Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрманхӗрри

Политика
Владимир Михайлов. vk.com/kugesionline сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Михайлов. vk.com/kugesionline сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗн администрацине малашне Владимир Михайлов ертсе пырӗ. Вӑл ҫын унччен Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

Владимир Борисович Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче 1987 ҫулта ҫуралнӑ. 2009 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2007 ҫултанпа вӑл уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Тӑвай районӗн администрацине ертсе пыма шаннӑ.

Rodina.ru сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Михайлов — «Родина» партин членӗ.

Шупашкар район администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев ҫемҫе пукана текех йышӑнмӗ.

 

Персона
artmuseum.ru сайтри сӑн
artmuseum.ru сайтри сӑн

Ӳнер музейӗн директорӗ малашне те Геннадий Козлов пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ. Ахӑртнех, ку контракт вӗҫленнипе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ эрнере вара Ӳнер музейӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана каллех Геннадий Козлов йышӑннӑ.

Геннадий Васильевич Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗнче вӑл 20 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Тӑвай муниципалитет округне ертсе пыма Владимир Михайлова шаннӑ. Ку хыпара Владимир Борисович «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ.

Асӑннӑ должноҫре Владимир Михайлов 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗ.

Владимир Михайлов 1987 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче асӑннӑ районти Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Тӑвай районне ертсе пырать. Унччен вӑл «ПКФ Электросбыт» предприятире директорӑн коммерци енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ. «Родина» парти членӗ пулнӑ, 2016 ҫулта ӑна партин регионти уйрӑмӗн канашне ертсе пыма шаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall154532028_3116
 

Республикӑра
 publicdomainpictures.net сайтри сӑн
publicdomainpictures.net сайтри сӑн

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем ӗне виллине тупнӑ. Пакунлисем кун пирки Россельхознадзора пӗлтернӗ.

Ҫакӑ палӑрнӑ: вилнӗ ӗне «Дружба» ЯХПКн пулнӑ. Вӑл Вӑрманхӗрринчен инҫех мар вырнаҫнӑ.

Россельхознадзор ял-хуҫалӑх производство кооперативӗн должноҫри ҫынни тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд айӑплӑ ҫынна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ял ҫыннисен пуҫлӑхсенчен ыйтса пӗлмелли яланах тупӑнать
Ял ҫыннисен пуҫлӑхсенчен ыйтса пӗлмелли яланах тупӑнать

Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйне евӗр экзамен витӗр тухаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫ-хӗл пирки вӗсем халӑх умӗнче отчет тӑваҫҫӗ. Ун йышши пухусене районти пуҫлӑхсем те ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗнче ҫӑлпуҫсемпе, чӳкҫырмисемпе, вӑрманхӗррисемпе иртнӗ.

5 пине яхӑн ҫынлӑ ял тӑрӑхӗнче — 1920 кил. Иртнӗ ҫул ял тӑрӑхӗнче 17 ача ҫуралнӑ. 2013 ҫулта пепке ҫуратакансем ытларах пулнӑ, ун чух ҫут тӗнчене 47 ҫӗн кайӑк килнӗ. Сӑмах май, вилекенсен йышӗ пӗлтӗр унчченхинчен нумайланнӑ. Ҫут тӗнчерен 67 ҫын уйрӑлнӑ, ку вӑл — унчченхинчен 14 ҫын ытларах.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑм ӑшӑтмалла туса пӗтернӗ май халӗ ҫынсем кирек хӑҫан та ӑшӑра лараяҫҫӗ, сывлӑш температурине те хӑйсене кирлӗ пек тытса тӑраяҫҫӗ.

Кирек хӑш тӑрӑхри пекех, ҫул-йӗр ыйтӑвне те манаймӑн. Хӗлле юртан тасатмалла, ҫулла шӑтӑк-путӑка сапламалла. Вырӑнти хыснара пӑхса хӑварнӑ 400 пин тенкӗ укҫа йӑлтах хӑй вырӑнне тупнӑ. Ҫӑлпуҫ ялне вара ҫурхи шыв илсе аптӑратнӑ та, унран сыхланас тесе дамба купаланӑ. Ялсенче ытти ӗҫ те тупӑнсах тӑнӑ: ҫӑл тасатнӑ, шыв насусӗсем ылмаштарнӑ, ватӑ йывӑҫсене касса тирпейленӗ.

Малалла...

 

Чӳкҫырми картта ҫинче
Чӳкҫырми картта ҫинче

Чӳкҫырми ялӗ Тӑвайран инҫе мар, 4 ҫухрӑмра ларать. Тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнакан ялсенчен пӗри шутланать вӑл. Спортпа та туслӑ кунта — нумай пулмасть ялта «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ йыш» ятпа ҫемье уявӗ иртрӗ. Ӑна хатӗрлесе ирттерекенни — вырӑнти вулавӑш заведующийӗ Федорова Л.В.

Ӑмӑртӑва Чӳкҫырминчи Степановсемпе Дмитриевсен кил-йышӗ тата Вӑрманхӗрринчи Сальниковсен ҫемьи хутшанчӗ — вӗсем пурте конкурссене хастаррӑн хутшанчӗҫ. Ыттисенчен маттуртарах Степановсем пулчӗҫ — мала тухрӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть