Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнчи чӑваш юрри ансамблӗн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.03.2018 18:26 | 1482 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
«Хавас» ансамбль
«Хавас» ансамбль

Ямал-Ненецк автономи округӗн Муравленко хулинчи Лира Губарева йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пыракан «Хавас» чӑваш юрри ансамблӗ «Планета талантов» (чӑв. Пултаруллисен планети) проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ халӑхсем хушшинчи конкурс-фестивальте Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра паян пӗлтернӗ.

«Хавас» ансамбль пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Маттурскер, ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркеленӗ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче «Шевле» ача-пӑча ансамбльне те пуҫарнӑ.

«Хавас» ушкӑн Тӗменте, Нижневартовскра, Нефтеюганскра, Лянторта, Ноябрьскра, Ханымей поселокӗнче концертсемпе пулнӑ.

#Муравленко, #ансамбльсем, #культура, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Тӗмен, #Ямал-Ненецк автономи округӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 1867.28.8280
2018.03.16 01:10
Маттур, Лира Губарева! Вал Зинаида Козловаран шупашкарти ЧГПУна веренсе петерне. Анасу сунатпар!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем