Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Канаш ен пики — 2014» конкурс иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.03.2014 20:58 | 2569 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пушӑн 6-мӗшӗнче Канаш районӗнче «Канаш ен пики — 2014» конкурс пулнӑ. Тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.

Кашни пике хӑйнеевӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑнӑ. Вӗсем пилӗк конкурс витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх тӗпелӗ», «Чӑваш стилӗ». Жюри ҫирӗп пулнӑ, зала халӑх нумай пухӑннӑ. Пикесене тимлӗхе пӗр минутлӑха та ҫухатман. Хӗрсен илемӗ тумӗсем, хӑйсем пирки хатӗрленнӗ электронлӑ хӑтлавсем тата ытти те ҫынсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн хаваслӑ туйӑм парнеленӗ. Уяв ячӗпе Канаш район администрацийӗн пуҫлахӗ Владислав Софронов та саламланӑ, пикесене ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ.

Конкурса хатшӑннӑ хӗрсем пурте пултаруллӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнӑ, ал  ӗҫӗсемпе тӗлентернӗ. Конкурсҫӑсенчен пӗри акӑ Вера Егорова. Вӑл 8 ачаллӑ ҫемьери чи кӗҫӗнни. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Канашри финанс колледжӗнче ӑс пухнӑ, унтан аслӑ пӗлӳ илнӗ. Халӗ Вера ял тӑрахӗн администрацинче ӗҫлет. Людмила Никитина вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме юратать. Янкӑлчри Анастасия Патшина Мускаври С.Горячкин ячӗллӗ институтра вӗренет.

Ҫӑмӑл мар тупӑшура «Канаш ен пики — 2014» ята Анастасия Андреева ҫӗнсе илнӗ. Анастасия Патшина — «Хӳхӗм пике». Наталия Иванова «Ҫепӗҫ пике» ята тивӗҫнӗ, Алина Денисова вара — «Ӑс пике». Ольга Николаева «Куракансем кӑмӑллакан пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Александра Герасимова — «Пултаруллӑ пике», Дария Ильина — «Килӗшӳллӗ пике», Елена Митрофанова — «Илӗртӳллӗ пике». Конкурсҫӑсене Тав хучӗпе тата парнесемпе чысланӑ. Район шайӗнчи конкурс иртнӗ ӗнтӗ. Халӗ республика шайӗнчине хутшӑнмалла. «Чӑваш пики — 2014» конкурсра Анастасия Андреева тата Ольга Николаева Канаш районӗн чысне хӳтӗлӗҫ.

#Чӑваш пики, #Канаш районӗ, #конкурссем, #Янкӑлч, #Канаш

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.07 23:27
«Канаш ен пики — 2014» конкурса ют чĕлхепе ирттернĕ пулĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем