Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Финлянди

Пӗлтерӳ

Финляндири Lionbridge Тампере компани чӑвашла лайӑх пӗлекен инҫет мелӗпе ӗҫлеме хатӗр 4 ҫынна шырать. Чӑваш чӗлхи вӗсемшӗн тӑван чӗлхе пулмалла, ҫавӑн пекех акӑлчанла лайӑх пӗлмелле. Эрнере 15 сехет ӗҫлемелле пулӗ. Компани шыракан ҫыннӑн сӑмахсене категорисем тӑрӑх пайламалла пулӗ — ку ют чӗлхе сӑмахӗ, ку ытти чӗлхесенчен кӗнӗскер, тата ыт. те.

Ӗҫе хутшӑниччен регистрациленмелле пулӗ тата пурне те малтан онлайн мелӗпе тӗрӗслӗҫ. Укҫана PayPal урлӑ тӳлӗҫ.

Ку пӗлтерӳ сире кӑсӑклантарса ячӗ пулсан ҫак электронлӑ адрессемпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: aibike.yessimbekova@lionbridge.com е recruitmentWM.tampere@lionbridge.com.

 

Спорт Татьяна Акимова
Татьяна Акимова

Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ.

Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ.

Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ.

 

Чӑвашлӑх Вилле Хаапасало
Вилле Хаапасало

Чӑваш Ене кӗҫех Вилле Хаапасало актер килмелле-мӗн. Вӑл «Волга с Вилле Хаапасало за 30 дней» проектпа килӗ.

Кӑҫал ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче Атӑл пирки вунӑ сериллӗ проект старт илӗ. Вӑл финн телекуравӗ валли пулӗ.

Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, Вилле Хаапасало актер Чӑваш Енре темиҫе кун пулӗ. Вӑл чӑвашсемпе тӗл пулӗ, вӗсем пулӑшнипе вырӑнти йӑла-йӗркепе паллашӗ.

Фильма авалхи чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ӳкерӗҫ. Ҫавӑн пекех унта республикӑри ҫамрӑксем пирки каласа кӑтартӗҫ.

Сӑмах май, Вилле Хаапасало — финн тата Раҫҫей актерӗ. Вӑл — РФ патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2003). Ӑна ҫак ята литература тата ӳнер тытӑмӗнче «Кукушка» фильмӗшӗн панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77408
 

Культура Чӑваш кӗслине юратакан хула хӗрӗ — Кристина Шегурова
Чӑваш кӗслине юратакан хула хӗрӗ — Кристина Шегурова

Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑс пухакан Кристина Шегурова чӑваш кӗслине чунран юратни пирки пӗлтерет «Ҫамрӑксен хаҫачӗ».

Шупашкарта йышлӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти хӗр каланӑ тӑрӑх, вӗсен йӑхӗнче мусӑкҫӑ пулман. Пӗррехинче амӑшӗ 8 ҫулти хӗр пӗрчине тӗп хулари Викторпа Дора Ходяшевсен ячӗллӗ 4-мӗш музыка шкулне илсе кайнӑ. Кристина сӗрме купӑсҫӑсене хатӗрлекен уйрӑма ҫӳреме пуҫланӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула унӑн урӑх класа куҫма тивнӗ. Кӑҫех хӗрача кӗсле калакансен уйрӑмне суйланӑ.

— Ҫав ҫулсенче музыка шкулӗнче чӑваш кӗсли калама вӗренекен сахалччӗ. Ҫын ҫитместчӗ. Мана ҫак инструмент питӗ килӗшрӗ. Кӗсле тесен кашнин куҫӗ умне пӗр-пӗр юмах тухса тӑрать. Музыка шкулӗнче ӑс пухнӑ вӑхӑтра «Илемпи» ансамбле ҫӳрерӗм. Эпир Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе куртӑмӑр. Пирӗн пата чикӗ леш енчи хӑнасем те час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Эпир Финляндири пӗр ушкӑнпа уйрӑмах тачӑ ҫыхӑну тытаттӑмӑр. Вӗсем Чӑваш Республикине килсе пире сӑнӳкерчӗҫ. Халӗ вӗсем чӑваш кӗсли ҫинчен ятарлӑ кӗнеке кӑларма хатӗрленеҫҫӗ, — тенӗ хӗр.

 

Тӗнчере Калле Книивиля журналист
Калле Книивиля журналист

Финн тымарӗллӗ швед журналисчӗ Калле Книивиля кӑларнӑ Putins Folk («Народ Путина») кӗнекене Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗни хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн сайт хыпарланӑччӗ-ха. Ҫав пичет кӑларӑмӗ Финляндире халӗ сумлӑ премие тивӗҫнӗ иккен.

Кӗнеке авторӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӗршыри пилӗк хулана ҫитсе ҫаврӑннӑ, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере те пулнӑ. Ҫак хуласенче вӑл Путина хапӑл тӑвакан Раҫҫей ҫыннисен шӑпӑрт пурӑнакан пысӑк пайӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен.

Книивиля «Раҫҫей ҫыннисен самай пайне мӗншӗн ватӑ КГБшник ҫав тери килӗшнине» пӗлесшӗн пулнӑ-мӗн.

«Эпӗ Владимир Путина хӗрсе кайса сума сӑвакансене тӗл пулатӑп тесе шухӑшланӑччӗ. Ун пеккисем те пулчӗҫ. Анчах чылайӑшӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленипе тата хӑйне тӗкӗнменнипе те ҫырлахать», — тенӗ журналист.

Асӑннӑ кӗнеке авторӗ хӑйӗн тепӗр ӗҫне Крымри пулӑмсене халалласшӑн иккен. Ӑна та вӑл ҫурутрав ҫинче пурӑнакан ахаль ҫынсемпе калаҫни тӑрӑх хатӗрлесшӗн-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1964.html
 

Ҫак кунсенче Финляндире (Тампер хулинче) ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫамрӑксен чемпионачӗ иртет. Унта кайнӑ Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн 5 ентеш кӗнӗ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Светлана Васильева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ спортсменка наци командинче икӗ регион — Чӑваш тата Мордови Республикисен чысӗсене хӳтелет. Ӑмӑртура 5 вӑйлӑ спортсменсен йышне тепӗр пирӗн ентеш Нина Охотникова та кӗме пултарнӑ. Шел пулин те тата тепӗр республика спортсмене Кирилл Фролов 20 ҫухрӑм дистанцире 17-мӗш финиша тухса ҫӗршыв чысне тивӗҫлипех хӳтелеймен.

Тата тепӗр пирӗн икӗ ентеш хӑйсен стартне кӗтеҫҫӗ. Екатерина Блескина 100 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртӑва хутшӑнма хатӗрленет. Катерина Федотова вара ҫӳле сикес секторта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫессишӗн ӑмӑртать.

Европа чемпионачӗ вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче вӗҫленет.

 

Orphus

Радио (30.04.2017)

23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2017 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Ака, 30

1909
108
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
103
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
88
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Телефон ҫине чӑваш гимнне лартма эсир хирӗҫ мар-и?
Лартса ӗнтӗ
Ман телефонра чӑваш кӗвви тахҫанах янрать
Ку ыйту маншӑн пӗлтерӗшлӗ мар
Тавах сӗнӳшӗн. Лартатӑпах!
Ҫук, лартма килӗшместӗп
Ҫук, эп ӑна лартма тивӗҫлӗ мар
Эпир Facebook-ра 1100+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org