Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Канаш районӗнче халӑх театрӗн фестиваль-конкурсӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2013 12:18 | 2069 хут пӑхнӑ

Ӗнер пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ турӗ. Канаш районӗнче те ҫак куна тивӗҫлӗ ирттерчӗҫ — районти культура ҫуртӗнче ӑсталӑх тулашӗнчи театрсен «Всегда театр» (чӑв. «Театр яланлӑха») ятлӑ фестиваль конкурсӗ иртрӗ.

Пурӗ унта районти 11 ушкӑн хутшӑнчӗ, вӗсен пултарулӑхне культура ҫурчӗн директорӗ О.С. Микушина, информаципе меслетлӗх пайӗн заведующийӗ З.С. Николаева, районти куҫса ҫӳрекен культура ҫурчӗн заведующийӗ В.В. Борисова, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёр-постановщикӗ Н.Ф. Антонова хакларӗҫ.

Профессилле мар театр ушкӑнӗсем пӗр пайлӑ пьесӑсем е спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Ямашри «Ямаш ен» драма ушкӑнӗ (ертӳҫи Краснова М.В.), сӑмахран, Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпҫӑнмасть» спектакль кӑтартрӗҫ. Хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайрӗ — ушкӑн «Чи лайӑх пӗр актлӑ спектакль» номинацире ҫӗнтерчӗ, Мак Макович сӑнарне вылякан Н. Павлова вара «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинаци лекрӗ.

Вӑтапуҫри «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн та Н. Сидоровӑн хайлавне лартрӗ — ҫак спектакле (пайне ӗнтӗ) халӑх умӗнче пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ пулин те премьера ӑнӑҫлӑ иртрӗ — «Чи лайӑх спектакль пайӗ» номинацире мала тухрӗҫ. Ҫак ушкӑнра вылякан Семёнова З.С. вара «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтерчӗ.

Ытти номинацисенче ҫак ушкӑнсем палӑрчӗҫ:

• Спектаклӗн чи лайӑх кӗвӗ калӑплавӗ — Кӑшнаруйти «Аслут» драма ушкӑнӗ;

• Чи лайӑх сцена тумтирӗ — Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗнчи «Ҫеҫпӗл» ушкӑн;

Ытти ушкӑнсене грамотӑсем парса чысларӗҫ: Анташ, Анаткас Уҫырма (тӗп сӑнара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иванов В.Т. вылярӗ), Вӑтакас Кипеч, Пайкилт, Ачча, Янкӑлч ял тӑрӑхӗсен ушкӑнӗсем малти вырӑна тухаймарӗҫ пулин те тепӗр ҫул лайӑхрах хатӗрленсе килме сӑмах пачӗҫ.

#Ачча, #Пайкилт, #Вӑтакас Кипеч, #Анаткас Уҫырма, #Канаш районӗ, #театрсем, #фестивальсем, #конкурссем, #Ҫеҫпӗл, #Кӑшнаруй, #Вӑтапуҫ, #Ямаш, #Атнаш, #Янкӑлч

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем