Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фондсем

Раҫҫейре

Йӗрке хуралҫисем Смоленскра чирлӗ ачасем валли укҫа пухакан чӑваш фончӗпе интересленнӗ. Фонда Ҫӗнӗ Шупашкарта регистрациленӗ. Хӑй вара Смоленск тӑрӑхӗнче ӗҫлет.

Фонд элчи каланӑ тӑрӑх, вӗсем пухнӑ укҫан 20 процентне хӑйсене илеҫҫӗ. Тата ҫакна палӑртнӑ: реклама листисем ҫинче кӑтартнӑ банк карттин реквизичӗсем чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн мар, хӑйӗн счечӗ ҫине кирлӗ ҫӗре куҫаракан организацин пулнӑ.

Ҫитменнине, Смоленски Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче чирлӗ ачасем валли ҫул ҫитмен ачасем укҫа пухаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40566
 

Республикӑра Ыр кӑмӑллӑх марафонне уҫнӑ вӑхӑтра
Ыр кӑмӑллӑх марафонне уҫнӑ вӑхӑтра

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски тӑрӑхӗнче «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уҫнӑ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов та ку мероприятие яланхиллех хутшӑннӑ.

Чӑваш Енӗн ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон миллионшар ҫынна пӗр чӑмӑра пуҫтарать. Кашни ҫын хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать».

Марафонӑн кӑтартӑвӗпе Юрий Кислов паллаштарнӑ. Пӗлтӗр ҫав акци вӑхӑтӗнче 8 млн тенкӗ пухӑннӑ. Ку енчен пӗлтӗр комсомольскисем уйрӑмах хастар пулнӑ: вӗсем пурӗ 400 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Кӑҫалхи марафона каҫал тӑрӑхӗнче уҫни те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ.

 

Раҫҫейре Надеждинсем
Надеждинсем

Нумаях пулмасть Мускавра «Семья года – 2016» (чӑв. Ҫемье ҫулталӑкӗ — 2016) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшакан фонд йӗркеленӗ ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 79 регионӗнчи 294 ҫемье хутшӑннӑ. Асӑннӑ йышран 79-шне ҫулталӑк ҫемйи ят панӑ.

Чӑваш Ене ҫӗршыври конкурсра Шупашкарти Надеждинсем хӳтӗленӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье пиллӗкмӗшне усрама илнӗ. Вӑл «Созвездие» ача пахчине инклюзивлӑ ушкӑна ҫӳрет. Надежлинсене конкурс йӗркелӳҫисе «Семья – хранитель традиций» (чӑв. Ҫемье — йӑла-йӗркене упраканӗ) номинацире чысланӑ.

Маларах «Ҫулталӑкри ҫемье» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакан Уткинсене ҫитекен пулман.

 

Республикӑра

«Ӑрусен атӑвӑмӗ» ыркӑмӑллӑх фончӗ пӗлтӗр ҫеҫ йӗркеленнӗ. Унӑн председательне тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавта Валентина Терешковӑна лартнӑ. Фонд Ваттисен кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене парнепе савӑнтарнӑ.

Ветерансене ҫак сӑлтавпа пӗрремӗш хут ҫеҫ пухмаҫҫӗ. Вӗсене хаклӑ медицина хатӗр-хӗтӗрӗ парнелеҫҫӗ. Акӑ Нил Морозов хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Вӑл суранланнӑ. Халӗ ку хӑйӗн пирки аса илтерет.

Фонд ытти ветеранпа та ӗҫлет. Ара, Афганистанра, Ҫурҫӗр Кавказра ҫапӑҫнӑ ветерансем те пур-ҫке-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13849
 

Политика

Чӑвашра суйлав пирки нумай калаҫнӑ. Ҫакна «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд асӑрханӑ. Халӑх шухӑшне тӗпчекен, хӑйне никама пӑхӑнман, коммерцилле мар организаци тесе пӗлтерекен фонд регионсенчи иртнӗ уйӑхри социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхне тишкернӗ май кӗпӗрнаттӑрсем (Чӑваш Енре — Элтепер) суйлав кампанине епле хутшӑннине те сӑнанӑ.

Федераци шайӗнче пӗр тӗрлӗ каланӑ вӑхӑтрах вырӑнсенче пуҫлӑхсем тӗрлӗрен тытни сисӗннӗ. Самар облаҫне ертсе пыракан Николай Меркушкина тата Липец облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Олег Королева фонд эксцентристла каланипе палӑрнӑ тесе хаклать. Чулхула облаҫӗн ертӳҫи Валерий Шанцев тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) пайташӗсене тапӑнса калаҫнӑ.

Михаил Игнатьев «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗсемпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи мероприятисене, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти сӗмӗпе хӑпартса лартнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне уҫма, республика правительствин ларӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемпе хутшӑннине, республикӑн Тӗп суйлав комиссине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин ҫумне тата Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине лартнине асӑнса кайнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://fpp.spb.ru/fpp-rating-2016-08
 

Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фонд (президенчӗ Олег Мустаев) премийӗпе орденне тӑван халӑх умӗнче наука, литература, искусство, журналистика, архитектура тата спорт енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ. Кӑҫал лауреатӑн хисеплӗ ятне тата премине Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев (чӑваш халӑх ӑс-хакӑлне ӳнер витӗр ҫине тӑрса ӗҫлесе тӗнче шайне ҫитернӗшӗн), Тутарстанри чӑвашсен культурӑпа автономи председателӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Константин Яковлев (чӑваш чӗрӗлӗхӗпе пӗрлӗхӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн), Чӗмпӗрти усламҫӑ, Чӗмпӗр, Сарӑ Ту, Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсен энциклопедийӗн редакторӗ тата пӗртен-пӗр спонсорӗ (чӑвашсен еткерлӗхне аталантарса упрама тӑрӑшнӑшӑн) илме тивӗҫнӗ.

Пӗлсе тӑма: Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фондне ҫак ятлах телекӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Олег Николаевич Мустаев йӗркеленӗ. 1992 ҫулта пултаруллӑ чӑвашсене татах хавхалантарас шутпа фондӑн ятарлӑ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен премине туса хунӑ. 2002 ҫулта унӑн ятарлӑ паллине ҫирӗплетнӗ, ӑна И.Я.Яковлев орденӗ ятпа преми ҫумне пама тытӑннӑ.

Малалла...

 

Orphus

Радио (29.03.2017)

14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:40
 
На весах Фемиды (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Асăмри юрăсем (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Пĕччен мар (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Тема дня (12+)
19:20
 
Çĕр сум (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2017 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Пуш, 29

1925
92
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

«Он вам не Димон» Навальный фильмӗнче кӑтартнӑ фактсем сирӗн шухӑшпа тӗрӗс е ҫук?
Ҫапла, тӗрӗс
Ҫук, йӑлт шухӑшласа кӑларнӑ
Пӗлместӗп
Маншӑн ҫав-ҫавах
Калама пултараймастӑп
Эпир Facebook-ра 1100+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org