Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑванкас

Ҫурхи кану кунӗсенче Тӑванкас шкул ачисем вӑхӑта савӑнӑҫла та пӗлтерӗшлӗ ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Хӑш-пӗри Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗн музейӗнче пулчӗҫ, теприсем юнашар ялти спорт керменне ҫӳрерӗҫ. Вулама юратаканнисем вара ҫыравҫӑсемпе тӗл пулчӗҫ.

Пирӗн тӑрӑхра ҫак кунсенче Дмитрий Суслин хӑнара пулчӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ шкулта вӗрентнӗ вӑхӑтрах кӗнеке ҫырмаллӑх вӑхӑт тупать иккен. Ун калавӗсемпе хӑйӗн сайтӗнче паллашма пулать имӗш. Тӗлӗнмелле те, Тӑванкас ачисем сайта тупса ҫыравҫӑн хайлавӗсемпе паллашма та ӗлкӗрнӗ иккен.

Хальхи вӑхатра ку ӗҫ пачах та мул кӳмест пулин теДмитрий Суслин хӑйӗн калавӗсене ятарласа ачасем валли ҫырать. Хайлавсенче хальхи вӑхӑтри ҫамрӑк паттӑрсем ӗлек авалхи хастар улӑпсем евӗр ырлӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ, усала ҫӗнтереҫҫӗ.

 

Нина Петровна Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ял пуҫлӑхӗн амӑшӗ, нумай пулмасть 80 урлӑ каҫрӗ. Вӑрманкасра ҫитӗнсе, ҫакӑнтах качча тухса ӗмӗрне ирттернӗ Владимир Ильич Васильевӑн амӑшӗ. Упӑшкипе, Илляпа, ултӑ ача ҫуратса тӑваттӑшне ҫирӗп ура ҫине тӑратнӑ. Ялти пурнӑҫ мӗнле пулнине кунта ҫуралса ҫитӗннӗ ҫын ҫеҫ пӗлет ӗнтӗ. Тӑватӑ пӗчӗк ачана мӑшӑрсӑр (Илля 40 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ) ҫитӗнтерсе ҫын тума чӑваш хӗрарӑмӗ ҫеҫ пултарать пулӗ.

Вӑтӑр ҫула яхӑн Нина Петровнӑн пурнӑҫӗ вӑрманпа ҫыхӑннӑ. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗ вӑл вӑхӑтра республикӑра малти ретсенче пулнӑ, юман, хурӑн тата ҫӑка касса тирпейленӗ, вӑрлӑх акса ҫӗнӗ йывӑҫ лартнӑ. Ӗҫ укҫи 34 тенкӗ кӑна пулнӑ (колхозра вӑл вӑхӑтра пӗр пус та тӳлемен). Вӑрман ӗҫченӗсене тӳлевсӗр вутӑ пани те, ӗне валли утӑ ҫулма вырӑн уйӑрни те самай пулӑшу кӳнӗ вӑл вӑхӑтра. Пӗр хӗрӗпе виҫӗ ывӑлӗ — Аля, Юрӑ, Коля тата Володя — хӗлӗн-ҫӑвӗн амӑшӗпе пӗрле вӑрманта: йывӑҫ касма та вӗреннӗ, утӑ ҫулма та пултарнӑ. Хӑш чух вӑрмантах ҫӗр каҫнӑ: яла утма вӑй та юлман. Тепӗр тесен, ыран ҫавах кунта килмелле-ҫке.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ районӗнчи Тӑванкасри «Тӑванлӑх» тата «Тӑван ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем Кураккасси ялӗнче вырнаҫнӑ ваттисен ҫуртӗнче черетлӗ хӑнара пулнӑ.

Тӑванкас ҫыннисем хӑйсен хурӑнташӗсене манмаҫҫӗ, ҫулсерен темиҫе хутчен кунта килсех тӑраҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа, ӑш сӑмахпа, ялти кучченеҫпе хавхалантараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек ӗҫе пуҫтарса хатӗрлеме нумай вӑхӑт тата вӑй кирлӗ, пуринчен те пулмасть. Нумайӑшӗ тивӗҫлӗ канура пулсассӑн та юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсенче Тӑванкас тӑрӑхӗнчи маттур та хастар хӗрарӑмсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ертӳҫине, Михаил Яковлевич Тихонова пушшех тав сӑмахӗсем калас килет. Мӗн каччӑранпах ҫак ларма-канма пӗлмен ҫын ялти юрӑпа ташӑ ӗҫне ӗркелесе пырать. Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те, Чӑваш Енре те паллӑ купасҫӑ вӑтӑр ҫул ытла ырми-канми ӗҫлет. Михаил Яковлевичӑн кил-йышӗнче пилӗк ҫын, пурте унран юлмаҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе, Людмила Васильевнӑпа, виҫӗ маттур ача ӳстерчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тӑратрӗ.

 

НАР
20

Ӗмӗр сакки сарлака
 Володя | 20.02.2012 19:29 |

Ӑшӑ пӳртре, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл ларса калаҫнине мӗн ҫиттӗр-ши? Телейлӗн, пӗрне-пӗри ӑнланса пурӑннине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ. Ҫакӑн пек ҫемьесем Чӑваш Енре йышлӑрах пулсассӑн мӗнле паха пулӗччӗ, ҫапла мар-и, тӑванӑмӑрсем?

Ҫемье — этемлӗх тытӑмӗ, ҫынлӑх сӑпки, шанчӑклӑх тата тымарлӑх. Кашни ҫыншӑн ҫемье ҫавӑрни, ачан пӗремӗш утӑмӗ, халӑх ҫинче ӗретлӗ пулни мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пулнине пурте ӑнланатпӑр. Пӗрле алла-аллӑн 50 ҫул пурӑнса ирттерекеннисем вара ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн телейлисемех ӗнтӗ. Ку пулӑма чӑваш яланах ӗлӗкренех халӑх ҫинче палӑртнӑ, халӗ те вӑл йӑлана пӑрахӑҫӑ кӑлармаҫҫӗ.

Акӑ кӑҫал та нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхинчи Тӑванкас халӑхӗ икӗ ҫемьен «ылтӑн туйне» уявларӗ. Лидия Николаевнӑпа Александр Михайлович Горбуновсен тата Ольга Ивановнӑпа Михаил Иванович Губановсен кил-йышӗсем вӑл кун мӗн чухлӗ чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмах илтмерӗҫ пулӗ.

Ялти кану керменӗнче сӗтелсем кученеҫсемпе, хаклӑ парнесемпе йӑтӑнса анас евӗр сарӑлса ларчӗҫ. Ывӑлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, йышлӑ мӑнукӗсем, ял халӑхӗ: пурте ҫирӗп сывлӑх, канлӗ те шанчӑклӑ ватлӑх сунчӗҫ.

Малалла...

 

Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнчи аслӑ классенче «Ҫамрӑк суйлавҫӑ» эрни пырать. Паллах ӗнтӗ, 18 ҫула ҫитмен ачасене суйлава хутшӑнма саккун хушмасть. Анчах, ирӗклӗ тата ӑнаҫлӑ пулма вӗренме чармасть, хистет тесен тӗрӗсрех пулӗ. Ачасем суйлав урлӑ хӑйсен пуласлӑхне суйланине ӑнкарни ку «эрнелӗхсен» чи кирлӗ енӗ. Вӗрентекен тӗллевӗ кашни ачан хӑйне кӑтартма вӗренмелле, ҫын ҫинче пулма хӑнӑхмалла. Политикӑра кусене «кандидат е претендент» теҫҫӗ. Ҫапла вара, кашни ача хӑйне хӑй кандидата кӑларса тӑратса, хӑй шухӑшне халӑха ӑнлантарса пама, тата ытти претендентсенчен иртсе кайма тӑрӑшмалла. Паллах ӗнтӗ, усал сӑмах е чышкӑ-маклашкӑ ку ӗҫре сана пулӑшма мар, усал кӳме ҫеҫ пултарнине те ачасен пӗлме тивет.

Чи малтан ачасен «чӗнӳ сӑмахӗ» тапӑҫура хутшӑнма тиврӗ. Вырӑссем ӑна «слоган» теҫҫӗ. Кунта ҫак «слогансем» ҫӗнтерчӗҫ: «Пӗрле пулсан тем тума пулать!», «Чӑн сӑмахран усал хӑрать!», «Упана ташлатараҫҫӗ пулсан, ҫынпа ҫын калаҫса татӑлаҫҫех!», «Пӗр ҫын сурать — типсе ларать, пин ҫын сурать — кӳлӗ пулать!», «Сӑмса тӑрӑх туса суйламастпӑр!

Малалла...

 

Авӑнпа раштав уйӑхӗсенче Чӑвашь енре кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ятарласа «Почемучка–2011» ӑмӑрту пулса иртрӗ. Ҫак ӗҫе Чӑвашьен Вӗренӳ Министерстви тата Ҫӗнӗ Вӗренӳ Технологийӗсен Центрӗ йӗркеленӗ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнче вӗренекенсем те кунта хастар хутшӑннӑ. Иккӗмӗш классри Кузьмина Аннӑна тата унӑн амӑшне, ҫутҫанталӑк урокӗсене вӗрентекен Ирина Геннадьевна Кузьминана, ҫӗнтерӳпе чунтан саламлатпӑр. Ачасем пӗчӗкрен пысӑк ӗҫсене хутшӑнни ҫӗршывӑмӑра та хӑйсене пысӑк усӑ пулассине шанатпӑр.

 

«Тӑванлӑх» ушкӑн
«Тӑванлӑх» ушкӑн

Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ Тӑванкас ялӗн культурӑпа кану керменӗнче «Тӑванлӑх» ятлӑ пултаруллӑх ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Ушкӑна ертсе пыраканӗ Роза Ивановна Сердина 40 ҫула яхӑн Тӑванкас шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ӗмӗрӗпе халӑх ҫинче пулнӑ ҫынна кил сыхласа ларма питӗ кичем тит вӑл. 2005 ҫулта тата 5 хастар юлташ тупса клуб купӑсҫи Михаил Тихонов тавра чӑмӑртанса фольклор ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Кӗске вӑхӑтрах «Тӑванлӑх» районта, таврари ялсенче палӑрнӑ. Хастар кинемейсем Элӗк, Етӗрне тӑрӑхӗсенче икшер-виҫшер хут хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Дюдеева Римма, Васильева Зина, Рафинова Ольга, Миронова Римма, Федорова Вера юррисем: «Чуречене яриех уҫар-и», «Юман авӑнать», «Туслӑх юрри», «Тӑвансемӗр пӗрле савӑнар» вӗсем кӑтартнипе чӑн халӑхла, тӑванла янӑраҫҫӗ. Икӗ хутчен Роза Ивановна ушкӑнӗ Мордовинче пулса килнӗ. Тӑванкассинче ҫуралнӑ Подгорский пупа ҫав тӑрӑхра Граждӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗ. Ӑна астивме кайнӑ та ӗнтӗ тӑванкас ҫыннисем катарари Мордови ялне. Виҫӗмҫул вара, «Тӑванлӑх» ушкӑн Шупашкарти Филармони сцени ҫинче Маргарита Туринге юрӑҫа ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.

Малалла...

 

Раштавӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкас шкулӗнче республикӑри чылай конкурссен лауреачӗ Александр Егорович Мингалев юрӑҫ хӑнара пулчӗ. Унӑн юррисем «Вырӑс салтакӗ», «Вырӑс тытӑмӗ» ачасене питӗ килешрӗҫ. Анчах та ял шкулӗн ачисемшӗн билет хакӗ 50 тенкӗ нумайрах пулни концерта йӗркелекенсен пуҫне кӗрейменни питӗ кӳрентерет. Нумай ача кӗтнӗ концерта кураймарӗҫ. Ман шутпа музыкантсен шкул дирекцийӗпе канашланса пӑхмалла пулнӑ. Калапӑр, шкулта 97 ача тата 14 вӗрентекен пулсассӑн, кашнинчен 10-шар тенкӗ пустарӑнсан та 1000 тенкӗрен иртсе каятчӗ ӗнтӗ. Сахал ӗнтӗ, анчах та, зал тӑп-тулли пулни мӗнле артиста хавхалантармасть-ши?

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи