Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аллейӑсем

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хулари «Ӗҫ мухтавӗн аллейине» ӑҫта тӑвасси пирки ыйтӑм ирттереҫҫӗ.

Ҫынсене виҫӗ варианта суйлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ — аллея хула администрацийӗ патӗнче сулахай енче пулмалла. Иккӗмӗшӗ — В.И.Чапаев скверӗнчи фонтансен хӗррипе. Виҫҫӗмӗшӗ — кашни хӑйӗн вариантне сӗнме пултарать.

Хальлӗхе ыйтӑма 15 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ (27%) аллейӑн Шупашкар хула администрацийӗ ҫывӑхӗнче пулмалла тесе шухӑшлать. 11 ҫын (73%) аллейӑна В.И.Чапаев скверне вырнаҫтарасшӑн.

Сасӑлав раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗҫ мухтавӗн аллейи архитектурӑпа парк ансамблӗ евӗр пулӗ. Вӑл ҫынсен ӗҫне, хула предприятийӗсене, учрежденисемпе организацисене кӑтартӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗнче Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн президиумӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Унта аллейӑна хула центрӗнче, Республика тӳремӗпе юнашар, вырнаҫтарма йышӑннӑ.

Аллейӑна 2015 ҫулта, Хула кунӗ валли, туса пӗтермелле.

 

Вӑрнар район пульницине кӗнӗ ҫӗрте тепӗр темиҫе ҫултан аллея кашлама тытӑнӗ. Вӑл ҫамрӑк врачсен ячӗпе хисепленет.

Йывӑҫ лартассине вырӑнти тӗп пульница пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ӗҫе кӳлӗниччен ҫамрӑк тухтӑрсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Сӑмах май, кӑҫал унта ҫӗнӗрен 8 ҫамрӑк специалист ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫавсен хушшинче педиатр, стоматолог, хирург, гинеколог, офтальмолог, пӗтӗмӗшле практика врачӗ пур.

Уяв вӑхӑтӗнче ҫамрӑк тухтӑрсене шурӑ халат тӑхӑнтартнӑ, вӗсем ӗҫе чунтан парӑнма тупа тунӑ. Уява Патӑрьелӗнчи тухтӑрсем те хутшӑннӑ.

Сӑнсем (48)

 

2008-мӗш ҫулта «Ӑраскал» кӑларӑм 40 ҫул тултарнӑ ятпа «Чӑваш Радио» пултарулӑх ушкӑнӗ ӳнер музейӗ умӗнче аллея никӗсленӗччӗ. Кӑҫал ӑна ҫӗнетсе илем кӳме шут тытнӑ.

Телей кӳрекен аллейӑна никӗслес ӗҫе Венера Большова «Ӑраскал» кӑларӑмӑн авторӗ пуҫарса янӑ. Паян кунта 40 тӗп лартса хӑварчӗҫ, тавралӑха тирпей-илем кӗртрӗҫ. Хыр, туйя, барбарис йывӑҫҫисем аллейӑна ҫулталӑкӑн пур вӑхӑтӗнче те илем кӳрӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫе «Чӑваш Радио ветеранӗсемпе, унта ӗҫлекенсемпе пӗрле студентсем те хутшӑнчӗҫ, ача сатне ҫӳрекенсем те айккинче юлмарӗҫ. «Ӑраскал» аллейӑн сӑн-сӑпатне тӗппипе улӑштарма палӑртнӑ. Ҫамрӑк хунавсене аллейӑна ҫурмаран пайлакан яштака хырӑн икӗ айккипе лартса хӑварчӗҫ. «Чӑваш Радиона» ертсе пыракан Эльвира Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх ку пархатарлӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна. Ҫавӑн пекех кунта чечек клумбисем йӗркелеме, саксемпе хунарсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. «Ӑраскал аллейи ҫамрӑксен чи юратнӑ кану вырӑнӗ пуласса, хулана илем кӳрессе шанатпӑр», — теҫҫӗ радио ӗҫченӗсем.

 

Orphus

Баннерсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2017 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 732 - 734 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Нарӑс, 22

1898
119
Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ.
1938
79
Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1939
78
Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Йӗпреҫри пӗремӗке мӗнле ят памалла?
Чӑвашла ят памалла — «Йӗпреҫ пӗремӗкӗ»
Игнатьев сӗннӗ пек «Ибресинские» тумалла
«Волжские» ята хӑвармалла
Маншӑн ҫав-ҫавах
Эпир Facebook-ра 990+
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru