхӑтрах тума тытӑнӗҫ.

 

Паян, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, республикӑра пурӑнакан Татьяна Викторова ҫул ҫинче кӑсӑклӑ пулӑм асӑрханӑ имӗш. Ирхи 6 сехетре вӑл маршрутлӑ «ГАЗелпе» Красноармейскинчен Шупашкара килнӗ пулнӑ. Сасартӑк ҫул урлӑ пӑши, кайран хир сысни чупса иртнӗ.

Пикшик ялне ҫитсе пынӑ чухне пире хирӗҫ пӑши сиксе тухрӗ. Вӑрманта пурӑнакан чӗрчун асфальт ҫине тухма хӑяймарӗ. Хӑнӑхманнине пула пӗр вӑхӑт пӑшин урисем асфальт ҫинче шума пуҫларӗҫ. Ҫавах та вӑрманти чӗрчун ҫул урлӑ каҫса кайма ӗлкӗрчех. Инҫех мар пӑши ҫурине те курма май лекрӗ.

«Присурский» заповедник пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Дмитриев ҫак пулӑма вӑрмансенче вӑрӑмтуна йышлӑн ӗрченипе ҫыхӑнтарать. Вӗсенчен хӑтӑлас тесе чӗрчунсем урапасем чупакан ҫул-йӗр ҫине те чупса тухаҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63141.html
 

Хӗллехи шартлатма сивӗ самантсенче эпир ҫуллахи шӑрӑх кунсене чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр. Ҫу кунӗсем ҫитсессӗн вара «эх, хӗллехи кунсемех аптрамасчӗҫ-ҫке» тесе ӑмсанатпӑр. Ӑмсаннин вара вӑл вӑрӑмтуна хурт-кӑпшанкӑ амакӗшӗн пуҫланать. Ҫуллахи кунсем хуҫаланма ӗлкерсе те ҫитеймерӗҫ, вӑрӑм тунисем вара пиншӗрен тухса ҫынсене апла та капла та «тустараҫҫӗ».

Шупашкарта пурӑнакансем те «чун илли» вӗҫен хуртран канӑҫ шыраса тӗрлерен меслетсемпе усӑ курма хӑтланкалаҫҫӗ. Анчах ҫынсем сиснӗ тӑрӑх вӑрӑмтунасемпе кӗрешме аптекӑра сутакан ятарлӑ спрейсемпе кремсем те пулӑшсах каймаҫҫӗ.

Ҫӑвӗн 20–24-мӗш кунсенче вӑрӑмтунасене хирӗҫ ҫынсем йышлӑн ҫӳрекен вырӑнсенче ятарлӑ дезинсекци те тунӑччӗ. Анчах та ҫанталӑк малтан сивӗ, кайран сасартӑк ӑшӑтса янипе вӑрӑмтунасем самаях ӗрчесе кайнӑ.

Хула администрацийӗнче ку лару-тӑрӑ хальлӗххе татса параймаҫҫӗ-ха. Асӑннӑ ӗҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрас ыйту та ҫивӗч тӑрать. Ҫапла вара паянлӑха ҫынсен вӑрӑмтунасемпе хӑйсен тӗлленӗх кӗрешме лекет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63087.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть