Шупашкарта Республика тӳремӗнче пирвайхи юмах «ҫурчӗсем» курӑнма пуҫланӑ. Вӗсенче кӗҫех вырӑнти алӗҫ ӑстисен сувенирӗсем сутӑнма пуҫлӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раштав ярмӑркки» хӗллехи каникулта та — кӑрлачӑн 1–10-мӗшӗсенче — ӗҫлӗ.
Ку проект Шупашкарти Республика тӳремӗнче пӗрремӗш хут иртӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Унтах — наци стилӗпе килӗшӳллӗн тунӑ юмах «ҫурчӗсем».
Ярмӑрккӑра пӗтӗмпе 20 ҫурт пулӗ. Хула администрацийӗ вырӑнти тавар кӑларакансенчен, алӗҫ ӑстисенчен, Чӑвашри усламҫӑсенчен заявкӑсем йышӑнать.
Республика кунӗнче «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӳнерӗн куравӗ иртнӗ. Кӑҫал унта 53 ӑста хутшӑннӑ: Раҫҫейӗн 13 регионӗнчен — 28-ӑн (Коми, Мари республикисенчен, Иваново, Курск, Курган, Чулхула, Ӗренпур, Самар, Тамбов, Чӗмпӗр, Челепи облаҫӗсенчен, Перӗм тата Краснодар енӗсенчен), Чӑваш Енрен — 25-ӗн.
Конкурса хутшӑнакансене дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ. Кӑҫал конкурс гран-прине Иваново хулинчи Любовь Степанова ҫӗнсе илнӗ. Вӑл татӑк-кӗсӗкрен «Телей кайӑкӗ» панно ҫӗленӗ. Автор Чӑваш Ен ӳнерне ҫутатакан кӗнекесене тишкерсе чӑваш тӗррин тӗнчине сӑнарланӑ. Шурӑ (тасалӑх, сывлӑх тӗсӗ), хӗрлӗ (уяв тӗсӗ), хура (ҫӗр тӗсӗ) тӗссемпе усӑ курнӑ. Ӗҫӗнче Ивановӑри иртнӗ ӗмӗрти 50–60-мӗш ҫулӗсенчи пусмасемпе усӑ курнӑ.
Панно композицийӗ вырӑс тата чӑваш халӑхӗсен туслӑхне вырӑс изразецӗн кайӑкӗпе чӑваш мифологийӗн паллисемпе пӗрлештерни урлӑ кӑтартать.
Сӑнсем (20)
Шупашкар хула кунӗ ҫывхарнӑ май тӗп хуламӑрӑн потребитель рынокне тата усламҫӑлӑха аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗпе Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати «Шупашкар сувенирӗ» конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Унта профессионалсем те, ал ӗҫне ӑста ахаль маҫтӑрсем те хутшӑнаяҫҫӗ. Ӗҫсене йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑртама юрать. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар хула кунӗнче саламлӗҫ. Вӗсене укҫан хавхалантарма та палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана 30 пин тенкӗ парӗҫ, иккӗмӗш вырӑншӑн — 15 пин тенкӗ, виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |