Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аваллӑх

Культура Михетере сӑнарне И.В. Алексеев депутат калӑплать
Михетере сӑнарне И.В. Алексеев депутат калӑплать

Муркаш районӗнче те, ытти чылай муниципалитетри пекех, Акатуй ҫӗртмен 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна муркашсем кӑҫалхипе 62-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗ хастар хутшӑннӑ.

Акатуй кунӗнче «Ял картишӗ» смотр-конкурс та йӗркеленӗ. Йӳҫкасси тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем конкурса хытах хатӗрленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унтисем. Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине кура «Нарспи» поэмӑри пуян Михетер пӳртне кӑтартас тенӗ. А. Семенова культӗҫчен ашшӗ тунӑ чӳрече хашакне йӑтса пынӑ. А. Егоровапа В. Егорова сӗтел ҫине лартмаллине хатӗрленӗ май район Акатуйне чӑкӑт та пӗҫерсе кайнӑ. Нарспин хӗр парни пуяннине те вӗсем кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вырӑнтан районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ И.В. Алексеев Михетер сӑнарне калӑпланӑ. Вӑл пахчара канми ӗҫленӗ.

Смотр-конкурсра йӳҫкассисен картишӗ 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Сӑнсем (17)

 

Культура

Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.

3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.

 

Аха, ҫапла — сӗм ӗлӗк авал, 5 пин ҫул каялла, Египет халӑхӗ шӑрҫасене метерит ванчӑкӗсенчен ӑсталанӑ пулать. Кунашкал пӗтемлетӗве Лондонри университет колледжӗн тӗпчевҫисем тунӑ. Хӑйсен ӗҫӗнче вӗсем Петра музейӗнче упранакан шӑрҫасене тӗпченӗ. Маларах ытти ӑсчахсем вӗсене тимӗртен тунӑ тесе шутланӑ пулнӑ, британи ӑсчахӗсем вара ку шухӑш йӑнӑш пулнине кӑтартма пултарнӑ.

Мӗнрен тунине пӗлес тесе тӗпчевҫӗсем рентген мелӗпе усӑ курнӑ — шӑрҫасем тутӑхнине пула ансатрах майпа пӗлме май пулман иккен. Авалхи ҫынсемшӗн тимӗр те магнетит та пӗр евӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене вӑл вӑхӑтра уйӑрайман имӗш. Хайхи рентген пайӑркисем шӑрҫасенче никель, кобальт, фосфор тата германий тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ — ку пӗтӗмпех материалӗ магнетит пулнине ҫитӗплететсе панӑ.

Мӗнрен тунине тӗпченӗ май ӑсчахсем шӑрҫана епле ӑсталанине те ӑнланма пултарнӑ — вӗсене иккен шӑратса хатӗрленӗ, шӑтӑк туса мар. Ҫапла май авалхи тимӗрҫӗсен ӗҫне те тӗпчевҫӗсем лайӑхран пӗлейнӗ.

 

Orphus

Радио (25.02.2017)

18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Уйăхпи юмахĕсем (6+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

9 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2017 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Нарӑс, 25

1913
104
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
48
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
47
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Йӗпреҫри пӗремӗке мӗнле ят памалла?
Чӑвашла ят памалла — «Йӗпреҫ пӗремӗкӗ»
Маншӑн ҫав-ҫавах
«Волжские» ята хӑвармалла
Игнатьев сӗннӗ пек «Ибресинские» тумалла
Эпир Facebook-ра 990+
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru