Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӑшаркасси

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче пурӑнакансем те ейӳрен шар курма пуҫланӑ. Унта Ункӑ юханшывӗ ҫыранран тухнӑ.

Пӗр хуҫалӑхра ейӳ анкартинче сарӑлнӑ. Теплицӑсем ҫурри таран шыв айне пулнӑ.

"Шыв татах килет. Нӳхрепе, тӗп сакайне шыв кӗнӗ", - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85898
 

Республикӑра
Сергей Беккер архивӗнче сӑн
Сергей Беккер архивӗнче сӑн

Ҫӗрпӳсене каллех Китай инвесторӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Вырӑнти влаҫ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене промышленноҫ категорине куҫарма хӑтланаҫҫӗ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, Китай инвесторӗсене паракан ҫӗр лаптӑкӗ самай пысӑк.

Ҫак ыйту пӑшӑрхантарнӑран ҫынсем пуху ирттернӗ. Унта 120-ӗн ҫитнӗ. Пухӑва Виҫ пӳрт, Кӑшаркасси, Рындино, Красная Горка, Апакасси, Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗсенчи, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ҫынсем хутшӑннӑ.

Сергей Беккер депутат каланӑ тӑрӑх, вырӑнти влаҫ ҫӗре республика влаҫӗ хушнипе промышленноҫ категорине куҫарасшӑн, кайран ӑна китайсене парасшӑн. Кулянса ӳкнӗ ҫынсем вырӑнти депутатран пулӑшу ыйтнӑ. «Халӑха влаҫ илтмесен эпир малалла тӑрӑшӑпӑр», - тене Сергей Беккер.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59936
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркассинче пурӑнакан Александра Родионова 105 ҫул тултарнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков ӑна ҫав ятпа киле ҫитсех саламланӑ. Парне панӑ, чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кинемей патне вӑл РФ Президенчӗн саламне те илсе кайнӑ.

Александра Родионовна ултӑ ҫултах амӑшӗсӗр юлнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере аслӑ пиччӗшӗсемпе тата аппӑшӗсемпе ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ, Урал тӑрӑхӗнчи шахтӑра та ӗҫленӗ.

Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кинемей туслӑ ҫемьере, ывӑлӗпе тата кинӗпе, мӑнукӗсемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе ыр курса пурӑнать. 105 ҫула хыҫа хӑварнӑ пулин те сывлӑх начаррине шарламасть иккен. Куҫӗ кӑна начартарах курать-мӗн. Ҫапах та уҫӑлма та вӑл тухса кӗрет.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ку ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче тӑватӑ ҫын нӳхрепре наркӑмӑшланса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 42-ри ывӑлӗ, ҫавӑн пекех 56-ри арҫын нӳхрепе ҫӗрулми хума аннӑ. Унта вӗсен япӑх пулса кайнӑ.

36 ҫулти арҫын вӗсене пулӑшма аннӑ. Анчах вӑл та тӑнне ҫухатнӑ. Ҫулте тепӗр арҫын тӑрса юлнӑ. Унран 56-рискер пулӑшу ыйтса ӗлкӗрнӗ. Вӑл ӑна кӑларма хӑтланнӑ, анчах нӳхрепрен шӑршӑ тухнине туйнӑ та урама чупса тухнӑ, ҫынсене каласа панӑ. Лешсем полицейскисене чӗннӗ. Пакунлисем ҫитсен нӳхрепрен тӑватӑ вилле кӑларнӑ.

Вилнӗ ҫынсен пӗрин еркӗнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе нӳхрепе анса армути нумай ҫунтарнӑ. Ҫапла шӑши-йӗкехӳре таврашӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ вӗсем. Унтан тухсан арҫын нӳхрепе фуфайкӑпа витнӗ.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗпчев пырать.

 

Ӳнер

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ҫынсем те килнӗ. Уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Ял кунӗн уявӗпе килӗшӳллӗн Кӑшаркасси ялӗнчи культура ҫуртӗнче ЧР Ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗн Николай Николаевич Николаев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицире 50 яхӑн ӳкерчӗк пулнӑ. Вӗсем — натюрмортсем, пейзажсем.

Николай Николаевич 1950 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ.

Сӑнсем (14)

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи тепӗр кинемей 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хальхинче — Кӑшаркасси ялӗнче пурӑнакан Александра Родионова. Ҫӗр ҫул сахал та мар, нумай та мар пек. Анчах ун чухлӗ кун кунласси — шӳт мар.

Александра Родионовна сӗтел хушшинче хӑнасемпе хуплупа, чейпе хӑналаннӑ май пурнӑҫне аса илнӗ. Унӑн кун-ҫулӗ ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхозра ӗҫленӗ, ирех тӑрса выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстернӗ. Вӑл ыттисем пекех вӑрҫӑ ҫулӗсене, ун хыҫҫӑнхи тапхӑра чӑтса ирттернӗ. Анчах пурнӑҫа нихӑҫан та ӳпкелемен. Александра Родионова «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӑюллӑ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 3 манукӗпе, 2 кӗҫӗн мӑнукӗпе киленет.

Юбиляра тӑванӗсем, Рынкӑ Сали ял тӑрӑхӗн пуҫлахӗ Вероника Федорова, Кӑшкаркассинчи хор ушкӑнӗ те саламланӑ. Кинемей те юлман: юратнӑ юррисене шӑрантарнӑ.

 

Персона

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑнакан Марфа Тимофеева РФ Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламӑ ҫырӑвне илнӗ. Мӗн ятпа? Марфа Тимофеевна 100 ҫул тултарнӑ. Ҫавӑн пекех юбиляра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, ял халӑхӗ, тӑванӗсем саламланӑ.

Марфа Тимофеева 1914 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялӗнче ҫуралнӑ. Ватӑскер ялти шкулта, унтан Канашри педагогика училищинче вӗреннине паян та ӑшшӑн аса илет. 1935 ҫулта вӑл Кӗҫӗн Тивӗшри учителе Константин Григорьева качча тухнӑ. Марфа Тимофеевна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен Кӑшаркасси шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗрремӗш ачине ҫуратсан колхозра вӑй хунӑ. Марфа Тимофеева тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ.

100 ҫул тултарнӑ кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл пилӗк ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Иккӗшӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Ангорска кайнӑ та хыпарсӑр ҫухалнӑ. Унран халӗ те нимӗнле хыпар та ҫук. Марфа Тимофеевнӑпа юнашар — хӗрӗсем Алевтина тата Надежда.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть