Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тумликасси

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елизавета Мерескина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Халӗ вӑл Березовка ялӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать.

Елизавета Сергеевна хӑйӗн пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑ. Анчах вӗсем ӑна ҫапса хуҫман, пачах тепӗр май - вӑйлӑрах пулма пулӑшнӑ.

Кинемее юбилейпе халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр директорӗ Надежда Храмова тата унти ӗҫченсем саламланӑ.

 

Республикӑра

«МТС» компани Чӑваш Енри 18 яла, вӗсенчен 15-ӗшӗнче 600-тен сахалрах ҫын пурӑнать, 4G ҫыхӑнӑва ҫитернӗ.

Асӑннӑ сетьпе Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш, Вырӑс Тимеш, Ленин Поҫҫолкки; Муркаш районӗнчи Отарккӑ, Шарпаш, Чуманкасси; Вӑрнар районӗнчи Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ; Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешӗ, Кӗҫӗн Шӑнкӑртам; Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси, Мӑн Этмен, Тумликасси ялӗсем усӑ курайӗҫ. Вӗсенче пурӗ 5 пин ытла ҫын пурӑнать.

Сете ҫавӑн пекех Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенче сарнӑ. Тӗнче тетелне смартфон, планшет, модем е урӑх хатӗр урлӑ кӗрсен хӑвӑртлӑх ҫеккунтра 75 мегабитпа танлашать.

«МТС» компанин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Артур Сизов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 23 тӑрӑха пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет ҫитермелле.

 

Чӑвашлӑх

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Мурманск хулинче облаҫри халӑх культурисен туслӑх фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки Римма Прокопьева журналист «Хыпар» хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ.

Мурманскри юрӑ-ташӑ уявне пирӗн йӑхташӑмӑрсем те хаваспах хутшӑннӑ иккен. Юрланӑ та, ташланӑ та... «Ушаков адмирал» атом пӑрҫӗмӗрен ҫинче ӗҫлекен Петр Клементьев вара пурне те хуткупӑс ҫав тери ӑста каласа тӗлӗнтернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Васильевна чӑваш юрри шӑрантарнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Патӑрьел районӗнчен. Фестивале хутшӑнакансем хушшинче Вӑрмар, Комсомольски тӑрӑхӗсенчен тухнӑ чӑвашсем те пулнӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раиса Садакова Роза Степанова юрӑҫ репертуарӗнчи «Юрату сӳнмерӗ» юрра шӑрантарса фестиваль дипломне ҫӗнсе илнӗ. Чӑвашла тумланнӑ икӗ мӑнукӗ ӑна ташласа пулӑшнӑ.

Мурманск облаҫӗнче иртнӗ фестивальте чӑваш культурине сӑнлакан курав чи пуянни пулнӑ-мӗн. Чи паха экспонатсем хушшинче Раиса Садакова кукамӑшӗн амӑшӗ 1905 ҫулта качча тухсан сырнӑ сурпанпа масмака асӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/271.html
 

Ӳнер

Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей аллейи» акципе йӗркеленӗ май республикӑра ҫак ятпа фотоконкурс иртнӗ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин «Чӑваш Республикинчи уйрӑм сыхланакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен тата объекчӗсен дирекцийӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Енӗн символӗ пулма тивӗҫлӗ ӳсентӑран сӑнӳкерчӗкӗсене йышӑннӑ.

«Палӑртма кӑмӑллӑ, асӑннӑ фотоконкурсра Тумликассинче пурӑнакан пирӗн ӗҫтешӗн Алина Карпован сӑнӳкерчӗкӗ ҫӗнтернӗ», — тесе пӗлтерет Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат.

Алина Карпова фотоӳнере пысӑк тимлӗх уйӑрать иккен, фотоконкурссене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тӑвать-мӗн. Вӑл тавралӑхри ахаль чухне куҫа курӑнман кӑсӑклӑ самантсене, пулӑмсене ӳкерме ӑста теҫҫӗ. Ҫак ӗҫе вӑл ятарласа ниҫта та вӗренмен, апла пулин те унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем чӑн-чӑн фотографӑн пекех: куракана илемӗпе, содержанийӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ унӑн ӗҫтешӗсем.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей аллейи» акципе килӗшӳллӗн иртнӗ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.

Конкурс йӗркелӳҫи — «Чӑваш Республикин ҫанталӑк территорисене тата объекчӗсене уйрӑмах сыхлакан дирекци». Конкурса ытларах Чӑваш Республикин паллине кӑтартакан ӳсентӑран кандидачӗсене сӑнӳкерчӗкӗсене тӑратнӑ.

Республика шайӗнче иртнӗ «Раҫҫей аллейи» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫаксем ҫӗнтернӗ: Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликассинче пурӑнакан Алина Карпова (салтак тӳми), Ҫӗмӗрле хулинчи Николай Кондратьев (юман), Шупашкарти Людмила Майорова (хӑмла).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73213
 

Республикӑра

Ҫемье патшалӑх аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Хӑш-пӗри пӗрлешнӗ-пӗрлешмен уйрӑлма васкать. Чӑн-чӑн юрату ҫапла арканать-ши вара? Ҫук, ҫирӗп ҫемье пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене парӑнтарать. Ҫамрӑксен 60 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсенчен вӗренмелли пайтах.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликасси ялӗнчи Кузьма Кузьмичпа Александра Петровна Аргандейкинсем, Шӗмшеш ялӗнчи Леонид Николаевичпа Елизавета Ефимовна Тверсковсем пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑранпа 60 ҫул иртнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн администрацин ЗАГС пайӗн пуҫлахӗ Елена Барышникова, Ветерансен канашӗн председателӗ Галина Тимакова тата ыттисем юбилярсене саламланӑ.

Аргандейкинсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ, халӗ 7 мӑнукпа, 3 мӑнук ачипе савӑнаҫҫӗ. Кузьма Кузьмич ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, Александра Петровна кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ.

Тверсковсен килӗнче те юратупа ӑнлану хуҫаланать. Мӑшӑр 4 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ 3 мӑнукпа, 7 мӑнук ачипе киленеҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та