Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Дани

Пӑтӑрмахсем Покер тупӑш кӳрсен те налук тӳлемелле
Покер тупӑш кӳрсен те налук тӳлемелле

Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.

Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.

Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.

Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.

 

Хуҫалӑх  «Чувашторгтехника» пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов
«Чувашторгтехника» пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов

Израиле кӑна мар, Филиппин Республикине те, Малайзине те, Сингапура та, Китая та, Вьетнама та, Кӑнтӑр Африкӑна та, Турцине те. Ҫук-ха, предприяти хӑй куҫса каймӗ. «Чувашторгтехникӑра» кухня валли кӑларакан оборудовани ҫавӑн пек инҫе ӑсанать.

Предприяти пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чувашторгтехника» кӗҫех Великобритание, Швецине, Данине, Норвегине ҫитесшӗн. Экспорт калӑпӑшне ӳстерсе пынине пула предприяти производство хӑватне малашне татах пысӑклатасшӑн.

Михаил Игнатьевпа Наиль Хайрутдинов ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. Предприяти пуҫлӑхӗ регион ертӳҫине пӗлтернӗ тӑрӑх, продукцин 17 проценчӗ экспорта ӑсанать. Газпа ӗҫлекен ҫӗнӗ йышши оборудовани кӑларма пуҫласа производство калӑпӑшне 30 процент ӳстересшӗн.

 

Тӗнчере

Евросоюзри ҫӗршывсене илсен пуринчен аван Данире тӳлеҫҫӗ иккен. Унта тар тӑкакансен шалӑвӗ сехетре вӑтамран 40,3 евро ларать. Хӑш ҫӗршывра мӗн чухлӗ тӳленине Британире эрнесерен тухса тӑракан «The Independent» хаҫат Евросоюзӑн статистика служби иртнӗ ҫулхи пирки хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.

Евросоюзри чи пӗчӗк ӗҫ укҫи — Болгаринче. Унта сехетре вӑтамран 3,8 евро тӳлеҫҫӗ. Европӑра вӑтамран ку цифра 24,6 европа танлашать пулсан, Болгари ҫыннисен шалӑвӗ 6,5 хут пӗчӗкреххи сисӗнет.

Тӳленине кура ӗҫлес килсе тӑмалли ҫӗршывсен шутне ҫавӑн пекех Бельгие (39,1 евро), Швецине (37,4 евро), Люксембурга (35,9 евро), Хрантсие (34,6 евро) кӗртмелле. Чи пӗчӗк шалупа ҫырлахтаракан ҫӗршывсен йышӗнче — 4,6 евро тӳлекен Румыни, 6,5 евроллӑ Литва, 6,6 евроллӑ Латви, 7,3 евроллӑ Венгри.

Раҫҫее Евросоюзри ҫӗршывсемпе танлаштарма хӗнрех-мӗн. Мӗншӗн тесен Евросоюзӑн статистика служби тата Росстат шалу виҫине урӑхларах хаклаҫҫӗ. Макроэкономика тата кӗске вӑхӑтлӑха тишкерес енӗпе ӗҫлекен центрӑн экономисчӗн Игорь Поляковӑн шучӗпе пирӗн ҫӗршывра шалу сехетре вӑтамран 8,4 еврона ларать теме пулать.

 

Тӗнчере

Кун пек саккуна хальлӗхе Эстони парламенчӗ йышӑннӑ. Енчен ӑна ҫӗршывӑн президенчӗ алӑ пуссан вӑл 2016 ҫултан вӑя кӗрӗ. Ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑнакансем ку саккун обществӑна пӗр-пӗринпе тӳсӗмлӗрех пулма хистет иккен тата сывлӑхлӑ пултарать-мӗн.

Ҫапах та халӑхӗ саккуна тӗрлӗрен йышӑнать-мӗн. Обществӑн кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене пӑсать тесе кӑмӑлсӑрланакансем те пур иккен. Ку ыйтӑва референдума кӑларма сӗнекенсем те пулнӑ, анчах депутатсем ун пек аппаланассине хирӗҫленӗ.

Сӑмах май каласан, арҫынпа арҫына, хӗрарӑмпа хӗрарӑма пӗрлешме ирӗк паракан саккуна пуҫласа Данире йышӑннӑ. Ку вӑл 1989 ҫулхи юпна 1-мӗшӗнче пулнӑ. 2008 ҫулта Венгрире йышӑннӑ. Анчах унти Конституци сучӗ ӑна пӑрахӑҫланӑ. Паян Европӑри чылай ҫӗршывра ҫавӑн пек саккунсем вӑйра тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://itar-tass.com/obschestvo/1496334
 

Чӳкӗн 12-14 мӗшӗнче Чӑваш Енре ӗҫлӗ тӗллевпе Дани элчи пулчӗ. Пер Карлсен Чӑваш Енри Министрсен кабинечӗн Председателӗпе Сергей Гапликовпа, Республикӑн Правительство пайташӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Калаҫура Данипе Чӑваш Ен хушшинчи ҫыхӑнусене сӳтсе яврӗҫ. Уйрӑмах Дани Чӑваш Ене укҫа хывасси, Данипе Чӑваш Енри пысӑк предприятисем хушшинчи ҫавра сӗтелсене йӗркелесси, ял хуҫалӑхра пӗрле пурнӑҫлама май пур проектсене хатӗрлесси, пӗлӳпе культурӑра икӗ енлӗ ҫухӑнусене ҫирӗплетесси пирки калаҫу нумай пулчӗ.

Пер Карлсен Шупашкарти «АККОНД» УАО ӗҫӗпе паллашрӗ, кооператив институчӗн студенчӗсемпе тӗл пулчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Радио (26.04.2017)

10:20
 
Шухăшăмсем, çунатăсем… (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:20
 
Радиоазбука (0+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:40
 
На весах Фемиды (16+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Асăмри юрăсем (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:20
 
Шанчăк (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:20
 
Çĕр сум (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:20
 
Юрă вăчăри (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

14 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2017 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Ака, 26

1928
89
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Телефон ҫине чӑваш гимнне лартма эсир хирӗҫ мар-и?
Тавах сӗнӳшӗн. Лартатӑпах!
Ман телефонра чӑваш кӗвви тахҫанах янрать
Лартса ӗнтӗ
Ҫук, лартма килӗшместӗп
Ҫук, эп ӑна лартма тивӗҫлӗ мар
Ку ыйту маншӑн пӗлтерӗшлӗ мар
Эпир Facebook-ра 1100+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org