Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӑплат

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вырсарникун каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче харӑсах виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшне ҫӑлма май килнӗ. Пушара тӑватӑ автоцистерна сӳнтернӗ.

Шӑматкун вара Шупашкарти Энтузиастен урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре иккӗмӗш хутри балкон ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫитсен ҫулӑма пилӗк минутран сӳнтернӗ.Пушар мӗнрен тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ӗнер Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче виҫӗ тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе яма пултарнӑ.

 

Республикӑра

Вӑрмар районӗнче Акатуя кӑҫал 61-мӗш хут паллӑ тунӑ. Вӑрмарти тӗп стадионта ир-ирех халӑх хӗвӗшме тытӑннӑ. Ачасем аслисемпе танах ял хуҫалӑх техникин куравӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ.

Кӑнтӑрлахи 11 сехетре уява уҫнӑ. Гимн юрланӑ май Чӑваш Ен Ялавӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. Ӑна кӑҫӑл ҫӗклеме Геннадий Ямуков фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен Владимир Николаев тракторист тивӗҫнӗ.

Юрий Власов тракториста, Сергей Сидоров рабочие, Тамар Кириллова оператора ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Чупай ял тӑрӑхӗ «Чӑваш Енри чи хатлӑ ял тӑрӑхӗ» конкурсра 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗшӗн ЧР Министрсен Кабинечӗн Дипломне тивӗҫнӗ. Вӑрмар ял тӑрӑхӗ вара ҫак конкурсра 2-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ҫак хисепе илнӗ.

Ичеснер Атайкасси ялӗнче пурӑнакан Светлана Захаровӑна «Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Афинӑра — 2004 ҫулта, Пекинра — 2008 ҫулта иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Ҫак ятах Энӗшпуҫ ялӗнчи Василий Нягин тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

Мемориал хӑми умӗнче
Мемориал хӑми умӗнче

Паян, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ял тӑрӑхне кӗрекен Ыхраҫырми (халь Шӑплат ялӗ) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗн, прозаикӑн, тӑлмачӑн, литература критикӗн, ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, публицистӑн Анатолий Тимофеевӑн-Ыхран пултарулӑхне, ӗҫ-хӗлне сума-суса ҫӗнӗ мемориал хӑми уҫӑлнӑ. Асӑну палӑкне Анатолий Ыхра пурӑннӑ ҫурт-йӗр вырӑнӗнче лартнӑ.

Паянхи митинга Шӑплат ялӑн ҫыннисем, поэтӑн тӑванӗсем, юлташӗсем пухӑннӑ. Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗрте районти администрацин йӗркелӳ ӗҫне тытса пыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов, культура, спорт тата архив ӗҫӗн пуҫлӑхӗ Ирина Дмитриева, Энтрияль тата Арапуҫ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем — Игорь Яковлевпа Александр Агеев килсе ҫитнӗ. Митингра Анатолий Ыхра пурнӑҫӗпе-пултарулӑхӗ ҫинчен нумай сӑмах хускатнӑ. Ӑшӑ сӑмахсемпе поэта аппӑшӗ — Альбина Сухан, арӑмӗ Дина Тимофеевна тата ывӑлӗ Атнер аса илнӗ. Мемориал хӑми патне асӑнма пуҫтарӑннӑ ҫынсем валли Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ИКЦ ҫумӗнчи «Санар» фолькор ансамблӗ пултарулӑх концертне кӑтартнӑ.

Малалла...

 

Ӗнер, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Ырашпулӑх ял тӑрӑхӗн юрӑ-тавӑ ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Концерт пуҫланас умӗн ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Валерий Андреев 2007 ҫула пӗтӗмлетсе сӑмах каларӗ. Курма килнӗ хӑнасене уйрӑмах Шӑплат ял клубӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Хавас» ушкӑн юррисемпе ташшисем кӑмӑла кайрӗҫ.

Вӑрмар районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра ҫакӑн йышши концертсем Пысӑк Енкасси, Аслӑ Пинер, Келкеш, Кавал ял тӑрӑхӗсенче иртӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та