Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: 10-мӗш шкул

Вӗренӳ Ломоносов ҫулӗпе тухнисем
Ломоносов ҫулӗпе тухнисем

Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.

Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.

 

Культура

Кино ҫулталӑкӗнче ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ чылай проект пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Архив районти ӗҫтешӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлет.

Архив ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрле «Киномобиль шкула каять» проект пурнӑҫлать. Мобильлӗ центр шкулсене килсе тӗрлӗ фильм кӑтартать. Ку эрнере вӑл Шупашкарти 2-мӗш лицейра тата 10-мӗш шкулта пулнӑ. Сеанса 350 ытла шкул ачи хутшӑннӑ.

Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче архива Елчӗкри шкулта 7-мӗш класра ӑс пухакансем килнӗ. Артур Галкин вӗсемпе экскурси ирттернӗ. Унтан чӑваш киновӗ пирки видеородик тата «Королева бензоколонки» фильм кӑтартнӑ.

Мобильлӗ центр республикӑри кирек мӗнле района та ҫитме хатӗр. Заявкӑсене 51-05-21, 52-15-36 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Халӑх хитре — йӑлипе» республикӑри ача-пӑча фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкар хулин «Чӑваш чӗлхине анлӑн вӗрентнӗ май ачасене пур енлӗн аталантарасси» проектпа ӗҫлекен 10-мӗш, 35-мӗш тата 59-мӗш шкулӗсен 1–5-мӗш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.

«Кашни класс чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркипе, ҫепӗҫ юррипе, илемлӗ ташшипе, янӑравлӑ кӗвӗ-такмакӗпе, хаваслӑ вӑййи-куллипе хӑйне май паллаштарчӗ», — тесе пӗлтерет ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Чӑваш наци конгресӗн президиум пайташӗ, фестивалӗн тӳри Геронтий Никифоров. «Кашни йӑла, кашни уяв хӑйӗн асамлӑхӗпе, илӗртӳлӗхӗпе тата таран шухӑшӗпе паха пулчӗ», — тет вӑл.

Тӳресем ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ӑсталӑхне чӑвашла тӗрӗс калаҫма пултарнине, пуплев тасалӑхне, юрра-ташша пӗлнине, артист ӑсталӑхне, уявпа вӑййа тӗрӗс кӑтартма пултарнине тата наци тумне пӗлсе тӑхӑнма пултарнине пӑхса хакланӑ. 1-мӗш вырӑн 35-мӗш шкулӑн 3-мӗш «э» класс ачисем, 2-мӗш вырӑна 10-мӗш шкулӑн 1-мӗш «и» тата 59-мӗшсен 4-мӗш «я» класс ачисем, 3-мӗш вырӑна вара 10-мӗш шкулӑн 2-мӗш «и», 4-мӗш «и», 5 «и» класрисем тата 35-мӗш шкулӑн 2-мӗш «л» класс ачисем йышӑннӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/324.html
 

Культура

Шупашкарти 43-мӗш шкулта халӑх юррисене юрлакансен «Шкул шӑпчӑкӗ» хулари конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Халӑх пултарулӑхӗн культура тата халӑх пултарулӑхӗн керменӗпе Шупашкарти чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ассоциацийӗ ирттернӗ.

Конкурса 25 вӑтам шкулти 54 солист-вокалист хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва виҫӗ номинаципе ирттернӗ: 1–4-мӗш классем, 5–8-мӗшсем тата 9–11-мӗшсем хушшинче.

1-мӗш номинацире хулари 2-мӗш вӑтам шкулти 2б класра вӗренекен Юлиана Рубцова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш номинацире 50-мӗш шкулти 6а класри Инна Смирнована ҫитекен пулман, виҫҫӗмӗш номинацире 10-мӗш шкулти 10-мӗш класри Дарья Яковлева мала тухнӑ.

Сӑнсем (3)

 

10-мӗш шкул, foto.cheb.ru сайтран илнӗ
10-мӗш шкул, foto.cheb.ru сайтран илнӗ

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен Шупашкарти 10-мӗш шкулта пӗр хастар ҫынсен ушкӑнӗ 1-мӗш класс ачисене тарӑннӑн чӑвашла вӗрентме тытӑнасшӑн. Ку ӗҫре вӗсене Вӗрентӳ министерствипе Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ пулӑшса пырӗ. Тӗллевсем пысӑк — пуҫламӑш шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене малалла та чӑвашлах вӗрентесшӗн. Чӑвашла класа пӗр ҫул кӑна мар, ытти ҫулсенче те пухасшӑн, ӗҫ ӑнсан — ӑна Шупашкарти ытти шкулсене те сарасшӑн. Ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе тата шкул хушшинче ӑнланмалӑх ан сиксе тухтӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Паллах, кунашкал пуҫару ҫӑмӑллӑн хускалмӗ, ҫаванпа та вӗсене пулӑшни те кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал пулӑшу кӗтеҫҫӗ:

● ачисене чӑвашла вӗрентме хатӗр ашшӗ-амӑшӗсене шырамалла. Проект пуҫаруҫисен ӗнентернӗ тӑрӑх, пуҫламӑш классенче чӑвашла вӗрентни математикӑпа тата вырӑс чӗлхине ӑса хывма чӑрмантармӗ. Каярах ачасене тарӑннӑн акӑлчан чӗлхине те вӗрентӗҫ, компьютерпа усӑ курма та малтанхи ҫулсенчех хӑнӑхтарӗҫ.

● ку шкулта чӑвашла пӗлекен музыка вӗрентекенӗ ҫук. Ҫавӑнпа та ахаль чухне тӳлекен укҫапа ҫылӑхакан вӗрентевҫӗне шыраҫҫӗ.

● ку пуҫару пирки МИХсене пӗлтерекенни, тӗрлӗ хаҫат-журналсемпе ӗҫлекенни кирлӗ.

Малалла...

 

Orphus

Радио (23.01.2017)

19:20
 
Чун-чĕре киленĕçĕ (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

13 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.01.2017 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Кӑрлач, 23

1907
110
Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă.
1931
86
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ.
1938
79
Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1943
74
Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Кӑлпассипе шоколада сахалтарах рекламӑламалла-и?
Ҫынсен сывлӑх сиен кӳмен апат-ҫимӗҫ кӑна ҫимелле
Рекламӑра вӗсем пач пулмалла мар
Маншӑн пур-пӗрех
Аха, сахалтарах рекламӑламалла
Ҫук, ку ним енчен те витӗм кӳмест
Эпир Facebook-ра 850+
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru